Инвесторсене явӑҫтарма Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ кирлӗ пек алгоритм ҫирӗплетме хушнӑ

Инвесторсене явӑҫтарма Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ кирлӗ пек  алгоритм ҫирӗплетме хушнӑ

  Чăваш Енри ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсен ятарлă ĕҫ хучĕсене хатĕрлесси пирки сăмах пырать, ăна регионăн 2.0 инвестици стандартне  тĕпе хурса пурнăҫлĕҫ. Документсене  пĕтĕмпех йĕркелесе ҫитерсен 2023 ҫулхи ака уйăхĕн 28-мĕшĕ тĕлне ҫирĕплетсе хăвармалла, мероприятисен  алгоритмне тумалла.

- ҫĕр лаптăкне арендăна илес тесессĕн, суту-илӳ пачах та пулмалла мар. Ку ыйтăва  Чăваш Республикин Экономика министерствин муниципалитетсемпе пĕрле килĕшсе уҫăмлатмалла.

- Вак тата вăтам  бизнесăн электричество сечĕсемпе усă курмалли ятарлă йĕрке пулмалла.  Ку ыйтупа тĕплĕнрех Чăваш Республикин Промышленноҫпа энергетика министерствин ресурссĕсемпе тивĕҫтерекен организацисемпе  пĕрле килĕшсе ĕҫлемелле.

- объектсене хута яма, вĕсем патне шыв, газ, тытăмĕсене илсе ҫитерме тата вĕсемпе усă курма ирĕк паракан ĕҫ хучĕсене тивĕҫессинче Чăваш Республикин Строительство министерствин ресурссемпе тивĕҫтерекен организацисемпе пĕрле ĕҫлесе ыйтусене уҫăмлатмалла.

- ҫул-йĕр инфратытăмĕпе ҫыхăннă ыйтусене татса пама Чăваш Республикин Транспорт министерствине явăҫтармалла.

Объекта хута янă хыҫҫăн, ăна шута илсе, реестăра кĕртме, харпăр хăй пурлăхĕ пирки калакан ĕҫ хучĕсене ҫирĕплетмелли алгоритма Росреестр Чăваш Республикинчи Управленине хушмалла.  

Регионти инвестици стандартне пурнăҫа кĕртнĕ май, Чăваш Республикин ведомствăсем хушшинчи регионăн информаци тытăмне ятарлă модульре вырнаҫтарасси те кун йĕркинчех тăрать. Ытти ĕҫсене те вăхăтра йĕркелесе туса пыма пĕлмелле. Палăртса хунă мероприятисене 2023 ҫулта ҫу уйăхĕн 31-мĕшĕччен пĕтĕмпех пурнăҫа кĕртмелле.    

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев палăртнă куна кĕтсе лармалла маррине асăрхаттарнă, ыйтусене уҫăмлатассине вăхăта вăраха тăсмасăрах ĕҫлеме пуҫламаллине чĕнсе каланă.

«Ĕҫе пуҫламалла, федераци органĕсенче тăрăшакансемпе пĕрле килĕшсе мероприятисене пăхса хăварма юрать.  Эрнере пĕр хутчен, пĕрле пухăнса, ку е вăл ыйтăва уҫăмлатма тăрăшмалла.  Ыйтусене регион тата федераци пĕлтерĕшлисене уйăрса тĕплĕн пăхса тухма пĕлмелле.  Хыпарсене памалли ятарлă форма пирки инвестици порталĕнче вуласа тухмалла.  Инвесторсене кирлĕ пек мĕнпур пĕлтерӳсене вăхăтра илсе ҫитерме тăрăшмалла», - тесе сăмаха малла тăснă Олег Николаев.

Мĕнпур палăртнă тĕллевсем пĕтĕмпех 2.0 регионăн инвестици стандарчĕпе тӳр килсе тăраҫҫĕ.    Унăн тĕп тĕллевĕ вара, инвесторсене укҫа-тенкĕ хывассинче ĕҫсене ҫăмăллатма витĕм кӳресси.  Регионăн инвестстандартне пурнăҫа кĕртсен, вак тата вăтам предпринимательлĕх пайĕнче тăрăшакансене дотаци илме май пулĕ, налук ҫăмăллăхĕсем пуласси те тен уҫăмланĕ.  

Стандарт пиллĕк  тĕп элементран тăрать.   Пĕр сăмахпа каласан, региона инвестици явăҫтарассипе тĕрлĕ ҫăмăллăх условийĕсем йĕркеленесси куҫ кĕретех. Республикăра инвестици канашĕн ĕҫне те пуҫарса ярĕҫ, унăн председателĕ пулма регион Пуҫлăхне палăртĕҫ.

Хальхи вăхăтра Чăваш Республикин Экономика министерствин ҫумĕнче инвестици аталанăвĕн агенстви ĕҫлет.  Инвестици правилисене те ҫирĕплетнĕ. Республикăн инвесторсен порталĕнче кирлĕ пек мĕнпур хыпарсене тулин вырнаҫтарнă. Енчен те укҫа-тенкĕ хывас теҫҫĕ пулсан, вак тата вăтам предпринимательлĕхшĕн ҫителĕклĕ усăллă канашсем пур унта. Производствăсене хута яма кăмăл тăвакансене валли те тулли хыпарсем вырнаҫтарнă порталта.  Сăмах май, регион Пуҫлăхĕ муниципаллă пĕрлешӳсенче инвестици хывас текенсем регионăн инвестици стандарчĕпе тӳр килсе тăмаллине те асăннă.

«Кун пек ĕҫлесе пырсан, ыйту вырăнтан тапранать, тата кирлĕ пек шайра пулса пырасси те куҫ кĕретех.  Тепĕр тесен, ытларах та ытларах инвесторсене явăҫтарма меллĕ пулĕ.  Мĕнпур ресурссемпе пĕлсе тĕрĕс усă курса пыма тăрăшмалла, тухăҫлăх тени те малти вырăна тухмалла.  Кашни территоринче вырнаҫнă объектсенчен тупăш килсе тăмалла, халăхшăн пĕлтерĕшлĕ пулсан, вĕсен пурнăҫ условийĕн шайне те лайăхлатса пыма меллĕрех пулĕ», - тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.

Ҫĕнĕ стандарта пурнăҫа кĕртесси ҫулталăк вĕҫĕ тĕлне тĕпрен пурнăҫланмалла. Пирĕн палăртса хунă ĕҫсене Раҫҫей Федерацийĕн Экономика министерстви хаклав тăвĕ. Вăл ĕҫе Стратегиллĕ пуҫарусен агенстви, Суту-илӳпе промышленноҫ палати тата «Деловая Россия» промышленноҫпа предпринимательсен союзне те явăҫтарма тĕллев лартнă.  



21 февраля 2023
08:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter