Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура

Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлăва ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ку хутĕнче çулсене пăхса тăрас тĕлĕшпе тимлĕ пулма чĕнсе каланинчен пуçларĕ: «Çуркунне çитнĕ май асфальт арканать, штăк-путăк çул çӳреве чăрмантарать. Çулсен вăл е ку сыпăкĕсене хăçан йĕркене кĕртесси çинчен халăха информаци парсан çынсен кăмăлсăр ыйту сахалрах пулĕ...»

Анчах планеркăра юсав ыйтăвĕ çакăнпа кăна иксĕлмерĕ — пурăнмалли çурт-йĕрĕн капиталлă юсавĕ тĕлĕшпе тĕплĕ калаçу пулчĕ. Республикăн Капиталлă юсав фончĕн генеральнăй директорĕ Светлана Баранова доклачĕ пăшăрхануллă илтĕнчĕ. 2022 çул пуçламăшĕ тĕлне 2021 çултах йĕркене кĕртмелле пулнă 118 çурт юсавсăр юлнă. Тата — 2022 çулхи плана кĕртнĕ 178 çурт. Ĕç калăпăшĕ питĕ пысăккине пăхмасăр фонд пĕлтĕр лайăх ĕçленĕ — çав çуртсене юсаса пĕтернĕ. Пĕр çуртри ĕçсене кăна вĕçлемен. Унта вентиляци мăрйине çĕнĕрен купаламалла пулса тухнине кура хваттерсен хуçисемпе калаçса татăлса çак ĕçе çанталăк ăшăтсан пурнăçлама йышăннă.

2023 çулта 190 çурта юсамалла. 153-шĕнче ĕçсене пуçарнă, 7-шĕнче вĕçлеме те ĕлкĕрнĕ. Нумай çуртăн тăррине улăштармалла. Светлана Павловна унчченхи йăларан, тăрă юсавĕн проектне тăвассинчен, пăрăнни çак ĕçсене хăвăртлатма пулăшнин çинчен каларĕ. Çийĕнчен «кирлĕ мар» ыйтусем те сирĕлеççĕ. Халь техника заданийĕпе кăна ĕçлеççĕ — ансатрах, хăваăртрах. Проект тусан вара тавлашу çуралчĕ тĕк суд проекта пурнăçланине питĕ çирĕп пăхать, строительство нормисемпе требованийĕсем те кун пек чух кайри плана куçаççĕ. Çавна май тӳрре тухма йывăр — пысăк укçа çухатасси те часах.

Иртнĕ çул пуçламăшĕнче судпа çыхăннă тавлашуллă ĕçсем виçĕ теçеткене яхăнах пулнă. Чылайăшĕнчен «тасалма» пултарнă — ыйтусене татса панă. Анчах фондшăн çухатусăр вĕçлесси иккĕленӳллĕ икĕ ĕç пур. «Сухаллăскерсем» — 2018 çулхи юсав ĕçĕсемпе çыхăннăскерсем. Ун чухне Светлана Баранова Чăваш Ене те килменха, анчах çакă фонд яваплăхне сирмест. Светлана Павловна пытармарĕ: хальлĕхе ку ыйтусене мĕнле татса памаллине те пĕлместĕп... Çуртсен тăррисене улăштарнă — проектсемпе килĕшӳллĕн, анчах юсав хыççăн вĕсенчен шыв анать. Тăрă геометрине улăштармалла, çĕнĕрен витмелле. Анчах ку ĕçсене халь мĕнле укçапа пурнăçламалла — паллă мар...

Гендиректор çавăн пекех нумай хутлă çуртсенчи лифтсене çĕнетес ыйту çивĕччине те палăртрĕ. 2025 çулччен 1111 лифта улăштармалла, çакăн валли 3,4 миллиардл тенкĕ кирлĕ.

Хваттерсен хуçисен фонд умĕнчи парăмĕ çав-çавах пысăк — çĕр-çĕр миллион тенкĕ. Фонд парăм ыйтăвĕпе çине тăрса ĕçлет — çынсене уведомленисем ярса парса та, суда тавăç тăратса та. Анчах суд тивĕçлĕ йышăну туни те яланах çăлăнăç мар: Суд приставĕсен служби суд йышăнăвĕсемпе палăртнă парăмсен 45% кăна шыраса илет-мĕн.

Çийĕнчен çурт-йĕр хуçисем капиталлă юсав укçине ятарлă шутсем çине куçарас туртăм та палăрать. Пĕтĕм çуртăн 19% паян çавнашкал шутсем уçнă, çурт-йĕр лаптăкне кура пăхсан вара кăтарту тата пысăкрах: пурăнмалли мĕн пур тăваткал метрăн 1/3 пайĕн укçи ятарлă шутсем çинче. Пĕлтĕр кăна нумай хваттерлĕ 76 çурт хăйсен шучĕсене уçнă, Капиталлă юсав фондĕнчен 174 миллион тенкĕ çав шутсем çине куçнă.

Ыйтăва пĕтĕмлетнĕ май республика Пуçлăхĕ те хайхи «юсанă хыççăн юхакан» тăрăсен ыйтăвне татса памаллине палăртрĕ. Олег Николаев тĕп хула влаçĕсен шухăшĕпе интересленчĕ. Денис Спирин çав юсав ĕçĕсем вăл сити-менеджер пуканне йышăничченех пулнине аса илтерни вырăнлă илтĕнмерĕ — çынсене нушара пăрахмалла мар. Олег Алексеевич Капиталлă юсав фондне хула администрацийĕпе пĕрле тĕрлĕ вариант хатĕрлеме сĕнчĕ — пĕр уйăхран тепре пухăнса вĕсене тишкерме шантарчĕ.

www.hypar.ru



14 марта 2023
08:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter