Чӑваш Енре вилекенсен шучĕ 22,9 процент таран чакнă
Чăваш Республикин статистика уйрăмĕ пĕлтернĕ тăрăх, 2022 ҫулта регионта вилекенсен шучĕ 4799 ҫын сахалланнă (23,5 процент) 2021 ҫулхипе танлаштарсан, ҫуралакансен йышĕ шучĕ ӳснĕ, 1124 ача нумайрах.
Кăçал республикăра ача ытларах çуралассипе тата пурнăçран уйрăлакансен йышĕ чакассипе çыхăннă ырă пулăм малалла вăй илет.
Мăшăрлану керменĕсенче ҫамрăк ҫемйесем регистрациленнисен шучĕ 2021 ҫулхипе танлаштарсан 640 ҫемйе ытларах. Мăшăрсем – уйрăлас текеннисем сахаланнă, кăтарту 137 чухлĕ чакнă. Вилекенсен шучĕ, ҫуралнисенчен ытларах пулни сисĕнет. Тин ҫеҫ ҫуралнă ачасем пурнăҫран уйрăлса кайнин пĕчĕк кăтартăвĕпе Раҫҫейри регионсен хушшинче пирĕн республика малта пыракан 5 регион шутне кĕрет. Юлашки ултă ҫул хушшинче пирĕн кăтарту аван, апла пулсан, сывлăх сыхлавĕнче тăрăшакансем хăйсене шанса панă ĕҫе пысăк шайра пурнăҫласа пыни те ҫакнах ҫирĕплетет пулĕ. Пĕчĕккисем вилесси ҫукпа пĕрех тесен те йăнăш мар пулĕ. Республикăра ҫемье институтне пысăк тимлĕх уйăрни куҫ кĕретех. Ыттисемпе танлаштарсан, эпир тĕслĕхре тесен те тен йăнăшах мар пулĕ. Палăртма кăмăллă, пирĕн регионта уйрăлас текен мăшăрсен йышĕ чи пĕчĕккисенчен пĕри.
Çапла вара Чăваш Республикинче çуралакансем нумайланнинче çемьене килнĕ иккĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасен тӳпи сумлă. Çакă чи малтанах Раççейре тата Чăваш Енре социаллă тĕллевлĕ политикăна пурнăçа кĕртсе пынипе çыхăннă.
Кĕскен калас пулсан, Раҫҫейре 2022 ҫулта вилекенсен шучĕ 2021 ҫулхипе танлаштарсан 22,1 процента ҫити чакнă, ҫуралакансен йышĕ 6,9 процента ҫити пĕчĕкленнĕ. Мăшăрланнисен шучĕ 2022 ҫулта 14,1 процента ҫити хăпарнă, кăтату 2021 ҫулхинчен ӳсни пурсăмăра та савăнтарать.
ЗАГС органĕсенче пĕлтĕр мăшăрсем сахал хут уйăрттарнă, уйрăлакансен хисепĕ чакнă. Урăхла каласан, чăмăртаннă çемйесем нумайланнă.
Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Ҫырăвĕнче халăха социаллă пулăшу памалли ыйту ҫине пысăк тимлĕх уйăрнă. «Пĕчĕк ачасем вилессинчен медицина пайĕнче тăрăшакансем пысăк тимлĕх уйăрни куҫ кĕретех. Пысăк технологисен витĕмлĕхĕ пурнăҫа кĕни никамшăн та вăрттăнлăх мар. «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн сахал мар ĕҫсем пурнăҫланă. Палăртнă тĕллевсене туллин пурнăҫа кĕртсе пынă. Ял тăрăхĕсенче вырнаҫнă медицина учрежденийĕсем пĕтĕмпех паянхи пурнăҫ таппипе тӳр килсе тăраҫҫĕ, вĕсенче пурлăхпа техника базине пуянланса пыраҫҫĕ. Халăх ҫакна пĕрре мар ҫирĕплетсе калать.
Сывлăх сыхлавĕнчи пĕрремĕш звеносене тĕпрен модернизацилеме чылай укҫа-тенкĕ уйăрнă, кăтарту 1,8 млрд тенкĕпе танлашать. Пĕтĕмпе 106 объекта юсаса ҫĕнетнĕ.
Пĕлтĕрхи ҫул 5 сиплев учрежденийĕ валли томографсем туяннă. 2023 ҫулта 42 объекта ҫĕнетсе улăштарма плана кĕртнĕ.