Черетлӗ гуманитари пулӑшӑвӗ ӑсатрӗҫ

Черетлӗ гуманитари пулӑшӑвӗ ӑсатрӗҫ

Ятарлӑ ҫар операцийӗнче хутшӑнакан салтаксем валли паян Чӑваш Енрен черетлӗ гуманитари пулӑшӑвӗ ячӗҫ. Ӑна халалланӑ мероприятире ЧР Пуҫлӑхӗ Олег Николаев, ҫавӑн пекех влаҫ тытӑмӗнче тӑрӑшакансем, округ представителӗсем , волонтерсем хутшӑнчӗҫ.

Хальхинче салтаксене УАЗ, НИВА, ГАЗЕЛЬ автомобильсем, мунча кӑмакисем , юн чакаракан турникетсем , наҫилккасем, тепловизорсем, медикаментсем тата ытти хатӗрсем ӑсатрӗҫ.
- Республикӑра пуранакансен чи пысӑк хаклӑх пур. Мӗншӗн тесен тимлӗх уйӑрни пирӗн салтаксен ӗненӳпе хастарлӑхне, шанчӑклӑхне тата пӗрлӗхе ҫирӗплетет, ҫар тивӗҫӗсене пурнӑҫлама вӑй хушать, ҫавӑн пекех ҫӗнтерӳпе таврӑнма майсем парать, - терӗ республика ертӳҫи.



Хыпар
19 февраля 2023
18:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter