Республика ертӳçи Куславкка тăрăхĕнче пулчĕ

Республика ертӳçи Куславкка тăрăхĕнче пулчĕ

11 инвестици проектне пурнăçланă, усă курман çĕрсене палăртнинчен ытларах çаврăнăша кĕртнĕ, çулсене юсанă. Çак тата ытти ĕçпе Куславкка тăрăхĕ 2022-мĕш çулта палăрнă. Социаллă пурнăç тата экномика аталанăвĕн кăтартăвĕсемпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Куславккара ĕçлĕ çул çÿревре пулнă май паллашрĕ. 2022-мĕш çулта Куславкка тăрăхĕ 350 миллион тенкĕлĕх 11 инвестици проектне пурнăçланă. Çакă 100-е яхăн çĕнĕ ĕç вырăнĕ йĕркелеме май панă. Палăртнă кăтартăва «Автофургон» пĕрлешӳ те пысăк тӳпе хывнă. Унта туса кăларакан ятарлă техникăна тĕрлĕ тытăмра усă кураççĕ, çак шутра хӳтелев тĕллевĕсене пурнăçлама та. Пĕрлешӳре производствăн çĕнĕ цехне çĕклеççĕ. Ăна çулла хута яма палăртаççĕ. Предприятире тăрăшакансемпе республика ертӳçи Олег Николаев çĕршыв Президенчĕ Федераци Пухăвне халалланă çыру тавра калаçрĕç. Муниципалитетăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн пĕтĕмлетĕвĕсене Куславккари культура çуртĕнче тишкерчĕç. 2022-мĕш çул Куславкка тăрăхĕшĕн ăнăçлă пулнă. Çакă ял хуçалăх тытăмĕнче те палăрнă. Куславккасем пĕрчĕллĕ культурăсене 47 тонна ытла пухса илме пултарнă. Ку вара пĕлтĕрхипе танлаштарсан 2 хут нумайрах. Муниципалитетра тавралăха хăтлăх кĕртес енĕпе те, автомобиль çулĕсене тăвас енĕпе те лайăх ĕçленĕ. – Çак аталануна кăтартакан япала вăл Куславкка тăрăхĕн хысни, хăйсем ĕçлесе илнĕ укçа шучĕ ӳсни. Çак шучĕ ӳсни кăтартса парать, çак Куславкка тăрăхĕнче тĕрлĕ енлĕ услам ĕçĕсем аталанса пынине, çынсем ĕç укçине нумайрах илнине. Куславккасен туризм енĕпе аталанма лайăх майсем пур. Çавăнпа та ку енĕпе тĕллевлĕрех ĕçлеме сĕнчĕ республика ертӳçи. 



НТРК
23 февраля 2023
18:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter