Çĕмĕрлере информаци кунĕ иртрĕ
Чăваш Республикин строительство министрĕ Павел Данилов пĕрлехи информаци кунне Çĕмĕрлере ирттерчĕ. Унта вăл тăлăха юлнă 3 ачана çĕнĕ çурт-йĕре куçнă ятпа саламларĕ. Пĕрлехи информаци кунĕнче муниципалитетсене пырса тивекен ыйтусене те тишкерĕç.
Çак хĕллехи кун Анастасия Кузнецовăшăн нихçанхинчен асра юлĕ. Тахçантанпах кĕтнĕ ĕмĕчĕ унăн пурнăçланчĕ. Халĕ вăл тинех пурăнмалли кĕтеслĕ пулчĕ. Хваттер уççине илсен Анастасия тулли кăмăлпа хăйĕн пӳлĕмĕсене кăтартма васкарĕ. 33 тăваткал метрлă çĕнĕ хваттерте шыв пур – ăшши те, сивви те. Чӳречесем пластикрен, таса та çутă пӳлĕмсем. Кухньăра газ плити те лартса панă. Паян тесен паян куçма пулать. Хваттер хуçин сĕтел-пукан туянмалли çеç юлнă. Ашшĕ-амăш хӳттисĕр юлнă ытти ачасем те тимлĕхре.
ЭДУАРД ВАСИЛЬЕВ: «Кăçалхи çула пире татах тĕрлĕ бюджетсенчен 7 миллион ытла кӳрсе панă. Паянхи куна 4 хваттерне уже аукцион тунă. Тепĕр хваттер валли çитес кунсенче аукцион иртмелле. Пурĕ кăçал ашшĕ-амăшĕсĕр юлнă 5 ачана хваттер пама планласа хунă».
Çĕнĕ çурта куçнă ятпа саламланă хыççăн Чăваш Республикин строительство министрĕ Павел Данилов, Çĕмĕрле хули шăпишĕн пĕлтерĕшлĕ ыйтусене тишкерме хутшăнчĕ. Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх, тавралăха хăтлăх кĕртес, çул-йĕр ыйтăвĕсем ытларах кăсăклантарчĕç.
ЭДУАРД ВАСИЛЬЕВ: «Инициативлă бюджетировани енĕпе кăçалхи çул шыв, каяш пăрăхĕсем тума пăхса тухнă. Тата урамри çутă юписем, хунарсем тума пăхса тухнă. Социаллă объектсем патне тротурасем тумашкăн пăхса тухнă. Чăнах та, çакăн пек пĕрлĕхлĕ информаци кунĕсенче нумай ыйтусене пăхса тухма май пур».