Пăхса ӳстерме йывӑр ачасене валли пӗрремӗш Центр регионта уҫнӑ

Пăхса ӳстерме йывӑр ачасене валли пӗрремӗш Центр  регионта уҫнӑ

Телейлĕ ачалăх ҫулталăкĕнче Ҫĕнĕ Шупашкарта «ТОП»  ятлă ятарлă ҫамрăксене валли центр уҫăлнă. Кун пек объекта республикăра пуҫласа хута янă.  «Раҫҫейри ҫамрăксем» РФ ачасене хӳтĕлессипе РФ Президенчĕ ҫумĕнчи Уполномоченнăй пуҫарнă Стратегиллĕ программипе тӳр килсе тăрать асăннă учреждени. 

Аса илтеретпĕр, 2022 ҫулта Чăваш Ен пилотлă регионсем тесе палăртнă 14-ĕн йышне кĕнĕ. Раҫҫей Ҫут ĕҫ министерстви йĕркелесе ирттернĕ конкурсăн ҫĕнтерӳҫи ятне те тивĕҫлĕ пулнă пирĕн республика. 

«Эпир пуҫласа хăйне евĕр пĕлтерĕшлĕ объекта хута ятăмăр. Кунта харăсах ҫамрăксем пĕр  чăмăра пухăнса пĕр-пĕринпе канашлама пултарайраҫҫĕ, пĕр-пĕрин паха пуҫаруллă проекчĕсене те сӳтсе явма меллĕ.  Пурнăҫăн тĕрĕс ҫул-йĕрне шыраса тупма та витĕм кӳрĕ. Тепĕр тесен, ҫитĕнӳсем патне ăнтăлма пĕр-пĕрин паха ĕҫ опычĕсемпе паллашма май пуласси куҫ кĕретех.  Экспертсем каланă тăрăх, паянхи пурнăҫ таппинче пĕчченшер ҫитĕнӳ патне ăнтăлма йывăртарах. Енчен те ушкăнпа пĕлсе тĕрĕс ĕҫсене йĕркелесе пырсан, ăнăҫу патне ҫитме часах пулĕ. Командăра ĕҫлесен яланах эпир вăйлă пуласси никама та иккĕлентермĕ.  Тепĕр тесен, пирĕнтен кашнин пысăк профессионалсем пулса ҫитĕнессишĕн ырми-канми тăрăшма тивет, ку ăнлавсене ăша хывса пурăнмалла», – тесе ҫапларах каланă Чăваш Республикин ПуҫлăхĕОлег Николаев.  

Ҫĕнĕ Шупашкарта хута кайнă центр тĕслĕх вырăнĕнче. Кун пек учрежденисене республикăри кашни районпа хуласенче уҫма палăртса хунă.  Паллă, ятарлă ҫурт-йĕрсем тен хута яма та кирлĕ мар пулĕ, пирĕн тĕслĕх вулавăшĕсенче те ҫакăн евĕр уйрăмсем йĕркелесе пуҫарса яни вырăнлă. Ялсенче культура учрежденийĕсенче пĕтĕмпех условисем ҫителĕклĕ, вăл учрежденисенче те хушма уйрăмсем туса пырсан питех те аван пуласси никама та иккĕлентермĕ. 

«Ҫамрăк яш-кĕрĕме  пĕр чăмăра пухăнса пĕр-пĕринпе канашламалли уйрăмсем паха специалистсене тен тупса палăртма витĕм кӳрĕ.  Пĕлсех тăратпăр, пуҫаруллă ĕҫсен тухăҫлăхĕ пысăк пулассине. Эпир чылай ҫамрăка тӳрĕ ҫул ҫине тăма та пулăшăпăр, ҫемйесене вăхăтра йывăрлăхсене парăнтарма вĕренсе пырăпăр», – тенĕ вăл. 

«Ҫамрăксене валли хута  янă центр пулас ăрăва ăс-хакăл тĕнчине пуянлатса пыма май парĕ. Тепĕр тесен, яш-кĕрĕме тĕрĕс ҫулпа пыма вĕренсе пырĕ. Чылай чухне йывăр ҫемйере ҫитĕнекен яш-кĕрĕм усал ҫулпа пыма пикенет, йывăрлăхсене те часах кĕрсе ӳкет.  Ҫитĕнекен яш-кĕрĕме пурнăҫăн паха енĕсене вĕренсе пымалла, пуласлăх пирки яваплăха туйса шутлама вĕрентмелле. Хамăра шанса панă ĕҫе тӳрĕ кăмăлпа пурнăҫласан, ҫитĕнӳ патне ҫитесси те часах. Пурнăҫăн ырă енĕсем пирки тăтăшах калаҫмалла.  Пирĕн пурсăмăрăн та пĕр тĕллев яланах пулмалла – Тăван ҫĕршывăмăра юратмалла, тăван тавралăха упрамалла, пĕрне-пĕри хисеплесе, май пур таран пулăшса пыма вĕренсе пымалла. Ҫак ăнлавсем яланах малти вырăна тухмалла. Кун пирки никамăн та манма юрамасть»,тепĕр хут ҫирĕплетсе каланă кун пирки Чăваш Республикин ПуҫлăхĕОлег Николаев.  

Палăртма кăмăллă, Ҫĕнĕ Шупашкарти центăрта ятарлă телестуди ĕҫне те пуҫарса янă.  Тĕрлĕ паха классем пур,  вĕсене яш-кĕрĕм хаваспах ҫӳреме шутлать.  Асăннă уйрăмра кашни ҫамрăкăн кăмăлне тивĕҫтерме май паракан ятарлă кăсăклă уйрăмсем йĕркеленĕ. Пĕр сăмахпа каласан, условисем чаплă, вĕсем пĕтĕмпех паянхи пурнăҫ таппипе тӳр килсе тăраҫҫĕ. 

Чăваш Республикин ПуҫлăхĕОлег Николаевпуҫаруллă та ăслă ҫамрăксене тупса палăртма  центăрта тăрăшакансем пулăшасса шанса каланă. Ушкăнпа ĕҫлеме пĕлекенсен ҫитĕнĕвĕ  пысăк. Тăван ҫĕршывăмăрăн ырлăхĕшĕн яваплăха туйса, таса чунпа, саккунсене пăхăнса пурăнмалла. «Центр пĕр-пĕрин хушшинчи туслăха та ҫирĕплетме пулăшĕ. Йывăрлăха парăнтарма, пĕрне-пĕри пулăшма витĕм кӳрессе те пĕлсех тăратпăр. Ҫамрăксене пулăшу паракан центр пулса та тăчĕ»,тесе сăмаха малалла тăснă чăваш Ен ПуҫлăхĕОлег Николаев

Центра хута  ярассипе йĕркеленĕ паллă пулăма Чăваш Республикинчи ачасен прависене хӳтĕлекен Уполномоченнăй ҫумĕнчи хушма обществăлла организацисен членĕсем, ҫамрăксемпе пĕрле ĕҫлекен ятарлă обществăлла организацисенче тăрăшакансем, шкул ачисемпе студентсем, Чăваш Енри муниципаллă округсенче администраци пуҫлăхĕсен ятарлă  советникĕсем тата та ытти сумлă яш-кĕрĕм пухăннă.  

Пĕр пухăннă пек чухне, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ пултаруллă ҫамрăксене ятарлă стипендине тивĕҫме тăратакан заявкăсене памалли йĕркене ансатлатма шутлани пирки те ырă хыпара пĕлтернĕ. «Йывăрлăхсем пачах та пулмалла мар ҫитĕнекен яш-кĕрĕмшĕн, вĕсем пирĕн пуласлăх»,тенĕ вăл. «Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн стипендине илме документсене хатĕрлеме ятарлă йĕрке тăваҫҫĕ. Тепĕр тесен, ĕҫ хучĕсене электронлă майпа вырнаҫтарса пыни те вăхăта перекетлеме май парать. Пурин те пĕр вырăнта вăрах вăхăт тăсса лармалла мар, малаллах талпăнмалла, ҫитĕнӳ патне ҫитессишĕн ырми-канми тăрăшмалла. Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ урлă ĕҫе йĕркелесе ярсан питĕ аван пулнă пулĕччĕ»,тесе сăмаха ҫавăрса каланă Чăваш Республикин ПуҫлăхĕОлег Николаев.  



02 марта 2023
10:14
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter