26 муниципалитетăн инвестпрофилӗсемпе Чӑваш Ен Пуҫлӑхне паллаштарнă

26 муниципалитетăн инвестпрофилӗсемпе Чӑваш Ен Пуҫлӑхне паллаштарнă

 Стратегиллĕ сесси шайĕнче муниципаллă пĕрлешӳсен инвестици профилĕсене презентациленĕ.

Вĕсен ĕҫне республикăри ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсен ертӳҫисем хакланă, бизнес тытăмĕнче малта пыракан пуҫлăхсем, бизнеса тĕрев парассипе тимлекен институтсен представителĕсем, ĕҫлĕ обществăлла пĕрлешӳсенче тăрăшакансем пăхса тухнă.

Вĕсене хатĕрлессипе икĕ ҫул хушши тăсăлнă ĕҫ пурнăҫланнă. Раҫҫейре Чăваш Ен ыттисем хушшинче чи хастар ĕҫлекенннисенчен пĕри пулса тăнă.  Палăртма кăмăллă, муниципалитетсем пĕтĕмĕшле инвестици аталантарма май паракан 1400 ытла бизнес-пуҫарусем йĕркеленĕ, вĕсене вăй илтерсе пыма май паракан план туса хатĕрленĕ.

Чăваш Ен каллех ыттисемшĕн тренд пулса тăнине палăртнă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев. Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн Пĕрремĕш ҫумĕ Андрей Белоусов  хăйĕн сăмахĕнче, пирĕн региона тĕслĕх вырăнне палăртса ҫĕршыври ытти субъектсене те  ҫакнашкал профильсем йĕркелеме чĕнсе каланă, муниципаллă пĕрлешӳсенче кун пек пуҫаруллă ĕҫсене туса пыма ыйтнă.  

«Пирĕн тĕллев – кашни муниципалитетăн аталану ҫул-йĕрне тĕплĕн тишкерсе тухса, ăна вăй илсе пыма тĕрев парасси.  Округсем хушшинч ĕҫлĕ ҫыхăнва сарасси те тĕп ыйтусенчен пĕри пулса тăрать. Маларахри тапхăрсенче усă курман резервсене палăртса, вĕсене паянхи пурнăҫ таппипе тӳр килтерсе ĕҫлеттерсе пырасси те кăсăклă пулса тăрать», – тесе сăмаха малалла тăснă Олег Николаев.  

Вăл муниципалитетсен командисене палăртнă, плансене пурнăҫа кĕртсе пыма мĕн-мĕн лайăх пĕлмеллине, ĕҫе вăраха тăсмасăр туххăмрах пурнăҫламаа тăрăшмаллине те чĕнсе каланă. «Мĕнпур ресурссене шута илмелле, вĕсемпе туллин пурин те усă курма тăрăшмалла», – тенĕ вăл.    

Чăваш Енĕн Правительствин планĕнче –  мĕнпур бизнес-пуҫарусене Чăваш Республикин социаллă пурнăҫĕпе экономикине аталантарассипе пăхса хăварнă 2035 ҫулсем валли Стратегине кĕртсе хăварасси.  Паянхи куна калас пулсан, вĕсенчен 70-шĕ кăна Стратеги ĕҫ хутĕнче палăрать.  

Проектсене пурнăҫа кĕртессине чакарса лартмалла мар, малашне те хастар ĕҫлеме тăрăшмалла.  Кунран-кун пуҫаруллă ĕҫсене пурнăҫа кĕртме хавхалансах ĕҫлесе пымалла. Кун пирки тепĕр хут ҫирĕплетсех каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ.

«Инвестпрофильсем пĕтĕмпех Чăваш Республикин социаллă пурнăҫĕпе экономикине аталантарса пымалли комплекслă программăн малашнехи ҫул-йĕрĕсем пулмалла.  Пирĕн пĕтĕмпех курса тăмалла, ку е вăл территоринче палăртса хунă ĕҫсем епле пурнăҫа кĕрсе пынине те туймалла.  Енчен те палăртса хунă пек пĕтĕмпех пулсан, тепĕр икĕ ҫул иртсен курăмлă ĕҫсене хаклама пултарайрăпăр», – тенĕ Олег Николаев. Сăмах май, республика аталанăвĕ тĕрлĕ тытăм хăватлăн вăй илсе пынинчен те нумай килнине асăннă вăл. Тĕрлĕ территорисенчи ĕҫ-хĕл пĕтĕмпех бизнес ăнăҫлă вăй илнинчен килет. Кун пирки канашлăва пухăннисем тепĕр хут палăртсах каланă.     



20 февраля 2023
10:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter