Шупашкарта Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕ уçăлнăранпа 14 çул çитрĕ

Шупашкарта Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕ уçăлнăранпа 14 çул çитрĕ. Çак ятпа юнкун Центр ĕçченĕсене республика Пуçлăхĕ Олег Николаев саламларĕ.

Малтанах Олег Николаев Центрăн пĕлтĕр кăна уçăлнă реабилитаци корпусĕпе паллашрĕ. Унччен пациентсене операци хыççăн ытти медучреждение ăсатма тивнĕ, халь вара реабилитаци алă айĕнчех темелле. Кунта чирлисене ура çине тăма пулăшмалли майсем анлă. Тивĕçлĕ оборудовани, ăста специалистсем... Операцисем те тăваççĕ. Корпус уçăлнă хыççăн çур çултах 1,5 пин операци пурнăçлама ĕлкĕрнĕ. Çакă вара Центрăн пысăк операци пÿлĕмĕсем çине лекекен тиеве çăмăллатма май парать.

Олег Николаев палатăсене те кĕрсе курчĕ, сипленекенсемпе калаçрĕ. Республика тулашĕнчен килнĕ пациентсем те пур: Хусантан, Ульяновск облаçĕнчен... Палатăсенчен пĕринче вара — ятарлă çар операцине хутшăнса аманнă ентешсем. Тăван хулара сывлăхне реабилитацилеççĕ. Олег Алексеевич вĕсене Раççее хÿтĕленĕшĕн тав турĕ, хăвăртрах сывалма сунчĕ.

Акт залне пухăннă коллектива паллă кун ячĕпе малтанах Центрăн тĕп врачĕ Николай Николаев саламларĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, Центр ĕçлеме пуçланăранпа 420 пин ытла пациента йышăннă, 93 пине яхăн операци пурнăçланă. Ортопедипе эндопротезировани операцийĕсен шучĕпе вăл çĕршывра иккĕмĕш вырăнта — Вреден ячĕллĕ институтăн кăна кăтарту пысăкрах. Анчах вăл — 800 вырăнлăх, Шупашкарти Центрта вара — 200 ытла вырăн.

Çакă кăмăллă: асăннă йышри 133 пин ытла пациент — Чăваш Ен çыннисем. «Унччен вĕсене ытти хулана ăсатма тивнĕ. Квота пулнине кура çуллен 100-120 çынран ытла ярайман. Халь вара ку енĕпе чăрмав çук — ентешсем хамăр патрах сипленеççĕ», — пĕлтерчĕ Николай Станиславович.

Пĕлтĕр Центр çулталăкри операцисен шутне пуçласа 9 пинрен ирттернĕ, çак кăтартăва 10 пин урлă каçарас тĕллевлĕ. Çĕнĕлĕхсен шутĕнче вăл республикăра пĕçĕ шăмми хуçăлнă çынсене пулăшмалли йĕркене тĕпрен улăштарнине палăртрĕ. Вĕсене 48 сехетре операци туса ĕлкĕрмелле — вара пурнăçшăн хăрушлăх пулмĕ, ура çине тăрĕç. Шăпах çакна тĕпе хураççĕ. Çавна май иртнĕ çул асăннă йышши операцисен шутне 40% ÿстерме пултарнă. Тĕрĕссипе, çав çынсен пурнăçне çăлнă теме те юрать.

Центрăн кашни хирургĕ çулталăкра вăтамран 360 операци тăвать — питĕ пысăк кăтарту. Пултарулăхĕ, ăсталăхĕ пысăк — çакă пулăшать. Центрта паян 600 ытла çын тăрăшать. Вĕсенчен 112-шĕ — врачсем. Çак йышра — медицина наукисен 12 докторĕ тата кандидачĕ. Кĕçех вĕсен йышĕ тата пысăкланмалла — 9-ăн диссертаци хÿтĕлеме хатĕрленеççĕ. Эппин, кунта наука та хисепре. Çакă Центр ĕçĕнче те курăнать. Сотрудниксен наука ĕçĕсем сиплев технологийĕсене çĕнетме май параççĕ.

Центр вĕрентÿ енĕпе те ĕçлет. Ординаторсене хатĕрленине кура республикăра травматолог-ортопедсен кадрĕсем тĕлĕшпе дефицит çук. Вĕсем кăна-и — шкул ачисемпе те ĕçлеççĕ. Тĕп хулари 31-мĕш шкулта медицина класĕ уçнă та — пĕлтĕр унта вĕреннисен 90% медицина вузĕсене вĕренме кĕнĕ-мĕн.

Пухăннисен умĕнче сăмах илнĕ май Чăваш Ен пуçлăхĕ Центр ĕçченĕсен çитĕнĕвĕсемшĕн чунтан савăннине палăртрĕ. Кунта ентешсене кăна мар, Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакансене те ăнăçлă сиплени республика ячĕ-сумĕшĕн те пĕлтерĕшлĕ. Çав вăхăтрах сывлăх сыхлавĕпе çыхăннă пархатарлă ĕç экономикăшăн та усăллă. Медицина туризмне аталантармалли пирки Раççей Президенчĕ те калать — пирĕн çакнашкал Центр пурри регион илĕртÿлĕхне ырă витĕм кÿни куçкĕрет. Тухăçлă ĕç вара хисепе кăна мар, пулăшăва та тивĕç. Олег Алексеевич ЧР Правительстви медучреждение пулăшса пырассине çирĕплетрĕ.

Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов хăй те медик пулнă май кунти хирургсем çуллен 360-шар операци тума пултарнинчен тĕлĕннине пытармарĕ: «Аппендицит, грыжа каснă йышши ансат тĕслĕхсем мар вĕт, тепĕр чух нумай сехете тăсăлакан кăткăс операцисем — чăннипех хисепе тата чыса тивĕç ĕç. Йывăр, анчах эпĕ çак çулсенче сирĕн ĕç пирки ÿпкелесе каланине пĕрре те илтмен — ырă та ăшă сăмахсем кăна...»

Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов хăй вăхăтĕнче çак Центрта ĕçленĕ — шăпа çапла пÿрнипе мăнаçланнине çирĕплетрĕ. Вăл урăх профиль пулнине пăхмасăр Центр пандеми тапхăрĕнче коронавируспа чирлисене йышăннине, вĕсене ăнăçлă сипленине аса илтерчĕ. Халь, ав, пĕçĕ шăммине хуçнисемпе çине тăрса ĕçлет. Ятарласа тĕпченĕ — прогноз тунă: çавнашкал пациентсене вăхăтра, шăмă хуçнă хыççăн икĕ талăкран кая юлмасăр, пулăшни — операци туни — республикăра çын вилессин кăтартăвне 2% чухлех чакарма пулăшмалла-мĕн. Ку енĕпе палăртнине пурнăçлани чăннипех пысăк усă кÿмелле — нумай çыннăн, уйрăмах çулланнă çынсен, пурнăçне çăлса хăвармалла. Паян вара Центр ятарлă çар операцине хутшăнакансен сывлăхне реабилитацилемелли программăна хутшăнать — каллех малтисен шутĕнче.

Çавна май медиксен ячĕпе ăшă салам сăмахĕсем, паллах, тивĕçлипе янăрарĕç. Патшалăх наградисем те — ĕçпе çĕнсе илнĕскерсем. Чыса тивĕçнисен шутĕнче — Центр уйрăмĕн заведующийĕ Роза Петрова, Николай Крючков врач-травматолог-ортопед, операци медсестри Светлана Егорова, ыттисем... Ĕçтешĕсем вĕсене алă çупса саламларĕç.

www.hypar.ru



02 марта 2023
08:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter