Бюджет 2,7 миллиард тенкĕ хушăнать

Республика бюджечĕ 2,7 миллиард тенкĕлĕх пысăкланать. Çакăн çинчен кĕçнерникун Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче пĕрремĕш вице-премьер - финанс министрĕ Михаил Ноздряков пĕлтерчĕ.

Правительство бюджетăн кăçалхи пирвайхи тÿрлетĕвĕпе çыхăннă саккун проектне тишкерчĕ. Михаил Ноздряков, ларăва ертсе пынăскер, хыснан çĕнелекен параметрĕсемпе паллаштарчĕ. Бюджет тупăшĕ 2,7 миллиард тенкĕ хушăнать - 82,9 миллиард тенкĕпе танлашĕ. Бюджетшăн самай пысăк дефицит кăтартуллă пулĕ - тăкаксене 90 миллиард тенкĕ шайĕнче палăртнă. Тÿрлетĕве пула хушăнакан виçере хамăрăн тупăш тата Мускав паракан виçе - çурмалла. Çав вăхăтрах Михаил Геннадьевич хамăрăн тупăш пайне палăртнă чухне асăрхануллă пулнине те пытармарĕ - унăн виçи иртнĕ çулхинчен кăшт пĕчĕкреххине палăртрĕ. Апла пулин те бюджетра социаллă тăкаксем пысăкланаççĕ. Финанс министрĕ Телейлĕ ачалăх çулталăкĕнче ачасем тĕлĕшпе тимлĕх пысăк пуласси çинчен пусăм тусах каларĕ. Çак тĕллевсем валли 2,7 миллиард тенкĕ пăхса хăварнă: тин çуралнисене парне парассинчен тытăнса ачасен туризмĕ таран. Çавăн пекех ултă е ытларах ачаллă çемьесене пурăнмалли тăваткал метрсемпе тивĕçтерме уйăрнă укçана икĕ хут пысăклатнă - çавнашкал 58 çемье хваттерлĕ е çуртлă пулĕ. Экономика çине те алă сулман - бюджетра ун валли уйăрнă укçана ÿстернĕ май экономика статйисен тăкакĕсен пĕтĕмĕшле виçи 18 миллиард тенкĕ урлă каçĕ. Çав шутра, палăртрĕ Михаил Ноздряков, агропромышленноç тĕлĕшпе патшалăх енчен унчченхи пекех çирĕп тĕрев пулĕ. Ăна пулăшма уйăракан укçа виçи 3,5 миллиард тенкĕ таран пысăкланать - «2022 çулхи шая тухатпăр». ЖКХна та тимлĕх кирлĕ. Ку сфера валли бюджетра пăхса хăваракан укçа та хушăнать. Михаил Геннадьевич пысăк ĕçсен шутĕнче Çĕмĕрлери тата Улатăрти ăшăпа тивĕçтерекен хуçалăха çĕнетессине палăртрĕ. Пассажирсене илсе çÿрекен пĕрлехи предприяти туса хурасси те тăкаксемпе çыхăннă. Сăмах Шупашкарти тата Çĕнĕ Шупашкарти троллейбус управленийĕсене пĕрлештерме йышăнни пирки пырать. Киввисенчен йĕркеленекен çĕнĕ предприяти валли троллейбуссем туянма бюджетра 651 миллион тенкĕ пăхса хăварнă. Шупашкарта çавăн пекех троллейбуссене электричество хăвачĕпе тивĕçтерекен подстанцие тĕпрен çĕнетмелле, химиксен хулинче вара троллейбус электролинийĕсене улăштармалла. Тивĕçлĕ саккун проектне Правительство ырларĕ - Патшалăх Канашĕнче депутатсем «симĕс çутă» парасса кĕтмелли юлать. Ларура предпринимательсен прависене хÿтĕлекен уполномоченнăй Александр Рыбаков хăйĕн 2022 çулхи ĕçĕ çинчен каласа кăтартрĕ. Вăл палăртнă тăрăх, уполномоченнăй хăйĕн ĕçĕнче бизнеса сăлтавсăр тапăнассинчен хÿтĕлессине, республикăра ĕçлĕ климата лайăхлатассине тĕпе хунă. Ĕçĕр ларма тивмен, эппин, ку сферăра республикăра «тÿрлетмелли» самант çук мар. Сăмахран, бизнес представителĕсенчен çулталăк тăршшĕпе 435 ыйту, çăхав йышăннă - 2021 çулхинчен самай нумайрах. Вĕсем çĕр хутшăнăвĕсене, налук тÿлессине, экономика лару-тăрăвĕпе сăлтавланнă самантсене пырса тивеççĕ. Бизнес представителĕсене уголовлă майпа йĕрленипе çыхăннă тĕслĕх те чылаййине (çулталăк тăршшĕпе çавнашкал 116 тĕслĕхе шута илнĕ) кура бизнес-омбудсмен вĕсене те куçран вĕçертмен. Çав тĕслĕхсенчен 95-ĕшĕ тĕлĕшпе уголовлă ĕçсене иртнĕ çулах вĕçленĕ. Çав шутра 46-шне, налук тÿлессипе çыхăннăскерсене, тÿрре кăларман сăлтавсемпе вĕçленĕ. Ку, паллах, бизнес представителĕсем хăйсем те çылăхсăр маррине кăтартать. Çапах пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх пĕлтерĕшĕ паян калама çук пысăккине никам та хирĕçлемĕ. Александр Рыбаков палăртнă тăрăх, республикăра МСП субъекчĕсен йышĕ паян 76,8 пинпе танлашать. Бюджета кĕрекен налуксен 45% - вĕсен тÿпи. Чăваш Енри ĕçлекен çынсен пĕтĕмĕшле йышĕн виççĕмĕш пайĕ çак сферăра вăй хурать. Çавна май уполномоченнăй предпринимательсене мĕн пăшăрхантарни çинчен калани те вырăнлă. Ятарласа ыйтăм ирттернĕ те - чылайăшĕ бизнес тупăшлăхĕ пĕчĕкленнине, ĕçлекенсен шучĕ чакнине, банксем паракан кредитсен процент виçи пысăккине палăртнă. Влаç, паллах, бизнеса пырса тивекен йышăнусем тунă чухне çак самантсене шута илетех ĕнтĕ.

www.hypar.ru



Хыпар
10 марта 2023
18:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter