«Нюрнберг» кинофильм кăтартма пуçлĕç
Тĕрĕслĕхе çиеле кăларакан суд тата юратушăн паттăрлăх кăтартни. Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче «Нюрнберг» фильмăн куравĕ иртрĕ. Документлă кинокартинăна Александр Звявгинцевăн «На веки вечные» кĕнекине тĕпе хурса ӳкернĕ. Тĕрĕслĕхе тупма, ăна тӳрре кăларма çăмăл-и? Мĕншĕн аслисем кинофильма çамрăксене кăтартма сĕнеççĕ? Çак тата ытти ыйту хуравне чĕретлĕ сюжетра пĕлĕпĕр.
«Нюрнберг» фильмри ĕç-пуç 1945-1946-мĕш çулсенче пулса иртет. Вăл аслă суд, пĕтĕм тĕнчери çар трибуналĕ çинчен каласа кăтартать. Историре сакăр вунă çул яхăн каялла пулса иртни илемлĕ фильмра хăйĕн вырăнне тупниче Николай Лебедев режиссерăн тӳпи пысăк. Унăн ятне куракансем «Легенда 17» тата «Экипаж» фильмсемпе лайăх пĕлеççĕ.
ВИКТОР ДМИТРИЕВ: «Çак кино, унăн пĕрремĕш тĕллевĕ çамрăксем валли тесе шутлатăп, мĕншĕн тесессĕн кунта тĕрĕс истори факчĕсене кăтартса панă. Кунта тĕрĕслĕх, ку пире суйма истори факчĕсене памасть».
Вăрçă хыççăнхи йывăр пурнăç, суд тапхăрĕ, юрату теми этем шăпипе çыхăнаççĕ. Режиссер çак фильмра нацистсен киревсĕр ĕçне тата вăл мĕнлерех йывăрлăхсем патне илсе çитернине кăтартса парать. Чи пĕлтерĕшли вара усала тата фашитсен тискерлĕхне хирĕç тăма пултарни.
– Фашизм пирĕн пурнăçра питĕ усал пулнине паян çĕнĕлле курма май парать, мĕншĕн тесен, шел пулин те, паянхи кун пирĕн унччен Украина пулнă территорийĕнче çак усал-писерпе эпир тепĕр хутччен çапăçатпăр. Илемлĕ фильм евĕр туса вĕсене ачасен, тен, çăмăлтарах пулнă информацие çитерсе паянхи пурнăçа урăхла туса малаллахине çĕнĕлле никĕслеме май паракан пулăм тесе шутлатăп эпĕ. Кинокартинăра Раççей, Чехи, Германи, Франци тата ытти çĕршыври актёрсем ӳкерĕннĕ. Вĕсен ăсталăхĕ куракансене чăнлăха илсе çитерет тейĕн. Хальхинче фильмпа ятарласа чĕннĕ хăнасем çеç киленме пултарчĕç. Çапах та пуш уйăхĕн 2-мĕшĕнчен ăна кинотеатрсенче кăтартма пуçлĕç. 14 çултан пуçласа 23 çула çитмен çамрăксем унта «Пушкин карттипе» кĕме пултараççĕ.