Таджик чăвашпа туслашасшăн

Тунтикунхи канашлура республика хăвăрт пухмалли конструкцисенчен ачасем валли кану лагерĕсем тумалли поекта хутшăнас ыйтăва сӳтсе яврĕç.

Вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров пĕлтернĕ тăрăх, Шупашкарти «Бригантина» тата Çĕрпӳ округĕнчи «Звездный» лагерьсем çĕршыв шайĕнчи конкурса хутшăннă — хайхи хăвăрт пухмалли икĕ объект вĕсен территорийĕсенче пулĕ. Кашни — 52 ачана йышăнмалăх. Çапла вара çуллахи каникул тапхăрĕнче çак икĕ корпус тата 600 ача канăвне йĕркелеме май парĕ. Строительство тăкакĕсем 26 миллион тенкĕпе танлашаççĕ, анчах пысăк пайне, 24 миллион ытла тенке, федераци бюджетĕнчен уйăраççĕ.
Экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов уйăх пуçламăшĕнче Рççейĕн Михаил Мишустин премьер-министр ертсе кайнă, пин ытла çынран тăнă делегацийĕн йышĕнче Таджикистанра ĕçлĕ визитпа пулни çинчен каласа пачĕ. Икĕ çĕршыв çыхăнăвĕсене çирĕплетесси тĕп вырăнта пулнă май Чăваш Енпе Таджикистан ĕçтешлĕхне вăй памалли майсене те тишкернĕ. Хальлĕхе çак ĕçтешлĕх чăваш экспорчĕ çинче кăна никĕсленет темелле. Эпир унта тырă, йывăç стройматериалсем, кондитер изделийĕсем, ытти тавар ăсататпăр.

Дмитрий Иванович иккĕленмест: экспорта палăрмаллах пысăклатмалли майсем анлă. Чи малтанах — медицина туризмĕ тĕлĕшпе. Чăваш Ен офтальмологи, травматологипе ортопеди, ытти енĕпе пулăшу кирлĕ таджиксене сиплеме пултарать. Пĕлтĕр чикĕ леш енчен Чăваш Ене 36 пин турист килнĕ, медицина пулăшăвĕн экспорчĕ 220 миллион тенкĕпе танлашнă. Çак кăтартусене самаях пысăклатма пулать.

Анчах ĕçтешлĕх кунпа кăна вĕçленмелле мар. Дмитрий Краснов Таджикистанри энергообъектсене çĕнетмелли çинчен каларĕ. Вĕсем — совет саманинче тунăскерсем. Калăпăр, ГЭСра тĕпрен илсен Шупашкарти предприятисен электротехники ĕçлет. Çавăнпа унти энергетиксем пирĕн майсемпе кăсăкланаççĕ. Çакна тĕпе хурса ĕнтĕ вĕсене Шупашкарта ака уйăхĕнче иртмелли «РЭЛАВЭКСПО» курава хутшăнма та йыхравланă. Таджикистан енчен Чăваш Ен тĕлĕшпе интерес пысăкки куçкĕрет — çакна Дмитрий Краснов ытти тĕслĕхпе те çирĕплетрĕ. Сăмахран, унта пирĕн «Текстильмашăн» пир тĕртекен станокĕсем ĕçлеççĕ. Совет çĕршывĕ пулнă территори анлăшĕнче пир -авăр станокĕсене паян пĕртен-пĕр предприяти туса кăларать — пирĕн «Текстильмаш». Çавăнпа та визитпа кайса килнĕ хыççăн тивĕçлĕ контракт пулассине Дмитрий Иыванович иккĕленмесĕр çирĕплетрĕ. Е тата — Чăваш Енре туса кăларакан алăксем. Вĕсене Таджикистана ăсатма пуçласси те нумай кĕтермĕ — контракта çывăх вăхăтрах алă пусмалла.

Çавăнпа ĕнтĕ Олег Николаев та ĕçтешлĕхе çитес курав «картинче» кăна аталантарни çителĕксĕрри çинчен каларĕ. Вăл Таджикистанăн чылай сумлăрах тата пысăкрах делегацине республикăна уйрăммăн чĕнесси пирки те шухăшласа пăхма сĕнчĕ. Çапла тусан çыхăнусене чылай анлăрах тата тĕрлĕ сферăра вăй пама май пулĕ.

www.hypar.ru



13 марта 2023
15:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter