Пĕрлĕхре вăй
Тăван çĕршывăн хӳтĕлевçисене Шупашкарти Хĕрлĕ тӳремре уявпа саламларĕç. Кунта пысăк концерт хатĕрленĕ. Хĕрлĕ тӳреме пухăнакансем пурте чун ыйтнипе килнĕ. Ятарлă çар операци пынă чухне салтаксене пулăшмаллине кашниех хăйĕн тивĕçĕ тесе шутлать. – Пурнăçра йывăр вăхăтра пĕр-пĕрне эпĕр пулăшмалла. Пĕр-пĕрне вăйпа пулăшаймасассăн та хамăр пуррипе вĕсемпелле пĕрле пулма пултаринпе. Инçетрен те пулсассăн темĕнле вăй парса тăмалла пирĕн. Укçа-тенкĕпе вăл, носки-чăлхапалла пуринпе те, паллах. Эпĕр камсем мĕн тăваççĕ çавăнта эпир пур çĕре те хутшăнатпăр. Ак çакăн пек çĕре килсе те хамăр пĕрле пулнине кăтартмалла, вĕсене унта çапăçма, йывăрлăхсене çĕнтерме çăмăл пултăр. «Хамăррăннисене пăрахмастпăр». Концертра çак сăмахсем тĕп вырăнта пулчĕç. Шупашкарта пурăнакансем ентешсен паттăрлăхĕпе мухтанаççĕ. – 23-мĕш февраль ячĕпе пирĕн Донбасспа Луганскра çапăçакан салтаксене саламлатпăр. Сывлăх сунатпăр. Пирĕн центрта питĕ нумай кĕмĕл бабушкăсем. Çав çалтаксем валли ăшă япаласем нумай çыхрĕç. Алсишсем, нускисем темиçе хутчен те ярса патăмăр. Халь те вĕсем валли çыхатпăр. Пĕрлехрĕ вăй. Тăшмана çĕнтерме фронтпа тылăн пĕр чăмăр пулмалла. Çакă эшкерсене çĕнтерме пулăшать. – Халăх пĕрлĕхĕ çав тери питĕ вайланса çирĕпленсе çитрĕ тесен те юрать. Ачасем çыру çырни салтаксене куççуль кăларать пĕр енчен тепĕр енчен вăйпа хăватпа тултарса вĕсене çак нацизмпа çапăçма вăй парса тăрать. Çакăн пек пĕрлĕхре, паллах, питĕ пысăк вăй. Яланхи пек çĕнтерӳ пирĕнте пулать.