«139-мĕш стрелоксен дивизийĕ: Атӑлтан пуҫласа Эльба таран вăрҫă ҫулĕсенчи истори» фильм премьери Чӑваш Енре пулнӑ

«139-мĕш стрелоксен дивизийĕ: Атӑлтан пуҫласа Эльба таран вăрҫă ҫулĕсенчи истори» фильм премьери Чӑваш Енре пулнӑ

 Фильма ҫĕршыври тĕрлĕ регионсемпе ют ҫĕршывсенче пурăнакансем тӳрĕ эфирта курнă.  Вĕсен шутĕнче: Калининград, Рига, Минск, Могилев, Рославль, Ржев тата ыттисем те.

Документальнăй кинона 139-мĕш дивизине халалланă, унăн вăрҫăри тумхахлă ҫулĕсене ҫутатса панă. Суворов орденлă стрелоксен дивизийĕ Шупашкарта 1941-1942-мĕш ҫулсенче йĕркеленнĕ. Вĕсем Ҫĕнтерĕве  Эльба юхан шыв ҫыранĕ хĕрринче Германире кĕтсе илнĕ. 

Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫин тапхăрĕнче 1941-1945-мĕш ҫулсенче Чăваш Енĕн паттăрĕсем пирки кăтартса паракан пĕртен-пĕр Раҫҫейри документлă кинотрилоги пулса тăнă.  «Сăр рубежĕсм» пĕрремĕш лентăна хӳтĕлев рубежĕсене тăвакансене халалласа ӳкернĕ. Ăна  80 пин ҫын ытла курма кăмăл тунă. Иккĕмĕшĕ – «Шупашкар ĕҫ паттăрлăхĕн хули» кăларăм, ăна промышленноҫ пайĕнче тăрăшакансемпе тыл ĕҫченĕсене халалласа ӳкернĕ, 50 пин ҫын курнă. 

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев хăйĕн сăмахĕнче фильм премьери Ржев хулине сыхласа хăварнăранпа 80 ҫул ҫитнине халалласа ӳкернипе тӳр килсе тăнине каланă.  Шăпах та, вăрҫă ҫулĕсене тĕплĕн кăтартса панă, 139-мĕш стрелоксен дивизийĕ пирки курăмлăн сăнарланнă.  Патриотизм юхăмне пуҫарса яма витĕм кӳрекен пуҫламăш утăм пулса тăни те  ҫакă куҫ кĕретех.  Сăмах май, пĕлтĕр Чăваш Енри шыравҫисен ушкăнĕ вĕсемпе тĕплĕн паллашнине те асăннă вăл.  Тверь облаҫĕн администрацийĕпе пĕрле йĕркелесе ирттерекен мероприятисене хутшăнса, хамăрăн несĕлĕмĕрсене сума сунса, вĕсен паттăрлăхне ламран- лама куҫарма тупа тунă.   

«Ҫакăн  евĕр документлă кинотрилоги ӳкерни – ҫав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕҫ.  Вăл пысăк хака тивĕҫ.  Вăл хальхи яш-кĕрĕм валли анчах мар, пулас ăру валли ҫав тери паха фильм пулса тăчĕ.  Пултаруллăх ушкăнне, ҫакăн пек  пысăк пĕлтерĕшлĕ проекта пурнăҫа кĕртнĕшĕн  мухтав та чыс. Эпир  ҫакăн евĕр проектсене ӳлĕмрен те пурнăҫа кĕртме пулăшма хатĕр», – тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче республика Пуҫлăхĕ Олег Николаев.   

Документлă фильма «Ҫĕнтерӳ волонтерĕсем» юхăмĕнче тăрăшакансем ӳкернĕ. Ҫакăн пекех Культура пуҫарăвĕсем Президент фончĕпе «Перфекто» пултарулăх ушкăнĕ, Президент гранчĕсен фончĕ витĕм кӳнĕ. Картинăна ӳкерекенĕ тата унăн авторĕ – Артем Чубуков.

Ҫакăн йышши документлă фильмсене ҫамрăсем хăйсен кăмăлĕпе ӳкернине асăннă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.

«Историне мĕнле ăнланаҫҫĕ, ҫавăн пек кăтартса ӳкерсе пама тăршаҫҫĕ ҫамрăксем.  Пулас ăру валли ҫав тери паха кăларăм пулса тухрĕ. Фильм республикăра анлă сарăлнă.  Хамăр регионта анчах мар, ытти субъектсенче пурăнакансем те хапăл тусах йышăнаҫҫĕ ăна.  Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫин тумхахлă ҫулĕсем пирки тĕплĕн кăтартса панă, кашни хăйне евĕр пĕлтерĕшлĕ истори пулса тухнă», – тенĕ вăл.   

Премьерăна шкул ачисем, кадетсем, студентсем, аслă шкулсенче ăс пухакансем , пĕр сăмахпа каласан, Чăваш Ери мĕнпур вĕренӳ учреждеийсенчен чылай ҫамрăксем пухăннă.   Пĕтĕм Раҫҫей шайĕнче иртнĕ мероприятисенче республика чысне хӳтĕленĕшĕн, патриотла воспитани парассипе хастар ĕҫленĕшĕн,  хăш-пĕр вĕренекенсене Чăваш Республикин тав ҫырăвĕпе чысланă.

Фото - Максим Васильев



06 марта 2023
09:09
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter