2022 çулхи ăнăçлă ĕç малалла аталанма пулăшĕ

Патшалăх Канашĕн кĕçнерникун иртнĕ черетлĕ 15-мĕш сессийĕн кун йĕркинче тĕп ыйту Министрсен Кабинечĕн 2022 çулхи ĕçĕ çинчен калакан отчет пулчĕ. ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев Правительство пĕлтĕр мĕн тунипе паллаштарчĕ, мĕн тума вăй çитерейменнине те пытармарĕ.

Хăйĕн отчетне Олег Николаев Правительство ĕçĕ чи малтан çынсен пурнăçне лайăхлатас тĕллеве тĕпе хунине çирĕплетнинчен пуçларĕ. Çакă наци проекчĕсене пурнăçланипе тÿррĕнех çыхăннă. Регионăн 12 нацпроекта кĕрекен пилĕк теçетке проектĕнче палăртнă ĕçсем валли пĕлтĕр 13,6 миллиард тенкĕ уйăрнă — умĕнхи çулталăкринчен 23% нумайрах. Ача сачĕсен, культура, медицина учрежденийĕсен строительстви, çулсем туни тата юсани, пурăнмалли çурт-йĕр, спорт сооруженийĕсем хăпартни тата ытти те — кашни сферăрах мăнаçланмалли пур.

Çынсене пурăнма юрăхсăр çуртсенчен куçармалли программăпа 6,2 пин тăваткал метр çурт-йĕр тунă, 378 çын çĕнĕ хваттерсене куçнă. Хальхи программăна кăçал, вăхăт çитмесĕрех, пурнăçласшăн, çакă граждансене кивелсе çитнĕ çуртсенчен куçармалли çĕнĕ программăпа маларах ĕçлеме пуçламашкăн май парĕ. Республикăн кăнтăр енчи водоводне те кăçал вĕçлес тĕллевлĕ. Строительсем 2022 çулта 54,5 миллиард тенкĕлĕх ĕç пурнăçланă — 2021 çулхипе танлаштарсан 5,7% нумайрах. Кунта республика урлă иртекен М-12 автомагистраль тÿпи пысăк — 17 миллиард тенкĕлĕх. Тата — уйрăм çынсем нумай çурт туни.

Нацпроектсем тенĕрен, Олег Николаев Раççей Президенчĕ Владимир Путин пысăк тимлĕх уйăракан «Ĕç тухăçлăхĕ» проект çинче пайăррăн чарăнса тăчĕ. Чăваш Енĕн çак проекта пурнăçлама хутшăнакан предприятийĕсем ĕç тухăçлăхне вăтамран 5% лайăхлатма пултарнă. Чи лайăх кăтарту «Аквапром» компанин — вăл хайхи кăтартăва 49% ÿстернĕ.

Çав вăхăтрах строительствăпах çыхăннă çитменлĕх те пур — республика патшалăхăн «Стимул» программине туллин пурнăçлайман. Çакă чи малтанах строительство материалĕсем тăруках хакланнипе сăлтавланнă, анчах ку яваплăха сирмест. Çивĕч ыйту — медицина учрежденийĕсене кадрсемпе тивĕçтересси. Олег Алексеевич пытармарĕ: йывăрлăх пур — врачсем, ытти медперсонал çителĕксĕр. Ыйтăва татса парас тĕллевпе укçа ытларах уйăраççĕ, ытти мера йышăнаççĕ — çивĕчлĕх çывăх çулсенчех сирĕлес шанăçпа пурăнатпăр.

Отчетра экономика теми тĕп вырăнта пулчĕ темелле. Олег Алексеевич технологи суверенитетне тивĕçтересси экономикăпа çыхăннă тĕп тĕллев пулнине çирĕплетрĕ. Ун шучĕпе, санкцисем йывăрлăх çуратнипе пĕрлех шăпах хамăр аталанас тĕлĕшпе пысăк майсем уçаççĕ. Ку енĕпе республика пĕлтĕр çирĕп никĕс хывнă. Чăваш Ен портфелĕнче — икĕ СПИК 2.0 контракт, унашкал регион çĕршывра урăх çук та. Пĕри — «Химпромра» антрахинон мелĕпе водород перекиçĕ туса кăлармаллискер, тепри — трактор заводĕнче пĕчĕк тата вăтам хăватлă тракторсен производствине йĕркелемеллискер. Ку енĕпе Инди компанийĕпе ĕçлеççĕ — трактор заводĕнче хушма 570 ĕç вырăнĕ пулĕ. <...>

Николай КОНОВАЛОВ



Хыпар
17 февраля 2023
18:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter