Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев Тӑвай муниципаллă округне аталантармалли тӗллевсене палӑртнӑ

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев Тӑвай муниципаллă округне  аталантармалли тӗллевсене палӑртнӑ

«Чăваш Республикин аталанăвне чăрмав кӳрекен  майсене юлашки ҫулсенче пĕтерме пире май килчĕ. Чи малтанах инвестици пирки сăмах пуҫарас пулсан, муниципалитетпа, ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсенче тăрăшакансем, ытларах та ытларах инвестици илĕртӳлĕхне ӳстерессипе ҫине тăрса ĕҫлени», – тесе каланă Олег Николаев.

2022 ҫулта 93 млрд тенкĕлĕх инвестици явăҫтарнă, кăтарту тата маларахри ҫулпа танлаштарсан 43,8 процент  чулĕ нумайтарах.  

Ку ҫав тери пысăк кăтарту, кушăпах та,  малалла ҫитĕнӳ патне ăнтăлма витĕм кӳрекенни. «2019 ҫултан пуҫласа республикăн харпăр хăй тупăшĕ ӳссе пыни те куҫ кĕретех. Кăтарту 40 процент нумайланни те ҫакнах ҫирĕплетсе парать. Ку питĕ лайăх ҫитĕнӳ. Апла пулсан, республика Правительстви тытса пыракан курс тĕрĕс ҫул-йĕрпе пынине ҫирĕплетет», – тесе хушса каланă вăл.  «Кашни муниципалитетра эпир ĕҫсене тĕпрен инвентаризацилеме пултартăмăр. Пире вăл пирĕн вăйлă тата начар енсене те тупса палăртма витĕм кӳчĕ ҫапла йĕркепе ĕҫсене пурнăҫласа пыни.  Йывăрлăхсенчен хăтарать, пуласлăхри тĕллевсене палăртма аван, ҫитĕнӳсене курма меллĕ», – тенĕ Пуҫлăх.   

Тăвай муниципаллă округăн харпăр хăй тупăшĕ 13,3 процент чухлĕ ӳснĕ.  Юлашки виҫĕ ҫул хушшинче харпăр хăй тупăшĕ пысăк пулни, инвестицин калăпăшĕ 1,5 хут хăпарнипе тӳр килсе тăрать. Юлашки кăтарту 242,6 млн ҫитнĕ.  Ял хуҫалăх производствин калăпăшĕ 33,6 процент чухлĕ ӳснĕ, таварсене 1,9 мрд тенкĕлĕх тирпейлесе кăларнă.

Сĕт-ҫу тирпейлеме май паракан производство хута ярасшăн, икĕ цеха пурнăҫа кĕртме хатĕрленнĕ, 4 инвестициллĕ проектпа ĕҫлет район. Пулă, сыр тата ытти хăш-пĕр таварсем тирпейленсе тухĕҫ ҫĕнĕ производствăсенче.

Муниципаллă округра вак тата вăтам предпинимательлĕх вăй илсе пырать, таварсен калăпăшĕ 9 процент чухлĕ нумайланнă.

 Паян районăн иртнĕ ҫулхи социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвне пĕтĕмлетнĕ. Анлă канашлăва Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев хутшăннă. Палăртса хунă мĕнпур мероприятисене вăхăтра тата туллин пурнăҫа кĕртсе пымаллине чĕнсе каланă регион Пуҫлăхĕ вырăнти ертӳлĕхе. Чăваш Республикин 2020-2025-мĕш ҫулсем валли пăхса хăварнă аталану мероприятийĕсемпе те хастар ĕҫлесе пыма тăрăшмаллине  асăннă. Республикăн социаллă пурнăҫĕпе экономикине аталантарма витĕм кӳрекен Комплекслă программăра района аталантарассипе те чылай мероприятисене плана кĕртнине палăртнă вăл сăмаха малалла тăснă май.

Тăвай муниципаллă округĕн пуҫлăхĕ Владимир Михайлов 2022 ҫулта муниципалитет епле ĕҫлесе, ҫитĕнӳсем туса пыни пирки тĕплĕн каласа кăтартнă.  Чи пĕлтерĕшлĕ пулăмсенчен пĕри – Тăвай районĕ муниципаллă округ пулса тăнине асăннă вăл. Пĕр шайри управлени кирек-епле ĕҫе те тухăҫлăрах пурнăҫласа пыма май панине тепĕр хут ҫирĕплетсе каланă вырăнти пуҫлăх. Муниципалитетăн ресурсĕсемпе тухăҫлăрах ĕҫлесе пыма ҫул-йĕрсем уҫăлнине палăртнă вăл.  Йывăрлăх кăларса тăратма пултаракан ыйтусене туххăмрах уҫăмлатма майсем пуррине те каланă, халăхпа тачă ҫыхăнса кирлĕ пек ĕҫсене пурнăҫласа пыма меллĕ тенĕ вырăнти ертӳҫĕ.    



14 марта 2023
14:13
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter