Çĕнтерĕве çывхартаççĕ

Тăван çĕршыв хӳтĕлевçисене, ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшас тĕллевпе Раççей халăх фрончĕ ертсе пыракан «Çĕнтерӳшĕн» ырă кăмăллăх фончĕ Чăваш Енрен черетлĕ гуманитари пулăшăвĕ ăсатрĕ.

Кунне-çĕрне пĕлмесĕр Чăваш Ен салтакĕсем ятарлă çар операцире тар тăкаççĕ. Республикăра пурăнакансем вĕсене пур енлĕн пулăшма тăрăшаççĕ. Дмитрий Ильин акă хăйĕн кивĕ «Нива» автомобильне тĕпрен юсаса çĕнетнĕ. Пĕр тăхтамасăр ентешсем патне хĕсмете ярса пама тĕллев лартнă. Ун пек ырă кăмăллă çынсем републикăра нумай. «УАЗ-буханкăна», урапаллă прицепа, 25 тимĕр кăмакана, апат çимĕçе тата ытти кирлĕ хатĕре Раççей халăх фрончĕн Чăваш Енри штабĕн хастарĕсем пуçтарнă. Мĕн пур пурлăха пысăк тиевлĕ машинăна вырнаçтарчĕç.

ВЛАДИСЛАВ СОЛДАТОВ: «Пурте пĕрле пуçтарăнса Елчĕк районĕнчен хутмалли кăмака хатĕрлесе пачĕç. Суд приставĕсем те хăйсен енчен килсе пачĕç. Статистика органĕсем тата халăхран нумай япаласем пуçтарса салтаксене мĕн кирлине ярса пама шутларăмăр. Çынсем пуçтарнă 1 машинăпа пĕрле яратпăр 2 «Нива» машина. 1 УАЗик ярса пама шутларăмăр. Çынсем пурте канмалли кунсенче тухса хăйсем ĕçлесе пурне те тӳрлетсе салтаксене усă кӳме шутларĕç».

Çула тухас умĕн сăваплă ĕçе хутшăнакансене Шупашкарти Иоанн Кронштадски ячĕллĕ чиркӳ протоиерейĕ Николай Медведев палăртнă вырăна ырă-сывă кайса килме пиллерĕ.



НТРК
01 марта 2023
10:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter