«Чӑваш Республикин бюджечӗн тӑкак пайӗ кăҫалхи ҫул 90 миллиард тенкӗрен те иртӗ», – палăртнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев

«Чăваш Республикин бюджечĕн тăкак пайĕ пуҫласа кăҫалхи ҫул 90 млрд ҫити ӳснĕ, кăтарту 2019-мĕш ҫулхи пандеми тапхăрĕ пуҫланичченхинчен 1,6 хут  нумайрах, 34,9 млрд тенкĕпе танлашнă. 2022-мĕш ҫулхипе танлаштарсан тăкаксен пайĕ 9,6 млрд нумайтарах, 12 процента ӳсни курăнать», – тесе палăртнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.   

Чăваш Республикин 2023 ҫулхи республика бюджечĕ тата 2024 тата 2025 ҫулсене валли планпа пăхса хăварнă  документа, Чăваш Республикин саккунне кĕртнĕ улшăнусене  Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче ырланă.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн пĕрремĕш ҫумĕ – финанс министрĕ Михаил Ноздряков пĕлтернĕ тăрăх, 2023 ҫул валли йышăннă республика бюджечĕн тупăш пайĕ 2,7 млрд тенкĕ чухлĕ ӳсет, пĕтĕмĕшле республика хысни 82,8 млрд танлашать, кăтарту 2022 ҫулхипе тан. Республикăн харпăр хăй тупăшĕ 1,3 млрд чухлĕ хăпарнă, палăртса хунă тăрăх вăл 43,4 млрд танлашасси куҫ кĕретех.

«Тăкаксен пайĕ пирки сăмахлас пулсан, мĕнпур тытăмра вăл ӳсни сисĕнет.  Экономикăн тĕп пайĕсенче тăкак пайĕ самай ӳсни курăнать. Калăпăр, «Наци экономикине» – 4,1 млрд тенкĕ, «Пурăнмалли ҫурт-йĕрпе коммуналлă хуҫалăх пайне» 2,1 млрд, «Вĕренӳ» тытăмне 1,2 млрд тенкĕллĕх ӳстерĕҫ», – тесе сăмаха малалла тăснă Михаил Ноздряков.    

Тӳрлетӳсем кĕртсе хăварнă хыҫҫăн, хушма укҫа-тенкĕ бюджет сферинче тăрăшакансем валли тăкакланассине  те палăртнă вăл, кăтарту 768,5 млн танлашĕ.  Пĕтĕмĕшле 2023 ҫул валли 29,1 млрд тенкĕ укҫа уйăрнă шалу валли, 2022 ҫулхинчен 8,0 процент чухлĕ нумайтарах.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Ҫырăвĕнче палăртнă тĕллевсене пурнăҫа кĕртме 2023 ҫулта нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуҫласа социаллă тӳлевсене индексацилеме хушма укҫа-тенкĕ пăхса хăварнă.  Ĕҫ ветеранĕсене, хăш-пĕр уйрăм категорири ҫынсене воспитани парассипе тăрăшакансене валли  те пулăшу виҫин калăпăшĕ ӳсĕ.   

Чăваш Республикинчи граждансен ҫурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма харăсах 682,8 млн тенкĕ куҫĕ,  2022 ҫулхипе танлаштарас пулсан, кăтарту 1,3 хут нумайрах.

«Чăваш Енри граждансене социаллă пулăшу пама пĕтĕмĕшле 11,4 млрд тенкĕ тăкакланасси паллă», – тесе сăмаха малалла каланă вăл.

Вĕренӳ пайĕ пирки сăмах пуҫарас пулсан, Михаил Ноздряков шкулсене тĕпрен ҫĕнетсе улăштарма, тирпей-илем кĕртме, 3,5 млрд тенкĕ хушма укҫа-тенкĕ тăкакланасси планра пуррине асăннă. 2023 ҫулта пĕтĕмпе вĕренӳ пайне 24,9 млрд тенкĕ куҫĕ, 2022 ҫулхинчен кăтарту 12 процент пысăкрах.  

«Агропромышленноҫ пайне тĕрев парасси ыйту та приоритетлă шутланать.  Хушма тӳрлетӳ  бюджета кĕртсе хăварнă хыҫҫăн ял хуҫалăх пайне патшалăх енчен пулăшу парассин виҫи 859,9 млн тенкĕ чухлĕ ӳсет.  Ял хуҫалăх производствинче тĕпрен хăш-пĕр объектсенче модернизацилеме, техникăпа пурлăх пайне ҫĕнетме 250 млн тенкĕ тăкаланасси паллă, ялсенче пуҫаруллă проектсене пурнăҫа кĕртме хушма укҫа-тенкĕ 114,1 млн тенкĕ куҫасси куҫ кĕретех», –  палăртнă министр.     

Пурăнмалли ҫурт-йĕрпе коммуналлă хуҫалăх пайне тăкакланассин кăтартăвĕ 2,1 млрд тенкĕ хăпарнă, вăл 7,8 млрд ҫитĕ, кăтарту 2022 ҫулхинчен 1,4 хут чылайрах. Ҫĕмĕрле хулинче хутса ăшăтмалли котельнăйне юсама, Улатăрпа Ҫĕмĕрле хулинче шыв ыйтăвĕсене уҫăмлатма 688,6 млн тенкĕ тăкакланасси планра пур.

Республика бюджетне тӳрлетӳсем кĕртнĕ хыҫҫăн, транспорт тытăмне хушма укҫа 869,5 млн тенкĕ куҫĕ. Вăл шутран, 651,0 млн 21 троллейбус туянма тăкакланасси куҫ кĕретех. Кăтарту ку тытăм валли 1,2 млрд тенкĕ чухлĕ  нумайрах тăкакланĕҫ, 2023 ҫулхинчен 3,4 хут чылайрах.   Инвестициллĕ тăкаксен калăпăшĕ ӳснĕ, вăл 1590,2 млн танлашать. 2023 ҫул валли пĕтĕмпе 11,0 млрд пăхса хăварнă, 2022 ҫулхинчен 1,3 хут чылайрах.   

«Республикăри муниципаллă пĕрлешӳсене тĕрев парассин виҫи самай ӳснĕ. Бюджета тӳрлетӳсем кĕртнĕ хыҫҫăн, вырăнти бюджетсене трансферт формипе куҫакан укҫа-тенкĕн виҫи 2,7 млрд тенкĕ хăпарĕ, вăл вара 26,3 млрд танлашĕ», – тенĕ Михаил Ноздряков.   

Республика бюджечĕн тăкак пайĕ самай ӳснине кура шута илсе, республикăри ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсенче тăрăшакансене республика пĕлтерĕшлĕ патшалăх программисемпе хастар ĕҫлеме чĕнсе каланă, ĕҫ хучĕсене йĕркене кĕртессипе тимлĕ пулма асăрхаттарнă. Хушма укҫа-тенкĕпе пĕлсе тата тĕрĕс вăхăтра усă курса пымаллине палăртнă вăл сăмаха ҫавăрнă май.



10 марта 2023
09:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter