Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев паян пресс-конференци ирттерет

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев нарăс уйăхĕн 27-мĕшĕнче 11:00 сехетре пресс-конференци ирттерет. Чăваш Ен Ертӳçи Олег Николаев массăллă информаци хатĕрĕсенче тăрăшакансемпе Шупашкарти пăр керменĕнче тĕл пулма палăртнă. Унта федераци, республика, район шайĕнчи кăларăмсенче ĕçлекенсен, блогерсен ыйтăвĕсене хуравлать. Çĕнĕлĕхсенчен пĕри – кăçал шкул медиастудийĕсем те хутшăнни. Чăваш наци телекуравĕнче тӳрĕ эфирта пресс-конференцире курма, итлеме май пулĕ. 



27 февраля 2023
08:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter