Чăваш Ен Пуҫлăхĕ ҫулсерен пулакан пресс-конференцине ирттернĕ

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ ҫулсерен пулакан пресс-конференцине ирттернĕ

 Мероприятине федераци, республика, район шайĕнчи кăларăмсенче ĕçлекен 50 ытла журналист пухăннă.  Кăҫалхи пресс-конференцине  шкул тата студент медиастудисенче вăй хуракан ҫамрăк яш-кĕрĕм  пуҫтарăннă. Икĕ сехет те 20 минут хушшинче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ 36 ытла ыйту ҫине хурав панă. 

Республика Пуҫлăхĕ пулса ĕҫленĕ тапхăрта Олег Николаев кăҫалхипе тăваттăмĕш хут пресс-конференци ирттернĕ. Пĕрремĕш пресс-конференци 2020 ҫулта ҫу уйăхĕн 20-мĕшĕнче иртнĕ, иккĕмĕшĕ – 2020 ҫулта раштав уйăхĕн 24-мĕшĕнче, виҫҫĕмĕшĕ – 2022 ҫулта нарăс уйăхĕн 25-мĕшĕнче пулнă.

Мĕнпур мероприятисемпе тĕплĕнрех Чăваш Ен Наци телерадиокомпанийĕн официаллă сайтĕнче курма е тата итлеме май пур.  Кунсăр пуҫне «Чувашская Республика» ушкăнра, «ВКонтакте» социаллă сетьре те пăхма условисем туса панă.  Енчен те мероприятисем пирки тĕплĕнрех вуласа пĕлес тесессĕн, «Чăвашинформ» тата «Хыпар» ятарлă страницисенче хыпарсене вырнаҫтарнă.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев пресс-конференцинче пĕлтернинчен кĕскен:

Ятарлă ҫар операцийĕсем пирки

Ятарлă ҫар операцийĕ хăвăртрах вĕҫлентĕр, Ҫĕнтерӳ пирĕн енче пултăр. Эпир хамăрăн ҫар ҫыннисене тата вĕсен ҫемйисене тăтăшах пулăшса тăма хатĕр.

Ҫар ҫыннисен ҫемйисене патшалăх фончĕ урлă пулăшу пани 

Йышăну пĕлтерĕшлĕ. Пĕр енчен калас пулсан, ҫĕршывĕпех ятарлă ҫар операцийĕсене хутшăнакансене патшалăх енчен куҫакан тĕреве парса тивĕҫтересси. Калас пулсан, паянхи куна Чăваш Енре ҫар ҫыннисен ҫемйисене пулăшассипе комплекслă мерăсем пăхса хăварнă.   Патшалăх фончĕ йĕркеленсе кайсан, хушма тĕрев пулать салтаксене валли. Тепĕр тесен, вĕсен ҫемйисене те йывăр вăхăтра туххăмрах пулăшу парса тивĕҫтерме пултарĕ фонд.  Чи паха ĕҫ опычĕсене тĕпе хурса, вĕсене пурнăҫа кĕртсе пырасси те кун йĕркинчи чи ҫивĕч ыйтусенчен пĕри пулса тăрать.     

Ятарлă ҫар операцийĕсене хутшăннисене сывлăхĕсене сиплеме реабилитаци кăларасси ыйту

Иртнĕ ҫулта юпа уйăхĕнче Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерствипе пĕрле реабилитаци тухмалли ятарлă программа хатĕрленĕ, ăна  ҫирĕплетнĕ.

Ҫар ҫыннисене тата вĕсен ачисемпе мăшăрĕсене, ашшĕ-амăшĕсене валли кирлĕ пек пулăшу куҫса пырать.  Паянхи куна калас пулсан, ятарлă ҫар операцийĕсенчен каялла тăван тавралăха килнисем тӳрех военкомата каяҫҫĕ, вĕсене унта учета илеҫҫĕ, регионти палăртса хунă программăсене хутшăнма, сывлăхне ҫирĕплетме сиплев учрежденийĕсене ҫӳреме сĕнеҫҫĕ.   

Санкцисем пирки

Ҫĕршыв Президенчĕн хушăвĕсене тĕпе хурса мĕнпур ĕҫсене йĕркелесе пыма тăрăшатпăр.

Ют ҫĕршывсене эпĕ тахҫантанпах кайма пăрахнă.  Маншăн ҫавăнпа та ыйту питех пĕлтерĕшлĕ мар тесен те юрать. Раҫҫей территорийĕнче те сахал мар илемлĕ  вырăнсем пур. Эпир те хамăр тăрăхра пурăнакансене валли кăсăклă объектсене ҫитсе курма, вĕсемпе паллашма тĕрлĕ условисем туса паратпăр. Чăваш Ене курма килес текенсем валли «туристсен карттине» туса хатĕрленĕ. Пĕр сăмахпа каласан, ку тĕлĕшпе регионта курăмлă ĕҫлесе пыни куҫ кĕретех.  

Нумай ачаллă ҫемйесене патшалăх енчен пулăшу пани

Ҫĕнĕ пулăшу йĕркеленĕ. Вăл ытларах, енчен те ачасене усрава илме кăмăл тăваҫҫĕ пулсан, вĕсене валли пулĕ.  Кăҫал эпир ултă ачаллă е тата нумайрах ачаллă ҫемйесене ҫурт-йĕрпе тивĕҫтерме плана кĕртсе хăварнă. Палăртнă тĕллеве пурнăҫа кĕртессишĕн яваплăха туйса ĕҫлесе пыма пикенĕпĕр.

Медицинăра тăрăшакансен ĕҫ укҫи пирки, кадр ыйтăвĕсем ҫинчен

Бюджет тытăмĕнче тăрăшакансен шалу укҫи экономика аталанăвĕпе тӳр килсе тăрать, калас пулсан, Чăваш Республикинче кăтарту 15 процента ҫити хăпарнă, вăтамран вăл 40 пине ҫитнĕ.  Федераци саккунĕсемпе тӳр килсе тăрать республикăри ĕҫ укҫин виҫи.  Кадрсем пирки чарăнса тăрас пулсан, йывăрлăх ҫук мар. Ытларах аякра вырнаҫнă ялсенче ку ыйту ҫивĕчленсе пыни куҫ кĕретех.  Паллă, ыйтăва туххăмрах татса пама пулмасть. Чăваш Ен ҫамрăк специалистсене хатĕрлесе кăларассипе тĕллевлĕн тăрăшать, тепĕр тесен, ятарлă программăсем те йышăнать, калăпăр, «Земский тухтăрĕ».   

Шупашкарти Сад урамĕнчи шкул пирки

Кăҫал ҫĕнĕ вĕренӳ ҫулĕ тĕлне объекта туллин хута яма плана кĕртнĕ. Ачасем ҫĕнĕ шкула вĕренме ҫӳрĕҫ.  Чăваш Ен Правительстви пысăк пĕлтерĕшлĕ проектсене пурнăҫа кĕртекенсене тĕрев парса пулăшма яланах хатĕр.  

ЖКХ пирки кĕскен

 Пурăнмалли ҫурт-йĕрпе коммуналлă хуҫалăх пайне укҫа-тенкĕ уйăрассин калăпăшне тата та ӳстерме плана кĕртнĕ.  Паллă, нумай ҫулсем хушши пухăннă мĕнпур йывăрлăхсене уҫăмлатма май парĕҫ. Нумай хваттерлĕ ҫуртсенче лифтсене юсасси ыйту та кун йĕркинчех тăрать.  Ку ĕҫсене эпир «ДОМ. РФ» корпораципе пĕрле килĕшсе ĕҫлесе пыма палăртса хунă.  Хальхи вăхăтра мĕнпур ĕҫсен йĕркине пăхса тухса ҫирĕплетсе плана кĕртессипе тăрăшаҫҫĕ, кайран вара тӳрех ĕҫе кӳлĕнме те пулĕ.

Ăшăпа тивĕҫтересси, таса шыв тата ытти те

Ҫĕмĕрле тата Куславкка тăрăхĕнче хутса ăшăтмалли тытăма тĕпрен юсаса ҫĕнетессипе хĕрӳ ĕҫлеҫҫĕ. Калас пулсан, мĕнпур палăртнă ĕҫрен 90 проценчĕ хатĕр тесен те тен йăнăшах мар пулĕ.  Кăҫал ҫакнашкал ĕҫсене Улатăр тăрăхĕнче пурнăҫлама тĕллев лартнă. Кайран вара Сĕнтĕрвăрринче ĕҫе тытăнасси куҫ кĕретех пулĕ.  Палăртса хунă ĕҫсене туллин пурнăҫа кĕртĕпĕр.  Шыв башнисене те ҫĕнетсе улăштарассипе регионта тĕллевлĕн ĕҫлесе пыраҫҫĕ.  Республикăра таса шывпа халăха тивĕҫтересси курăмлă пулса пырать. Ҫакнах халăх хăй те пĕрре мар ҫирĕплетсе каланă. Шывсене тасатса пымалли ятарлă сооруженисене хута ярассипе хастар тăрăшаҫҫĕ регионта. 

«Т Плюс» ПАОпа концессиллĕ килĕшӳ туни пирки

Концесси ҫине куҫнă хыҫҫăн, инцидентсем сахалланса пыни сисĕнет.  Ҫав тери пысăк пăтăрмахсем пулман тесен тен йăнăшах мар пулĕ.  Вак-тĕвексене шута илмесен, лару-тăру пĕтĕмпех йĕркеллĕ республикăра.  «Т Плюс» паянхи куна илес пулсан, калаҫса килĕшнĕ пек, инвестициллĕ программăсене пурнăҫа кĕртессипе тимлĕ тăрăшать. Пур, хăш-пĕр йывăрлăхсем, вĕсене вĕсем ҫийĕнчех тӳрлетсех пыраҫҫĕ.  

Троллейбус предприятийĕсене пĕрлештерни пирки

Тепĕр 2-3 эрнерен Шупашкарти троллейбус управленийĕ пирки йышăну пурнăҫа кĕрĕ. Вĕсене Ҫĕнĕ Шупашкарти ТУ пĕрле ĕҫлеттерме килĕшĕве  тунă, бюджетра хушма ҫĕнĕ техника илме укҫа-тенкĕ  пăхса хăварнă. Хăш-пĕр объектне реконструкцилесси пирки те планра пур.  Калас пулсан, кăҫал палăртса хунă пек пĕтĕмпех пулсан, 21 троллейбус региона килсе ҫитесси паллă.  Кадр ыйтăвĕсем пачах та ҫук, пĕтĕмпех йĕркеллĕ.  Техника тытăмĕ кивелсе ҫитнĕ. Пуласлăхри тĕллев пысăк – 150 троллейбус туянмалла.  Ку ĕҫе «ДОМ. РФ» явăҫтарасси паллă.      

Ҫул-йĕрсене тирпейлесси, М-12 объекта пурнăҫланă чухне хăш-пĕр территорисем юрăхсăра тухнă, вĕсене ҫĕнетесси ыйту пирки

Юсав ĕҫне кăҫал ҫурла уйăхĕнче тытăнма шутланă, пĕтĕмпе 37 ҫухрăм тăсăлса выртакан ҫула тирпейлеме плана кĕртнĕ. Тепĕр ҫул юлнă территорисене тĕпрен ҫĕнетсе пĕтерес ыйту та кун йĕркинчех тăрать.  Плана пăхса ҫирĕплетсе хăварнă. 

68-мĕш таран виҫене ҫитересси, Атăл  юхан шывĕ ҫинчен тĕплĕнрех

Кун пирки тахҫантанпах калаҫатпăр.  Яланхи истори тесен те йăнăшах мар.  Тĕрлĕ йышăнусем тунă, паянхи куна калас пулсан, 63 таран виҫене илсе ҫитерме палăртнă.  «Аслă Атăлҫи ҫулĕ» проекта пурнăҫа кĕртессипе ĕҫе пуҫлама плана кĕртнĕ.  Технологи пĕлтерĕшлĕ ыйтусене уҫăмлатнă, экспертсен шухăшĕпе экологи ыйтăвне татса пама  май килĕ, пăрахутсемпе тата ытти шыв ҫийĕн ҫӳрекен транспорта валли ҫĕнĕлĕхсем меллĕ пуласси  паллă.  

Интернет йывăрлăхĕсем пирки

Юлашки икĕ ҫулта лару-тăру ырă енне  улшăнса пыни сисĕнет.  Кăҫал ҫулталăк вĕҫĕнче М-12 трасса ĕҫе  тытăнĕ, ăна интернетпа тивĕҫтересси ыйту та кун йĕркинчех тăрать. Паллă, инфратытăм туллин ҫĕнелсе вăй илĕ. Апла пулсан, асăннă территорисенче вырнаҫнă ялсене валли пысăк пулăшу пуласси куҫ кĕретех.    

ОПК предприятийĕсем пирки

«ЭЛАРА» производство калăпăшне пĕлтĕр 50 процента ҫити ӳстернĕ. Чăваш Енĕн предприятине ыттисем хапăл туса йышăнаҫҫĕ, тăтăшах тĕрлĕ таварсем калăпласа кăларма ыйтаҫҫĕ. Республика пысăк производствăра ĕҫлеме ятарлă специалистсене хатĕрлесе кăларма пулăшать, кулленех тĕрлĕ ҫăмăлăх программисене пăхса хăварса пурнăҫа кĕртсе пыма тăрăшать. 

Инвестици явăҫтарни пирки

Чăваш Енре юлашки ҫулсенче инвестициллĕ проектсене пурнăҫа кĕртсе пырассипе курăмлă ĕҫлесе пыраҫҫĕ. «Манăн бизнес» проектсене чылай тĕрев парать. Компетенцисен центрĕ ĕҫлет. Асăннă сектора пулăшу парас тесе, сахал мар программăсем пăхса хăварнă республикăра. 

Регионта пайăр технопарксем пурнăҫа кĕрсе пыраҫҫĕ. Экономика зонисем те вăй илсе пыни куҫ кĕретех. АПКа пайĕнче те ҫĕнĕлĕхсем ҫук мар. Фермерсене хатĕрлесе кăларассипе хастар тăрăшаҫҫĕ агропромышленноҫ тытăмĕнче вăй хуракансем. Вак тата вăтам предпринимательлĕх пайĕ вăй илсе пырать. Пысăк агропроектсем пурнăҫа кĕрсе пыраҫҫĕ, пысăк технологиллĕ ĕҫ вырăнĕсем йĕркеленсе пыни куҫ кĕретех. 

Муниципалитетсенче инвестициллĕ проектсене хатĕрлеме республика Правительстви тĕрлĕ пулăшусемпе тивĕҫтерет, специалистсене хатĕрлеме чылай тĕрев парса пулăшаҫҫĕ республикăра.  

Туризм ҫинчен

Чăваш Енре туризма аталантарассипе тапхăр тапхăррăн ĕҫлесе пыма тăрăшаҫҫĕ. Региона ытларах та ытларах туристсем килччĕр тесе, вĕсене валли кăсăклă объектсене ҫитсе паллашма кирлĕ пек мĕнпур условисене йĕркелесе пама пикенеҫҫĕ.  Республикăра мĕнпур ĕҫсене комплекслă йĕркелесе пыни  паллă. Туристсен форумне республикăра ирттернĕ, мероприяти темиҫе куна та тăсăлнă.  Палăртса хунă ĕҫсене пурнăҫа кĕртессипе пурте тенĕ пекех вăй хураҫҫĕ. «Валдай» проект ĕҫне пуҫарни, шывсен хĕрринче ятарлă чарăнусем туни те ҫакнах ҫирĕплетсе парать. Агротуризм вăй илет. Предпринимательсене хамăр тăрăха явăҫтарассипе курăмлă ĕҫлени сисĕнет. Туризма аталантарассипе наци проектне тĕпе хурса инфратытăм ҫирĕпленет. Чăваш Енĕн йăли-йĕркипе, культурине, ăс-хакăл тĕнчине пуянлатма витĕм кӳрекен  мероприятисем чылай пурнăҫланаҫҫĕ.  

Муниципалитетсене валли кадрсем хатĕрлесси

Чăваш Ен Правительстви мĕнпур ыйту пирки тĕплĕн пĕлсе тăрать. Муниципалитетсене валли управленецсене хатĕрлесе кăларассипе те хастар тăрăшаҫҫĕ регионта. Муниципаллă служащийĕсене квалификаци пĕлĕвне ӳстерме май паракан тĕрлĕ вĕрентӳ пайĕсене пурнăҫа кĕртесси ыйту та кун йĕркинчех тăрать.  Программăсем анлăн пурнăҫа кĕреҫҫĕ.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ пулса ĕҫленĕ тапхăрти ҫитĕнӳсене хаклани

Чи кирли – Чăваш Енре пурăнакансен ырлăхĕшĕн таса чунпа, яваплăха туйса ĕҫлесе пыни. Палăртса пынă тĕллевсене пурнăҫа кĕртессишĕн ырми-канми тăрăшни те ҫакнах ҫирĕплетет.

Патшалăх управленине тĕпрен ҫĕнетнĕ. Мĕнпур процесса пăхса тухса анлă тишкерӳ тунă. Паллă, ҫаксем пĕтĕмпех халăхăн вăхăтне перекетлеме май панă, патшалăх умĕнчи тĕллевсене туххăмрах кирлĕ пек шайра пурнăҫа кĕртме витĕм кӳнĕ.

Чăваш Енри влаҫ – уҫăмлă. Кирек-епле йышăнăва ҫирĕплетсен те, вăл туххăмрах халăх патне ҫитет. Пуласăхри ĕҫ те сахал мар, вĕсене пурнăҫлассипе яваплăха туйса, тӳрĕ кăмăлпа саккунсене пăхăнса ĕҫлесе пыма пĕлмелле.  Эпир мĕнпур ыйтăва шута илнĕ, халĕ вĕсене туллин татса парассипе курăмлă ĕҫлесе пыма пикенетпĕр. Вĕсене тата та хăвăртрах татса парас тесе вăй хуратпăр, тухăҫлăха малти вырăна кăларас тесе ĕҫлетпĕр.  Паянхи куна калас пулсан, Чăваш Республикин Правительстви хăй ҫине илнĕ нимĕнле ĕҫе те пурнăҫа кĕртмесĕр айăккине сирсе хăварман.  Паллă хăш-пĕр проектсене вăхăтра пурнăҫлайманни сисĕнет, анчах та вĕсемпе те графика пăхăнса объектсене пурнăҫа кĕртсе пырассишĕн ĕҫлеҫҫĕ. Влаҫра тăрăшакансем кашни кăлтăка туххăмрах уҫăмлатма пĕлеҫҫĕ, халăх ырлăхĕшĕн яваплăха туйса ĕҫлеҫҫĕ. 



28 февраля 2023
09:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter