«Республикӑн экономика аталанăвĕшĕн Шупашкар хули пысӑк пӗлтерӗшлӗ», – тесе палăртнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев

«Республикӑн экономика аталанăвĕшĕн Шупашкар хули пысӑк пӗлтерӗшлӗ», – тесе палăртнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев

 Шупашкар хулин социаллă пурнăҫĕпе экономика кăтартăвĕсене анлăн пăхса тухассипе ирттернĕ канашлура кун пирки каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

«Пирĕн пĕрлехи ĕҫ хулан аталанăвĕн хăвăртлăхне ӳстерме витĕм кĕрет.  Тепĕр тесен, тăкаксен пайне чакарма пулăшать, парăм виҫине пĕчĕклетме май парать.  Икĕ ҫул хушшинче хулан парăмĕ икĕ хут енне пĕчĕкленнĕ.  Ку ҫав тери лайăх кăтарту.  Кун пек ҫитĕнӳ эпир пĕрле тухăҫлă ĕҫленипе, бюджет кредичĕсемпе пĕлсе тĕрĕс усă курнипе пулчĕ.  Калăпăр, нумаях  пулмасть Шупашкар  хулине федераци бюджетĕнчен бюджет кредитне 143 млн тенкĕ парса пулăшнă», – тесе каланă хăйĕн ум сăмахĕнче Олег Николаев.   

Регион тата муниципалитет пĕлтерĕшлĕ программăсене хатĕрленĕ чухне ытларах пахалăх ҫине тимлĕх уйăрма чĕнсе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.  Тăван тавралăха тирпей-илем кĕртес, нумай хваттерлĕ ҫуртсене тĕпрен юсаса ҫĕнетес, пурăнма юрăхсăра тухнă ҫуртсенчен халăха куҫарса хăтлă хваттерсемпе тивĕҫтерессипе те тĕллевлĕн ĕҫлесе пыма тăрăшмаллине палăртнă регион Пуҫлăхĕ.  Мĕнпур йышăнакан программăсем пĕтĕмпех, халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне лайăхлатма витĕм кӳмеллине асăрхаттарнă Пуҫлăх сăмаха малалла тăснă май.  Тепĕр тесен, хулан хутлăхне хăтлăлатас ыйту та кун йĕркинчех тăрать, апла пулсан ку тĕлĕшпе ҫине тăрсах вăй хумаллине тепĕр хут аса илтерсе хăварнă вăл.  Влаҫра тăрăшакансен яланах уҫăмлă пулмалла. Халăх сĕнĕвне шута илни паха. Ҫынсене хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси ыйту приоритетлă шутланать.  Пĕр сăмахпа каласан, инфратытăм ҫирĕп пулмалла, кун пирки манма юрамасть.  «Кирек-епле ĕҫсене те пысăк технологисен витĕмлĕхĕсене тĕпе хурса йĕркелесе пымалла», – тенĕ вăл.    

Канашлу вăхăтĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ наци проекчĕсем пирки чарăнса тăнă. Кун йĕркинчи тепĕр ҫивĕч ыйту – ҫул-йĕрсене графикпа килĕшӳллĕ пурнăҫа кĕртсе пырасси. Федераци енчен куҫакан укҫа-тенкĕпе туллин тата вăхăтра усă курса  пымаллине палăртса каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев. 2024 ҫул валли пăхса хăварнă тĕревпе усă курмалла, процентсăрах паракан кредита тивĕҫме тăрăшмалла,  тепĕр тесен, вĕсем ҫитес ҫулта ака уйăхĕнче хăйсемех пăрахăҫланаҫҫĕ.

Хулари Троллейбус паркĕ ҫĕнелесси паллă.  Чăваш Республикин бюджетне улшăну кĕртме май паракан саккун проектне хатĕрлени пирки ырă хыпара пĕлтернĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.  Предприятине вăй илсе аталантарма, транспорт пулăшăвне тивĕҫме 800 млн тенкĕ ытла хушма укҫа пăхса хăварасси планра пур.  Ку пулăшупа хулара пĕрремĕш партипе 21 троллейбус туянма тĕллев лартнă. 

Кăҫал тата та тепĕр пысăк объектпа ĕҫлеме тытăнмалла – Лапсарти ҫула тĕпрен ҫĕнетсе улăштармалла. «Проекта туса хатĕрленĕ, ҫулла ĕҫе  тытăнмалла», – тесе хыпарланă республика Пуҫлăхĕ. «Чăваш Республикин Правительстви хула администрацийĕпе пĕрле ĕҫсене пăхса тухнă. Инвесторсемпе  тĕрлĕ ыйтусене туллин сӳтсе явнă. Автомашина ҫулне хута ярасси куҫ кĕретех пулĕ.    Пысăк проектăн ĕҫне пуҫарса янă инвесторсем, производствăн площадкисене туса хунă. Апла пулсан, объект пуласси пирки никам та иккĕленмĕ. Вăхăта вăраха тăсса ĕҫлеме ирĕк ҫук, яваплăха туйса, графикпа килĕшӳллĕн мĕнпур мероприятисене йĕркелесе пымалла», - тесе  асăннă ертӳҫĕсем.  «ДОМ.РФ» палăртнă килĕшĕве тĕпе хурса, кăҫал пуш уйăхĕнче Шупашкара тирпей-илем кĕртме ĕҫсем пуҫланĕҫ. «Чи малтанах, халăх хушшинче ыйтăм йĕркелемелле, депутатсемпе, бизнес сферăра тăрăшакансемпе уҫă  канашлусем тумалла. Ҫулталăк вĕҫĕ тĕлне пирĕн туллин плана курмалла, хулан хутлăхне хăтлăлатассипе палăрта хунă ĕҫсене пĕтĕмпех пĕлсе тăмалла.  Шупашкарпа Ҫĕнĕ Шупашкар тĕпрен ҫĕнелсе улшăнассине пурсăмăрăн та лайăх ăнланмалла.

Канашлăвăн кун йĕркинчи тепĕр пысăк ыйту – ятарлă ҫар операцийĕсене хутшăннисене тĕрев парасси, вĕсен ҫемйисене тимлĕх уйăрасси, патшалăх енчен куҫакан укҫа-тенкĕпе вăхăтра тивĕҫтересси.  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев РФ Президенчĕ Владимир Путин  Ҫырăвĕнчи тĕп тĕллевсене туллин пурнăҫа кĕртсе пырассипе пурсăмăрăн та саккунсене пăхăнса, яваплăха туйса тӳрĕ кăмăлпа пурнăҫласа пымаллине тепĕр хут асăрхаттарса хăварнă.  Вырăнти депутатсен уйрăмах халăхпа ҫывăх пулмалла, апла пулсан, вĕсемпе кулленех уҫă калаҫусем ирттермелле.  Кашни ҫемьене тимлĕх уйăрмалла, вĕсене май пур таран пулăшу пама тăрăшмалла.  Ҫĕршыв Президенчĕ хăйĕн сăмахĕнче каланăччĕ, кашни ҫемйене социаллă  пулăшу паракан службăра тăрăшакан ĕҫчене ҫирĕплетмеллине. Ку тĕлĕшпе те тимлĕ ĕҫлеме пĕлмеллине тепĕр хут асăнса хăварнă регион Пуҫлăхĕ. «Эпир республикăра асăннă ыйтăва ҫивĕч тĕрĕслевре тытатпăр, кашни ҫемьене тимлĕхе илнĕ, йывăрлăха лекнисене туххăмрах пулăшу парса пулăшатпăр», – тесе сăмаха ҫавăрнă вăл.  Патшалăх енчен куҫакан мĕнпур пулăшăва вăхăтра илсе ҫитерме тăрăшаҫҫĕ йывăр лару-тăрăва лекнисем патне. Ҫынсем тепре чухне уҫă калаҫусем те кĕтеҫҫĕ. Чылай чухне вĕсем хăйсем патне тимлĕх уйăрнине ырăпа аса илеҫҫĕ.  Влаҫра тăрăшакансен, вырăнти депутатсен халăх патне кулленех тухса ҫӳреме тăрăшмалла, вĕсемпе тĕл пулса, ҫынсене кăсăклантаракан ыйтусене уҫăмлатмалла. Пĕрле йывăрлăхсене парăнтарма ҫăмăлтарах. Кун пирки те никамăн та манмалла мар.

Кăҫал Телейлĕ ачалăх ҫулталăкĕ. Енчен те ҫемйере 6 ача е тата ытларах пулсан, вĕсене ҫурт-йĕр илме патшалăх енчен пулăшу парса тивĕҫтерес ыйту та кун йĕркинчех тăрать. Пурĕ 58 ҫемье пирĕн тăрăхра, вĕсенче 360 ача ҫитĕнет. Ку ыйтăва уҫăмлатма республика бюджетĕнче хушма укҫа-тенкĕ пăхса хăварнă, унăн калăпăшĕ 335,5 млн тенкĕпе танлашать.  Кăтарту ытти чухнехинчен икĕ хут та нумайрах  пулни те куҫ кĕретех.

Палăртма кăмăллă, юлашки икĕ ҫул хушшинче нумай ачаллă ҫемьесене ҫурт-йĕрпе тивĕҫтерессипе курăмлă ĕҫлесе пынă. Енчен те ҫемйере 7 е 8 ача ҫитĕнет пулсан, вĕсем патшалăх енчен пулăшăва туллин тивĕҫнĕ.



03 марта 2023
08:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter