35 çул тултарчĕ

35 çул халăха çăкăрпа тата ытти тутлă çимĕçпе савăнтарать. Шупашкарти 2-мĕш çăкăр завочĕ хăйĕн çуралнă кунне паллă турĕ. Предприятире тăрăшакансене пĕлтерĕшлĕ уявпа Чăваш Республикин ертӳçи Олег Николаев саламларĕ.

Шупашкарти 2-мĕш çăкăр завочĕ 120 тĕрлĕ продукци туса кăларать. Вĕсен йышне предприяти çулсеренех ӳстерме ăнтăлать. Пĕрлешӳре производство тытăмне çĕнетессине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Кăçал унта виçĕ линие улăштарма палăртаççĕ. Çак çĕнĕлĕх туса кăларакан продукцийĕн пахалăхĕ çине витĕм кӳрĕ. Уявпа саламланă май Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев çăкăр заводĕнче вăй хуракансене пархатарлă ĕçшĕн тав турĕ, хастарлăхпа, ăсталăхпа палăрнисене наградăсемпе чысларĕ. 



НТРК
01 марта 2023
14:09
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter