Чӑваш Республики Таджикистан Республикипе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлеме палӑртать

Таджикистанри «Asia Lift Group»  ирансен компанийĕн представителĕсем Чăваш Ене ĕҫлĕ визитпа килме палăртаҫҫĕ, вĕсем лифтсем хатĕрлесе кăларакан производствăна пирĕн тăрăхра уҫма шутлаҫҫĕ.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев кашни эрнере ирттерекен планеркăра, кун пирки Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Дмитрий Краснов пĕлтернĕ.  Таджикистан Республикинче пуш уйăхĕн 1-4-мĕш кунĕсенче Раҫҫей Правительствин делегацийĕ ĕҫлĕ ҫул ҫӳревпе пулнă, пирĕн регионтан та вăл йыша кĕнĕ пулнă. Ĕҫлĕ визит пирки тĕплĕнрех Дмитрий Краснов каласа кăтартнă.

Чăваш Ен делегацийĕ ĕҫлĕ визитпа ҫӳрелех палăртнă республикăра пулнă май, муниципалитетсем хушшинчи ĕҫлĕ ҫыхăнăва сарасси пирки те калаҫса килĕшнĕ пулнă. Калăпăр, Чăваш Республикинчи Ҫĕнĕ  Шупашкарпа Таджикистан Республикинчи Худжанда пĕр-пĕринпе юлташланасси пирки калаҫса килĕшнĕ.  Чăваш Республикинче  ҫĕртме уйăхĕн 24-25-мĕш кунĕсенче асăннă килĕшĕве алă пусса ҫирĕплетме  плана кĕртнĕ.    

Республика кунĕнче ҫак паллă пулăма туса ирттерме плана кĕртнине Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев мухтанă.

«Таджикистанран хăнасем пирĕн тăрăха йышлăрах килсен те питĕ аван пулнă пулĕччĕ. Тепĕр тесен, вĕсем пирĕн тăрăхри мероприятисемпе тĕплĕнрех паллашма пултарайраҫҫĕ, паха ĕҫ опытне хăйсем патĕнче те усă курайраҫҫĕ, пĕрлехи проектсене пурнăҫа кĕртме хăш-пĕр плансене туса хăварсан аван пулнă пулĕччĕ», – тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.  

Чăваш Енĕн хăш-пĕр промышленноҫ предприятийĕсем Таджикистан Республикин предприятийĕсемпе тачă ҫыхăнса ĕҫлеме калаҫса килĕшнĕ.  Регионта тирпейленсе тухакан таварсем пирки анлăрах хыпарсене пĕрне-пĕри пĕлтерсе тăма та шантарнă. Чăваш Республикин делегацийĕ Таджикистанра пулнă май,  «Нассоч» хупă акционерсен пĕрлешĕвĕнче  пулса курнă,  вĕсен ĕҫĕпе  кĕскен паллашнă.  

Чăваш Ен делегацийĕ ĕҫлĕ ҫул ҫӳревре пулнă май, Таджикистан Республикин Финанс министерствипе Энергетика министерствин ĕҫĕпе те кăсăкланнă. Чăваш Республикин   «Кейсистем»  компанийĕн представителĕсем цифра трансформацийĕ пирки ăнлантарса панă, Таджикистан Республикин бюджетне план тума ятарлă методика пирки каласа кăтартнă. Электротехника кластерĕ пирки те чылай ҫĕнĕлĕхсем пулнă, вĕсемпе анлăн паллаштарнă пирĕн республикăн представителĕсем. Чăваш Енре ака уйăхĕн 18-21-мĕш кунĕсенче Шупашкарта «РЕЛАВЭКСПО-2023»,  пĕтĕм халăхсен хушшинчи курав иртет. Унта шăпах та, хăнасем пирĕн тăрăха чылай килесси куҫ кĕретех пулĕ.    

«Савăнтарать паллах, Чăваш Республикин хăш-пĕр ҫитĕнĕвĕсемпе кăтартăвĕсем. Ӳлĕмрен те ĕҫлĕ ҫыхăнусене сарассипе ҫине тăрсах ĕҫлемелле», –  тесе каланă сăмаха пĕтĕмлетнĕ май Олег Николаев.    



13 марта 2023
15:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter