Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев Етӗрне муниципалитет округĕн аталану ҫул-йĕрĕсемпе тĕллевĕсене палӑртнӑ

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев Етӗрне муниципалитет округĕн аталану ҫул-йĕрĕсемпе тĕллевĕсене палӑртнӑ

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Етĕрне муниципаллă округĕн ҫитĕнĕвĕсем пирки тĕплĕн чарăнса тăнă. Вырăнти влаҫ мĕнпур тытăмпа пĕрле килĕшсе тухăҫлă ĕҫлесе пынине палăртнă вăл, сăмаха пуҫарнă май ĕҫлĕ ҫул ҫӳревре пулнă  чухне Етĕрне тăрăхĕнче.

Пĕтĕмĕшле Етĕрне районĕн 2022 ҫулта каялла тавăрса памалли мар укҫа-тенкĕ бюджета 897 млн тенкĕ кĕнине палăртнă, паллă, кăтарту 2021 ҫулхинчен 129,5 млн тенкĕ нумайрах.  

Промышленноҫ пайĕнчи таварсен калăпăшĕ вак тата вăтам предпринимательлĕх пайĕнчи сферăна илмесĕр, 4 млрд 400 млн тенкĕпе танлашать тата та маларахри ҫулпа танлаштарсан, 31 процент чухлĕ ӳснĕ. Кăтарту ҫав тери лайăх, республикăри ытти муниципалитетсем хушшинче виҫҫĕмĕш вырăна тухнă асăннă округ.

Электроэнерги тытăмĕн хуҫалăхне кăҫал тĕпрен модернизациленме плана кĕртнине палăртнă регион Пуҫлăхĕ. Электричество сечĕсене ҫĕнетсе улăштарас ыйту кун йĕркинчех тăрать районăн. «Йывăрлăх кăларса тăратакан чи пысăк ыйтусене 2023 ҫулта пĕтĕмпех татса памалла», – тесе асăннă Пуҫлăх хăйĕн сăмахне малалла тăснă май.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев вак тата вăтам предпринимательлĕх пайĕнче тăрăшакансене ытти сферăсенче тимлекенсене патшалăх пулăшăвĕпе туллин усă курма чĕнсе каланă . «Калăпăр, пĕлтĕр Чăваш Республикинче ял хуҫалăх пайĕнче тимлекенсем патшалăхăн 69 тĕрлĕ пулăшăвĕпе усă курнă.  Кăҫал палăртма кăмăллă, вĕсен йышĕ 70 ҫитнĕ. Питĕ анлă пулăшу мерисем. Хăшне-пĕрне тӳрлетӳсем кĕртсе хăварма тивĕ.  Ытларах агропромышленноҫ тытăмĕнче комплекслă ĕҫлесе пыракансене патшалăх енчен ҫăмăллăх мерисемпе тивĕҫтерме тăрăшăпăр.  Ҫулталăк тăршшĕпех производствăсем хута яни паха. Кун пек чухне халăх валли пысăк технологиллĕ ĕҫ вырăнĕсем хатĕрленсе пыни куҫ кĕретех. Вак тата вăтам предпринимательлĕх пайне аталантарса пырасси ҫине тимлĕх уйăрмалла. Вĕсем тĕрлĕ таварсем тирпейлесе кăларма тытăнсан, халăх валли кăсăклăрах пулĕҫ», – тенĕ вăл.

Сăмаха малалла вакланă май, Олег Николаев халăхăн пуҫаруллă проекчĕсемпе хастартарах ĕҫлеме чĕнсе каланă. Калăпăр, пĕлтĕр Чăваш Енре пурĕ 980 проекта пурнăҫа кĕртнĕ пулсан, кăҫал 1125 проектпа ĕҫлеме тĕллев лартнă.  Паллă, вĕсене укҫа-тенкĕ енчен туллин тивĕҫтерĕҫ.  

Харпăр хăй тĕллĕн ĕҫлекенсене патшалăх енчен кулленех пулăшу памаллине асăннă вăл.  Кăрлач-нарăс уйăхĕнче харпăр хăй тĕллĕн ĕҫлеме кăмăл тăвакансен йышĕ Етĕрнере 97 ҫынтан, 1250 ҫынна ҫитнĕ.     

Сăмаха малалла тăснă май, регион Пуҫлăхĕ медицина пайĕнче вăй хуракансене хушма укҫан парса пулăшмалли ыйту пирки чарăнса тăнă. «Пур ҫавăн пек специалистсем, вĕсем федераци стандартне тӳр килеймеҫҫĕ. Пур-пĕрех вĕсем ыттисенчен нимĕнпе те кая мар. Ҫавăн пекех пысăк пĕлӳллĕ, хăйсене шанса панă ĕҫе яваплăха туйса пурнăҫласа пыраҫҫĕ. Вăтамран вĕсем 300 ҫын. Эпир хамăр енчен йышăнăва ҫирĕплетнĕ. Вĕсене хушма тĕрев парса пулăшма килĕшнĕ. Пĕтĕмпе вара 7 пин те 300 ҫын патшалăхăн хушма пулăшăвне илĕ», – тесе палăртнă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.    

Етĕрне районĕнчи агропромышленноҫ пайĕнче тăрăшакан Ветерансен союзĕн  председателĕ Леонид Софронов сăмаха малалла тăснă май, республика Пуҫлăхне, ҫавăн пекех регионта тăрăшакан влаҫ тытăмĕнчи ертӳҫĕсене ҫул-йĕрсене сарса тивĕҫлĕ шая илсе ҫитерме витĕм кӳнĕшĕн мухтаса тав сăмахĕсем каланă. Хăш-пĕр территорисенчи ҫулсене чылай ҫул хушши тимлĕх уйăрманнине асăннă вăл.  «Советская Чувашия» хаҫатра ятарлă рубрика уҫнă. Чăнласах та, эпир унпа килĕшетпĕр. «Пуҫлăх каланă – пĕтĕмпех  ҫапла пулнă, ĕҫсем пурнăҫланă», текен ăнлавпа тӳр килсе тăни те куҫ кĕретех. Ҫулсене туса пани те ҫакнах ҫирĕплетет», – тенĕ вăл. Хăй вăхăтĕнче регион Пуҫлăхĕ объекта тирпейлесе сармалли пирки шантарсах каланă, паян вара халăхăн ĕмĕчĕ пурнăҫланнă – объект тирпейленни вырăнти халăха пушшех те хавхалантарать. Пысăк тав Сире,  ялта пурăнакансенчен», – тесе каланă сумлă ватă.

Республика пĕлтерĕшлĕ ҫулсене тирпейлени «Нурăс-Етĕрне-Никольский» автомашинăсен ҫулне та юсама витĕм кӳрĕ. Палăртнă ҫулсен лаптăкĕ 10 ҫухрăма тăсăлать. Объекта пурнăҫа кĕртме 457 млн тенкĕ пăхса хăварнă. Графикпа килĕшӳллĕн, ăна 2023 ҫулта юпа уйăхĕн 30-мĕшĕччен хута ямалла.

Кăҫал асăннă округри ҫулсене тирпейлесе сарма 63 млн тенкĕ ытла бюджетра пăхса хăварнă.  

Муниципалитетăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕсем пирки, пĕлтĕрхи ҫитĕнӳсем ҫинчен Чăваш Республикинчи предпринимательсен прависене хӳтĕлессипе ĕҫлекен Уполномоченнăй, вăлах информаци ушкăнĕн Ертӳҫи Александр Рыбаков,  кĕскен чарăнса тăнă.  «Аталану программисене хутшăнасси муниципалитетăн приоритетлă ыйтăвĕсенчен пĕри пулса тăрать. Уйрăмах, АПКа тытăмĕнче хастар пулмалла, ҫĕнĕлĕхсене тĕпе хурса, паянхи пурнăҫпа тӳр килсе тăракан ĕҫсене туса пыма тăрăшмалла. Сĕт-ҫу, аш-какай таварне ытларах та ытларах тирпейлесе кăларасси ҫине тимлĕх уйăрмалла», – тенĕ вăл.  

Етĕрне муниципаллă округĕн пуҫлăхĕ Станислав Трофимов кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтупа тухса отчет тунă, 2022 ҫулăн ĕҫ кăтартăвĕсемпе тĕплĕн паллаштарнă.  

Муниципалитетра халăха шалу укҫипе туллин тата тивĕҫлĕ шайра тивĕҫтернĕ. Культура пайĕнче объектсене вăхăтра хута янă, социаллă сфера кулленех вăй илсе ҫирĕпленсе пырать.

«Етĕрнесĕт» предприяти хăватланса пыни те никамшăн та вăрттăнлăх мар. Производствăра пысăк технологи вăй илсе пырать. Тăпăрча халăх патне тирпейлĕ те паянхи пурнăҫпа тӳр килсе тăракан условисене тĕпе хурса ятарлă пуҫтарса хума май паракан ҫĕнĕ тытăм йĕркелесе ярасшăн, ана валли 27 млн тенкĕ тăкакланасси те планра пур. 2023-2024-мĕш ҫулсенче сĕт-ҫу таварĕсене валли ятарлă лини хута яма план тунă, вĕсене валли 450 млн тенкĕ пăхса хăварнă предприяти.

Спирт завочĕ пирки сăмах пуҫарнă май, ҫĕнĕ цех уҫма палăртнă. Объекта хута яма 103 млн тенкĕ тăкакланасси паллă. Пĕтĕмпех йĕркеллĕ ĕҫсем пулса пырсан, халăх валли хушма 30 ĕҫ вырăнĕ йĕркеленĕ.

Ҫăкăр завочĕ пирки сăмахлас пулсан, кунта та ҫĕнĕлĕхсем кĕтеҫҫĕ. Предприяти тĕпрен модернизациленесшĕн. Объекта ҫĕнетме 6 млн тенкĕ пăхса хăварнă. Кирпĕч завочĕ те вăй илсе пырать. Кунта та хăш-пĕр пая ҫĕнетсе улăштарасшăн, ăна валли 30 млн уйăрнă. Аш-какай производствинче хăш-пĕр ҫĕнĕлĕхсем пулĕҫ. Пĕр сăмахпа каласан, вырăнти предприятисем вăй илсе пыни куҫ кĕретех.  

Паянхи куна калас пулсан, Етĕрнере инвестициллĕ 28 проектпа ĕҫлеме тĕллев лартнă, вĕсен пĕтĕмĕшле хакĕ 1 млрд. 737 млн тенкĕпе танлашать. Пĕтĕмпех производствăсем хута кайсан, халăх валли ҫĕнĕ 176 ĕҫ вырăнĕ хатĕрленĕ.  Палăртма кăмăллă, вĕсем кăҫал та ҫĕнĕ 19 проект хатĕрленĕ, вĕсене валли 900 млн тăкакланасси куҫ кĕретех, халăх валли 113 ҫĕнĕ ĕҫ вырăнĕ йĕркеленĕ.   

Вырăнти ертӳлĕх туризм ыйтăвĕ ҫине те пысăк тимлĕх уйăрать. Хăна ҫуртне реконструкцилесси планра пур, виҫĕ хутлă пысăк ҫурт халăх валли илемленесси паллă.

«Тĕллев лартатăп – историллĕ паллă вырăнсене тĕпрен илемлетме. Туристсене килсе курма ятарлă вырăнсене хатĕрлесси, «ҫулсен карттине»  туса парасси тĕп ыйтусенчен пĕри пулса тăрать. Аркадий Павлович Айдак ячĕллĕ парка тĕпрен ҫĕнетсе улăштарасси те кун йĕркинчех. Республика шайĕнче йышăнакан мĕнпур программăсене тĕпе хурса ĕҫлесе пырасси – приоритетлă ыйтусен йышне кĕрет», – тесе каланă Станислав Трофимов.  

Етĕрнере пуҫаруллă проектсемпе 26 млн тенкĕллĕх объектсене хута янă, пĕтĕмпе 38 проектпа ĕҫленĕ. 7 ҫухрăм тăсăлса выртакан автомашина ҫулне сарнă, шыв башнисене тирпейленĕ тата ытти ĕҫсем чылай тунă.  Кăҫал 63 проектпа ĕҫлеме плана кĕртнĕ, вĕсене валли 61 млн тенкĕ уйăрнă.

«Хулан хутлăхне хăтлăлатас» проекта тĕпе хурса, тавралăха тирпей-илем кĕртессипе хастар тăрăшаҫҫĕ округра. «Аслă хула» парка тирпей-илем кĕртме кăҫал 6 млн тăкакланасси планра пур. Нумай хваттерлĕ ҫуртсем таврашĕнче тирпей-илем кĕртессипе те курăмлă ĕҫсем туса ирттерме пăхса хăварнă. Пĕр сăмахпа каласан, хулан сăн-сăпачĕ лайăх енне улшăнса пырассине халăх ĕненет.

Встреча Главы Чувашии О.Николаева с жителями Ядринского муниципального округа

Василий Кузьмин



01 марта 2023
10:14
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter