Олег Николаев Етĕрне тăрăхĕнче пулчĕ

Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕçлĕ çул çӳревпе Етĕрне тăрăхĕнче пулчĕ. Унта вăл ятарлă çар операцине яракан гуманитари пулăшăвне ăсатма хутшăнчĕ. Çавăн пекех муниципаллă округăн пĕлтĕрхи çитĕнĕвĕсене тишкерчĕç. Малашнехи тĕллевсене уçăмлатрĕç.

Донбасра пыракан ятарлă çар операцине Етĕрне тăрăхĕнчен хутшăнакансем самай. Çывăх çыннисем, тăван тăрăхри предприятисем, усламçăсем, ертӳлĕх команди вĕсене ăшă сăмахсемсĕр пуçне пур енлĕн пулăшать. Акă хальхинче пурте пĕрле пухăнса 2 ГАЗ автомобиль, 1 УРАЛ, сасă аппатури тата ытти кирлĕ хатĕрсем пухнă. Техникăна юсанă, капăрлатнă. Етĕрнери агротехникум студенчĕсем автомунчасем хатĕрлеме пулăшнă. Пурте вĕсем Çĕнтерĕве çывхартасшăн.

ВАЛЕРИЙ КЛЕМЕНТЬЕВ: «Етĕрнесем, Чăваш Ен тăрăшса ĕçлени курăнать. Кашни укçа-тенкĕ парса, кам мĕнле пулăшма пултарать. Халăхпа пĕрле пуласшăн. Пĕрле пулатпăр та».

АЛЕКСАНДР МАТВЕЕВ: «1 машина аван состоянире пулман. Ремонт тунă агротехника территоринче, пурте пулăшнă. Хăна пырса панă, мунча кăмаки, укçасăр пырса пулăшнă».

«Хамăрăннисене пăрахмастпăр» акцие хутшăнакансене Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев пурне те тав хучĕсемпе чысларĕ.

– Эпир, паллах, Çĕнтерӳшĕн. Хамăр ентешсемшĕн вĕсене çăмăлтарах пултăр çак ĕçе кĕртсе пыма. Пĕрле пулни вăйлатать, хавхалантарать тата Çĕнтерĕве çывăхлатма май парать. Муниципаллă округ ертӳçин тилхепине Станислав Трофимов тытса пырать. Вăл ытти администраци пуçлăхĕсенчен чи çамрăкки шутланать. 28 инвестици проекчĕ пурнăçа кĕрсе пырать. Пĕтĕмĕшле тупăш 1 миллиард та 737 пин тенкĕпе танлашма пултарать – çак проектсем пурнăçа кĕрсен. 176 çĕнĕ ĕç вырăнĕ тума май парĕ. Усламçăсене хăйсен ĕçне пуçарса яма ĕлĕкхи садиксемпе шкул çурчĕсене пушатса панă, ирĕклĕ çĕрсем 8 гектар ытла. Муниципалитетра пысăк предприятисем те вăтам йышшисем те пур. Ял хуçалăх производствипе ĕçлекен пĕрлешӳсен шучĕ – 10, фермер хуçалăхĕсем – 35. Етĕрнесем «халăх пуçарăвĕ» программăпа усă курса 38 проекта хута янă. Вĕсемпе усă курса çулсене, шыв пăрăхĕсене юсанă, ача-пăча лапамĕсене, палăксене хăтлăх кĕртнĕ. 



НТРК
01 марта 2023
14:13
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter