Олег Николаев ятарлă ҫар операцийĕсене хутшăннисемпе сиплев учрежденийĕнче тĕл пулнă

Олег Николаев  ятарлă ҫар операцийĕсене хутшăннисемпе  сиплев учрежденийĕнче тĕл пулнă

 Ятарлă ҫар операцийĕсене хутшăннă 11 салтакпа, Тăван ҫĕршыв хӳтĕлевҫин кунĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев республикăри клиника госпиталĕнче уҫă  тĕлпулу ирттернĕ.  Паттăрсене асăнмалăх парне парса чыс тунă.  Палăртма кăмăллă, паттăрсенчен пĕри – Евгений нарăс уйăхĕн 23-мĕшĕнче шăпах та, хăйĕн ҫуралнă кунне паллă тунă.  Республика Пуҫлăхĕ ăна алла ҫыхмалли сехет парса саламланă.

Служба тивĕҫне пурнăҫлакан кашни паттăра хăйсене шанса панă ĕҫе яваплăха туйса пурнăҫланăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă регион Пуҫлăхĕ. «Кăҫал палăртнă уяв хăйне евĕр иртет. Пысăк тав сăмахĕсем калатпăр сире. Тăван ҫĕршывăмăра хӳтĕлесе, эсир ыттисемшĕн чăн-чăн тĕслĕх пулса тăратăр.  Эсир – пирĕн паттăрсем. Сирĕнпе эпир чăнласах та, мăнаҫланатпăр,  сирĕн умăрта ҫĕре ҫити пуҫ таятпăр», тенĕ вăл.  

Уҫă калаҫу вăхăтĕнче Олег Николаев сипленекенсемпе хăш-пĕр самантсем пирки тĕплĕнрех чарăнса тăнă, вĕсен сывлăхĕ ҫинчен тарăнрах ыйтса пĕлнĕ.  Ҫар ҫыннисен ҫывăх ҫыннисем патшалăх пулăшăвне вăхăтра тата туллин илсе пынипе пыманни пирки те ыйтса пĕлнĕ салтаксенчен. Регион шайĕнче  уйăракан пулăшусем пирки каласа кăтартнă ертӳҫĕсем уҫă калаҫу вăхăтĕнче.  «Сирĕн кирек-епле сĕнĕвĕр те пирĕншĕн пĕлтерĕшлĕ. Вĕсене эпир пурнăҫа кĕртессишĕн хамăр енчен мĕн килнине пĕтĕмпех тума тăрăшăпăр», – тенĕ регион Пуҫлăхĕ.  «Сире хăвăртрах сывалса, хăвăра кăмăла каякан ĕҫе каялла таврăнма сĕнетпĕр. Эпир май пур таран хамăр енчен пулăшупа тивĕҫтерме тăрăшăпăр», – тесе сăмаха малалла тăснă вăл.  

Ҫĕршыв Президенчĕ Владимир Путин  ҫулсеренех тухакан Ҫырăвĕнче  палăртнă тĕллевсем пирки чарăнса тăнă регион Пуҫлăхĕ,  палăртнă хушусене пурнăҫа кĕртессипе пурсăмăр та тăрăшса, яваплăха туйса ĕҫлсе пырассине каланă. Ятарлă ҫар операцийĕсене хутшăннă паттăрсен ҫемйисене тимлĕх уйăрассине палăртнă, социаллă  хӳтлĕх пайĕнче тăрăшакансене кашни ҫемье патне ҫирĕплетессине асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май.  Тепĕр тесен, вырăнти депутатсен те паттăрсем патне пысăк тимлĕх уйăрмалла, вĕсене кăсăклантаракан ыйтусене туххăмрах уҫăмлатассишĕн пурин те тимлĕ ĕҫлеме кирлине палăртнă Пуҫлăх.  «Енчен те пурсăмăр та килĕшсе, пĕрлĕхре ĕҫлесен, йывăрлăхсене парăнтарма часах пулĕ», – тенĕ вăл.  

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ медицина учрежденийĕн ĕҫĕпе те кăсăкланнă, условисене курса ĕненнĕ. Сиплев учрежденийĕн тĕп врачĕ Владимир Осипов госпатальте кирлĕ пек  мĕнпур условисем пуррине каланă, эмелсем ҫителĕклĕ тесе пĕлтернĕ.  Кашни паттăр валли уйрăм условисем хатĕрлесе тăратнине, вĕсен чир-чĕрне шута илсе, пысăк технологиллĕ медицина хатĕрĕсемпе тивĕҫтерме тăрăшнине те палăртнă вăл сăмаха малалла тăснă май. 

«Сусăрланнă салтаксене тулли реабилитаци тухма «ҫулсен карттине» туса хатĕрленĕ. Енчен те кирлĕ пулсан, ӳлĕмрен тата та лайăхрах медицина пулăшăвĕсене тивĕҫме ытти сиплев учрежденийĕсене валли те направленисем парса пулăшма май пур. «Надежда» санаторинче паттăрсем хăйсен сывлăхне ҫирĕплетме пултарайраҫҫĕ.  Пĕр сăмахпа каласан, медицина пулăшăвĕсемпе туллин тивĕҫтересси куҫ кĕретех», –  тесе сăмаха ҫавăрнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.  

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – сывлăх сыхлавĕн министрĕ  Владимир Степанов хăйĕн сăмахне малалла тăснă май, 2022 ҫулхи авăн уйăхĕнчен пуҫласа пĕтĕмпе сиплев учрежденийĕсенче ятарлă ҫар операцийĕсене хутшăннă 13 салтак хăйсен сывлăхне ҫирĕплетнине пĕлтернĕ.  Чăваш Ен  ҫар комиссариатĕнче тăрăшакансем вăхăтра тата туллин хыпарсене илсе ҫитернине те асăннă регион Пуҫлăхĕ.  Ятарлă ҫар операцийĕсене хутшăнакансем тимлĕхсĕр юлманнине палăртнă вăл сăмаха малалла тăснă май. Пĕр сăмахпа каласан, хавшанă сывлăха туххăмрах пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕсемпе тивĕҫтерессишĕн ырми-канми тăрăшни сисĕнет.   Ҫар ҫыннисен ҫемйисене патшалăх енчен кирлĕ пек шайра тĕрев куҫса пырать. Патшалăх фончĕн ĕҫне пуҫарса яни те вырăнлă пуласса шанса каланă.  Кун пирки ҫĕршыв Президенчĕ хăйĕн Ҫырăвĕнче те палăртса хăварнă пулнă.  «Ҫĕнĕрен йĕркеленекен институт, маларах пуҫарнă ĕҫсене пăрахăҫлама ыйтмасть.  Ҫĕршыв Президенчĕ палăртнă тĕллевсене туххăмрах тата кирлĕ пек шайра пурнăҫласа пыма витĕм кӳрĕ», тенĕ вăл. 

Республика Пуҫлăхĕ  тĕлпулу вăхăтĕнче ачасене, ҫитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парасси пирки сăмах пуҫарнă. Чăн-чăн пулса иртнĕ  пăтăрмахсем пирки, ҫамрăксене тĕрĕс ăнлантарса пама тăрăшмаллине те чĕнсе каланă вăл. "Тăван ҫĕршывăмăра ялан хисеплемелле, уншăн яваплăха туйса пурăнмалла», – тенĕ  Пуҫлăх. «Эсир ҫарта малти ретре тăнă. Пĕтĕмпех курнă. Чăнлăхра – пирĕн вăй. Пулас ăрăвăн ҫакна лайăх ăнланмалла. Пирĕн пурнăҫа упрама пĕлмелле», – тенĕ вăл. 

Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзĕн пуҫарăвĕпе килĕшӳллĕн, пĕлтĕрхи ҫул раштав уйăхĕнчен пуҫласа ачасемпе шкулсенче паттăрлăх урокĕсем иртеҫҫĕ.  Уҫă уроксене ятарлă ҫар операцийĕсене хутшăннисем хаваспах хутшăнаҫҫĕ.  Союзăн председателĕ Наталья Николаева палăртнă мероприятисене тин ҫеҫ вăрҫă хирĕсенчен тăван тавралăха таврăннисене те хутшăнма чĕнсе каланă.  



27 февраля 2023
10:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter