Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев ятарлă ҫар операцийĕсене хутшăннă паттăрсемпе Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрӗнче тĕл пулнă

Чăваш  Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировни центрĕнче ĕҫлĕ ҫул ҫӳревре пулнă май, чи малтанах вăл корпусри ҫĕнĕ хушма учрежденийĕн ĕҫĕпе паллашнă. Кунта шăпах та, ятарлă ҫар операцийĕсене хутшăнса, хăйсен сывлăхне ҫирĕплетекнсемпе тĕл пулнă. Ҫар тивĕҫне яваплăха туйса, тӳрĕ кăмăлпа пурнăҫланă салтаксене - паттăрсене мухтаса тав сăмахĕсем каланă. Ырă кăмăлпа тăван киле, чуна ҫывăх ĕҫе  часах таврăнма чĕнсе каланă регион Пуҫлăхĕ.  «Пĕлсех тăратпăр, сирĕн сывлăха упрассишĕн медицинăра вăй хуракансем пысăк технологисен витĕмлĕхне тĕпе хурса ĕҫлеҫҫĕ.  Сирĕн пĕтĕмпех пурнăҫ малалла йĕркеллĕ пуласса та эпир шансах тăратпăр», - тенĕ Пуҫлăх.   «Кăмăлсем аван, пĕтĕмпех лайăх пулать, пирĕн ĕмĕтсем пурнăҫланассине те пĕлсех тăратпăр», - тенĕ ҫар ҫыннисем. «Йывăрлăхсенчен нихăҫан та хăраман, ăна парăнтарайратпăр!», - тесе сăмаха ҫавăрнă вĕсем.

Ҫĕнĕ реабилитаци центрĕ ҫур ҫула яхăн ĕҫлет. Ҫитĕнĕвĕсем  те ҫук мар, вĕсен пулăшăвĕсемпе усă курас тесе ытти регионсенче пурăнакансем пирĕн тăрăха килсе хăйсен сывлăхне сиплеме кăмăл туни те ҫакнах ҫирĕплетсе парать пулĕ. Паянхи куна калас пулсан, кунта тăрăшакансем федераци программине тĕпе хурса ĕҫлени куҫ кĕретех. Ҫĕршыв Президенчĕ уйрăмах, пысăк тимлĕх уйăрать асăннă центăра. Кунти условисем пĕтĕмпех паянхи пурнăҫпа тӳр килсе тăраҫҫĕ. «Реабилитаци чирлисене ура ҫине тăма май парать. Чир-чĕр пирки манса, сывă пурнăҫ йĕркине таврăнма витĕм кӳрет. Кирек-епле чирпе вăраха кайса чирленĕ хыҫҫăн, яланах ҫынсене реабилитаци центрĕнче сиплеҫҫĕ», - тенĕ вăл.   Паян центăрта йĕркеленĕ ĕҫ ҫав тери пĕлтерĕшлĕ. Унăн пуласлăхĕ пысăк пулассине ĕненет халăх.  Ҫĕнĕ центрти условисем кулленех ҫĕнелсе пыраҫҫĕ. Чирлисене туххăмрах сыватас тесе, медицинăра тăрăшакансем пысăк технологисен витĕмлĕхĕпе усă кураҫҫĕ. Кун пирки тепĕр хут ҫирĕплетсе каланă сиплев учрежденийĕн ертӳлĕхĕ.  

Федераци травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центр ĕҫне пуҫарса янăранпа кăҫал 14 ҫул ҫитнĕ. Кунта ĕҫлекенсем пысăк профессионалсем. Вĕсем кулленех пĕрне-пĕри пулăшса, вĕсем патне сипленме килекенсене пысăк пахалăхлă медицина пулăшăвĕсемпе тивĕҫтерессишĕн ырми-канми тăрăшаҫҫĕ. Учрежденийĕнче вăй хуракансем яваплăха туяҫҫĕ, хăйсене шанса панă ĕҫе тӳрĕ кăмăлпа пурнăҫласа пыраҫҫĕ.   

Республика Пуçлăхĕ сиплев учрежденийĕн çитĕнĕвĕ хальхи вăхăтри оборудованипе тулăххипе кăна мар, центра ăнăçлă ертсе пынипе, ĕç коллективĕн професси шайĕ пысăккипе, унăн пĕр шухăшлăхĕпе яваплăхĕпе тӳрремĕнех çыхăннине асăнса хăварнă.

 «Эсир медицина пулăшăвĕпе хамăрăн тăван республикăра пурăнакансене кăна тивĕҫтерместĕр, ҫĕршыврми мĕнпур субъектсенчен килекенсене те тивĕҫтерсе пыратăр. Пысăк технологиллĕ медицина витĕмлĕхĕ чирлисене май пур таран хăвăртрах сывалма май парать. Кун пирки халăх та пĕрре мар калать», - тенĕ вăл.

Регион Пуҫлăхĕ ҫакăн йышши пысăк технологиллĕ медицина центрĕсем, шăпах та медицина туризмне аталанса пыма витĕм кĕнине палăртнă.  

«Сирĕн 14 ҫул хушшинче йăла-йĕрке анчах мар ҫирĕпленнĕ, пуласлăх валли те пысăк плансем пур. Центр ӳлĕмрен те лайăх аталанса пытăр тесе, Чăваш Республикин Правительстви май пур таран кирлĕ пек пулăшупа тивĕҫтерме хатĕр. Эпир тăтăшах центр ертӳлĕхĕпе палăртнă плансем пирки сӳтсе яватпăр. Регионăн имиджне те центр сахал мар витĕм кӳрет. Раҫҫей Федерацийĕн аталану-ҫул йĕрне те пысăк пулăшу парать ҫӳлерех асăннă центр», - тенĕ вăл.  

Республика Пуҫлăхĕ Олег Николаев ĕҫре пысăк хисепе тивĕҫнисене патшалăх наградисене парса хавхалантарнă.

Федераци центрĕн тĕп врачĕ Николай Николаев сăмаха малалла тăснă май, ҫулсерен центр пулăшăвне 45 пин ҫын тивĕҫет тесе каланă. Вĕсене тĕрлĕ консультаципе медицинăра тăрăшакансем пулăшма хатĕр пулнине асăннă. Раҫҫейри 77 регионта ҫулсерен пирĕн тăрăха сипленме килекенсене, пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕпе тивĕҫтернине те хыпарланă аслă тухтăр. Тăтăшах, операцисем тунине, вĕсен кăтартăвĕ ҫулталăкне 9 пине те ҫитнине пĕлтернĕ вăл сăмаха малалла тăснă май. Ют ҫĕршывсенчен те сахал мар килеҫҫĕ центр пулăшăвне илме. Раҫҫейре вĕсен ĕҫне пысăка хурса хаклаҫҫĕ, ыттисемшĕн тĕслĕхре те ҫирĕплетеҫҫĕ.  

Юлашки икĕ ҫулта тата та ҫĕнĕ технологисемпе сиплемелли майсем пурнăҫа кĕртнĕ. Ҫынсен ҫурăм шăммине сыватассипе чăнласах та вĕсем тĕслĕхре, вĕсен технологийĕсене час-часах ыттисем усă курма тăрăшаҫҫĕ. Пĕр сăмахпа каласан, чи йывăр чирлекенсене те вĕсем ура ҫине тăратайраҫҫĕ тесен те йăнăшах мар пулĕ.    

Регионта пĕтĕмпе клиника уйрăмĕсем 6 хута янă, штатра пĕтĕмпе 600 ҫын шутланать. Кунта тăрăшакансем Раҫҫей, тĕнче шайĕнчи тĕрлĕ ассоциацисенче тăраҫҫĕ, вĕсен сахал мар наукăпа тĕпчев ĕҫĕсем пичетленеҫҫĕ, кăтарту 300 ĕҫрен те иртсе кайнă.   

Пĕлӳ шайне пысăклатма, ятарлă специалистсене хатĕрлесе кăларма вĕсем патĕнче вĕрентсе кăлараҫҫĕ. Аспирантурăра ăс пухакансене те ҫак центăрта тарăн пĕлӳ параҫҫĕ. Хушма професси пĕлĕвне илес текенсене ҫӳлерех асăннă центр чылай пулăшать, вĕсен ятарлă вĕрентӳ программи те пур.   



01 марта 2023
15:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter