Чӑваш Енре Телейлӗ ачалӑх ҫулталăкне официаллӑ майпа пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче уҫĕҫ

Чӑваш Енре Телейлӗ ачалӑх ҫулталăкне официаллӑ майпа пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче уҫĕҫ

Савăнăҫлă лару-тăрăва пĕтĕмпе  4 500 ача хутшăнма пултарасси паллă.

«Палăртса хунă мероприятисене тишкернĕ май, эпир тӳрех вăл пулăмсене ачасем хутшăнассине пĕлетпĕр. Мĕн пĕчĕкрен пуҫласа  аслисем тарах палăртнă мероприятисене хутшăнĕҫ. Кашни ача патне пысăк тимлĕх уйăрма тăрăшмалла, вĕсене валли кăсăклă мероприятисем туса пама пĕлмелле», - тесе каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев. «Эпир Телейлĕ ачалăх ҫулталăке епле уҫнинчен те нумай килет, пирĕн ачамăрсен пуласлăхĕ малалла епле аталанса вăй илсе пырасси», - тенĕ вăл.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев паллă пулăмăн пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине асăннă, ҫавăнпа та ăна ячĕшĕн кăна ирттерсе яма тăрăшмалла мар тесе ҫирĕппĕн асăрхаттарнă.  «Республикăри ачасене пирĕн регионти  чи малта пыракан аслă шкулсемпе паллаштарма пĕлмелле. Вĕсемпе тăтăшах тĕрлĕ мероприятисем ирттермелле, уҫă калаҫусем йĕркелемелле, май пур чухне вĕсене ытларах та ытларах кăсăклă мероприятисем туса памалла», - тесе  сăмаха малалла тăснă Пуҫлăх.    Пĕр сăмахпа каласан, мĕн пĕчĕкренех ачасене валли  ăс-хакăл тĕнчине пуянлатса пыма тĕрлĕ условисем йĕркелесе памалла.

Чăваш Республикин вĕренӳпе ҫамрăксен политикин министрĕ Дмитрий Захаров хăйĕн сăмахĕнче республикăра Телейлĕ ачалăх ҫулталăкне «Столицăри кун» ятпа ирттерме плана кĕртнине хыпарланă. Вăл пулăма ачасемпе ҫамрăк яш-кĕрĕме хутшăнтарма тĕллев лартнине пĕлтернĕ вăл.  Республика пĕлтерĕшлĕ форума кăсăклă мероприятисем кĕртнĕ. Пĕр сăмахпа каласан, республикăри пултаруллă ачасемпе яш-кĕрĕм чылай пухăнасси паллă. Пĕтĕмпе 200 ятарлă вырăнта тĕрлĕ квестсем, мастер-классем, уҫă калаҫусем пулĕҫ. Вăл пулăмсене тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнса мала тухнисем, ятарлă ҫар операцийĕсене хутшăннă паттăрсем тата та ыттисем пуҫтарăнĕҫ. Ашшĕ-амăшĕсĕр юлнă ачасене, сусăрсене е тата ытти категорире тăракансене те йыхравлĕҫ палăртнă мероприятине. Республикăри пысăк предприятисемпе организацисене ҫитсе килесси планра пур, ҫамрк яш-кĕрĕме вĕсен ĕҫ-хĕлĕпе кĕскен паллаштарĕҫ. Малтанласа палăртнă тăрăх, «ЭЛАРА» АО, Тракторсен музейĕн ĕҫĕсем пирки каласа кăтартĕҫ.    

Телейлĕ ачалăх ҫулталăкĕнче спорт, туризм, пултарулăха аталантарассипе ҫыхăннă проектсене ытларах та ытларах пурăҫа кĕртме тĕллев лартнă. Ҫитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парасси, ҫемье пуянлăхне, ăс-хакăл тĕнчине аталантарама витĕм кӳресси ыйтусем те кун йĕркинчех тăраҫҫĕ. Пĕр сăмахпа каласан, пирĕн пулас ăрăва Тăван ҫĕршывăмăра юратма, тăван тавралăха упрама, яваплăха туйса, тӳрĕ кăмăлпа шанса панă ĕҫсене пурнăҫласа пыма вĕрентесси малти вырăна тухса тăмалла.   

Телейлĕ ачалăх ҫулталăкĕпе ҫыхăннă мероприятисене уйрăм палăртнă Плана кĕртсе хăварнă.  Тепĕр тесен, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Ҫырăвĕнче те кун пирки анлăн палăртнă.  Кăҫал юпа уйăхĕнче регионта креативлă индустрисен шкулĕ хута кайĕ. Ака уйăхĕнче, тăлăха юлнă ачасене валли, ятарлă фестиваль ирттерме палăртнă. Утă уйăхĕнче чи ăнăҫлă ҫемйесене тупса палăртас тесе, Атăлҫи федераци округне кĕрекен регионсем хушшинче ăмăрту ирттересси те паллă.     

Ҫурла уйăхĕнче нумай ачаллă ҫемйесене валли форум пулать. Тепĕр ырă пулăм,14 ҫултан пуҫласа 18 ҫула ҫитейменнисене валли вĕреннĕ хыҫҫăн,  пушă вăхăтпа туллин усă курма, ĕҫ вырăнĕсем те тупса пама палăртса хунă. Апла пулсан, республикăра пурăнакансене валли тĕрлĕ кăсăклă мероприятисем ирттерессине пĕлсех тăратпăр.



02 марта 2023
14:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter