Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ ячӗпе саламлани

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ ячӗпе саламлани

Хаклӑ ентешсем!

Сире Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

 Раҫҫей ҫыннисем Тӑван ҫӗршыва кирек хӑш саманара та хӑюллӑн, ҫирӗппӗн тата паттӑррӑн хӳтӗленӗ.

Раҫҫей хӗҫ-пӑшалӗн мухтавӗпе вӑйӗ, аслӑ ҫӗршывӑмӑрӑн хӑвачӗ тӑнӑҫлӑха тата пирӗн граждансен канлӗхне яланах шанчӑклӑн тивӗҫтерсе тӑнӑ.

Кашни ҫар ҫынни – пирӗн мӑнаҫлӑх, Тӑван ҫӗршыва чунтан парӑннине тата ӑна хӗрӳллӗн юратнине кӑтартакан ырӑ тӗслӗх.

Нарӑс уйӑхӗн 23-мӗшӗ – ҫак уяв кӑҫал уйрӑм пӗлтерӗшлӗ. Ҫулталӑк каялла ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Владимирович Путин йышӑннипе унчченхи Украина территорийӗнче ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫланчӗ.

Паян эпир, чӑн малтанах, чӑваш халӑхӗн мухтава тивӗҫлӗ ывӑлӗсене аса илетпӗр. Вӗсем фашизмпа неонацизма хирӗҫ ҫапӑҫӑва тухса Тӑван ҫӗршыва тата мирлӗ ҫынсене хӳтӗлеме ҫӗкленчӗҫ, чун ҫирӗплӗхӗпе хӑюлӑхӑн тата паттӑрлӑхӑн ырӑ тӗслӗхӗ шутланса ҫар тивӗҫне чыслӑн пурнӑҫларӗҫ, чи кирли вара – Тӑван ҫӗршыва чунтан парӑннине тата хӗрӳллӗн юратнине ӗненмелле кӑтартса пачӗҫ.

Ҫак ҫар операцийӗ мӗн тӑшмана ҫӗнтеричченех пырӗ. Ҫавна май паян пирӗн малти ретре ҫапӑҫакан ҫар ҫыннисене май килнӗ таран пулӑшмалла, вӗсен ҫемйисене ытларах тимлӗх уйӑрма, пулӑшу кӳме тӑрӑшмалла. Вӗсене халӗ унта ҫӑмӑл мар, ҫавӑнпа та хӑйсене килте ҫывӑх ҫыннисем чӑтӑмсӑррӑн кӗтнине, вӗсемшӗн пӑшӑрханнине, кӗл тунине пӗлсе тӑни уйрӑмах питӗ пӗлтерӗшлӗ.

Эпир хамӑрӑн юратнӑ ҫӗршывӑмӑрӑн хӳтӗлвҫисене, Раҫҫей ирӗклӗхӗпе никама пӑхӑнманлӑхӗшӗн хӑйсен пурнӑҫне панӑ мӗнпур ҫынсен ячӗсене ӗмӗр-ӗмӗр асра чыслӑн упратпӑр. Вӗсен паттӑрла ӗҫӗсем пирӗншӗн тата килес ӑрусемшӗн ӑс-хакӑлпа кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчи пархатарлӑ тӗслӗхсем шутланаҫҫӗ.

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене – уйрӑм тав сӑмахӗ. Вӗсем пирӗн мирлӗ пурнӑҫпа ыр курса пурӑнмалли ирӗке сыхласа хӑварнӑ. Ку пирӗн вӑхӑтра та ҫаплах пулӗ.

Историн паттӑрла тапхӑрӗсене тивӗҫлипе асра тытни граждансемпе обществӑна хамӑр ҫӗршыв – Раҫҫей тавра пӗрлештерме пулӑшакан витӗмлӗ вӑй пулнине тата малашне те ҫаплах пулассине ҫирӗппӗн шанса тӑратӑп.

Сире тӑнӑҫлӑхпа ырлӑх, ҫитӗнӳсемпе ҫӗнтерӳсем, ҫемьере юратупа килӗшӳлӗх тата ыранхи куна шанчӑклӑн кӗтме сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин  Пуҫлӑхӗ                                                                        Олег Николаев



22 февраля 2023
08:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter