Раççей Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне Çырупа тухрĕ

Раççей Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне Çырупа тухрĕ ĕнтĕ. Унта палăртнă ĕçсене пурнăçлама пуçламалла. Экономикăна аталантарассипе тимлемелле, çар çыннисене пулăшса пымалла, пурнăç шайне лайăхлатмалла – Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче ыйтусене пăхса тухиччен Правительство ĕçченĕсен малалла мĕнле тĕллевпе тăрăшмаллине палăртрĕ. Çырура палăртнипе маларах та ĕçлеме майсем пур. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев социаллă хӳтлĕх тата ĕçлев министрне ятарлă çар операцинче пуçне хунă çемьесене пулăшассипе ĕçлеме пуçлакан федераци фончĕн республикăри тытăмне халех йĕркелемеллине каларĕ. Наци проекчĕпе пурнăçламалли ĕçсем ирттерме мĕн чухлĕ укçа-тенкĕ кирлине, хатĕр-хĕтĕр мĕнлисене туянмаллине пуш уйăхĕн 1-мĕшĕччен палăртмалла. Социаллă объектсене палăртнинчен маларах хута ярсан республика процентсăр кредит та илме пултарать. Акă, «Университет» микрорайонта кăçалах шкул уçăлма пултарать. Предприятисем те аталанма пултараççĕ, мĕншĕн тесен çĕршывра промышленность ипотеки пурнăçа кĕрет. Чăваш Ен ертӳçин Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырăвне пурнăçлассипе те комплекслă план пур. Унта социаллă экономика аталанăвĕпе мĕнле ĕçсем туса ирттермеллине кĕртнĕ. Комплекслă плана Çырури 23 енпе аталану çул-йĕрне кĕртнĕ. Унпа килĕшӳллен 212 мероприяти йĕркелемелле. Социаллă тытăм, тавралăха упрасси, экономика – ытларах çак енсемпе ĕçлемелле пулĕ. Культура эткерлĕхне упраса хăварассипе аталантарассипе çыхăннă 24 мероприяти пулмалла. Вĕсенчен пĕри вал – Раççей регионĕсем тĕрленĕ карттăсен фестивалĕ. Çавăн пекех республика «Нумай саслă Раççей» турист маршрутне хутшăнмалла. 



НТРК
23 февраля 2023
08:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter