Чӑваш Енре наци проекчĕсене пурнӑҫлама укҫа-тенкӗ калӑпӑшне тата ҫур миллиард тенкӗлӗх ӳстернӗ
Раҫҫей Федерацийĕн субъекчĕсем хушшинче 2022 ҫулта республика 24-мĕш вырăна тухнă. Ҫĕршыври вăтам кăтартуран пысăк, вăл 98,6 процентпа танлашать. Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Проект ĕҫ-хĕлĕпе стратегиллĕ аталану енĕпе ĕҫлекен канашăн ларăвĕнче кун пирки пĕлтернĕ.
2023 ҫулта Чăваш Ен 48 проекта пурнăҫа кĕртме хатĕрленет. Вĕсене валли финанс тĕлĕшĕнчен 14,1 млрд тенкĕ парса твĕҫтерĕҫ, 2022 ҫулхинчен кăтарту 500 млн ытларах.
2022 ҫулта наци проекчĕсемпе ĕҫлеме мĕнпур ҫăлкуҫсенчен пĕтĕмпе 20 млрд тенкĕ тăкакланă. Кăҫал «Хăрушлăхсăр паха ҫулсем» проектсемпе ĕҫлеме 4 млрд тенкĕ уйăрнă, «Демографи» проекчĕпе ĕҫлеме 3 млрд, «Ҫурт-йĕр тата хула хутлăхĕ», «Вĕренӳ» проектсемпе ĕҫлеме 1,7 млрд тенкĕ кашнин валли пăхса хăварнă.
2022 ҫулта наци проекчĕсемпе хастар ĕҫлени куҫкĕретех. Пур-пĕрех хăш-пĕр ҫитменлĕхсем те ҫук мар. Вĕсемпе те ҫине тăрсах ĕҫлемеллине тепĕр хут палăртса хăварнă ерртӳҫĕсем.
Республика Правительствин отчетĕнче Олег Николаев хăш-пĕр ҫитменлĕхсем пирки чарăнса тăнă, сăлтавĕсене уҫăмлатса хăварнă. 2022 ҫулхи регион проекчĕсем пирки сăмахланă май, Чăваш Ен Пуҫлăхĕ кăҫалхи кăтартусем пĕлтĕрхинчен начартарах пулмалла маррине асăрхаттарнă.
Калăпăр, 2023 ҫулта «Ҫурт-йĕр» регион проекчĕпе ĕҫлеме чылай укҫа-тенкĕ йышăннă, 730 пин тăваткал метр чухлĕ объект хута ямаллине асăннă Пуҫлăх. Пĕлтĕр планпа килĕшӳллĕн, 716 пин тăваткал метр чухлĕ ҫурт-йĕр хута яма плана кĕртнĕ пулсан, регионта 850,6 пин тăваткал метр чухлĕ ҫурт-йĕр хăпартнă. Кăҫалхи кăтарту та аван пырать, пĕлтĕрхи ҫак тапхăртипе илес пулман, чылай пысăк.
Наци проекчĕпе килĕшӳллĕн пулса пыракан ĕҫсем пирки хыпарсене вăхăтра халăх патне илсе ҫитермеллине чĕнсе каланă регион Пуҫлăхĕ. «Регион проекчĕсемпе ҫынсене вăхăтра тата туллин пĕлтермелле. Тĕрлĕ ҫăлкуҫсене шута илмелле. Май пур таран, регион, федераци шайĕнче тăрăшакан массăллă информаци хатĕрĕсенче тăрăшакансемпе тачă ҫыхăнура яланах пулмалла. Халăх сĕнĕвĕсене кулленех асăрхавра тытмалла, вĕсене тĕпе хурса кирлĕ пек йышăнусем туса хăварма тăрăшмалла», – тесе каланă регион Пуҫлăхĕ Олег Николаев.
Чăваш Республикин цифра аталанăвĕн министрĕ Михаил Степанов пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн республика хыпарсене халăх патне илсе ҫитерессин кăтартăвĕсемпе ытти субъектсем хушшинче малта пыракансен йышĕнче тесе асăннă. Хыпарсем чылай пичетленсе тухнине асăннă ведомство ертӳҫи. Раҫҫей шайĕнче малта пыракан вунă регион йышне кĕнине палăртнă министр. Уйрăмах пĕлтĕр авăн уйăхĕнче пирĕн республика хастар ĕҫленине уйрăммăн асăнса хăварнă Михаил Степанов. «Контент» тытăмра регион ыттисемшĕн тĕслĕхре тесен те тен йăнăшах мар пулĕ.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Дмитрий Краснов регион проекчĕсен тухăҫлăхĕ пирки чарăнса тăнă. Регион проекчĕсемпе ĕҫленин пахалăх шайĕ икĕ хут та лайăхрах пулнине каланă вице-премьер. Регион проекчĕсенчен иккĕшне палăртса хунă тапхăртан чылай маларах пурнăҫа кĕртнине те ырă хыпара пĕлтернĕ вăл. «Ҫамрăк профессионалсем» тата «Цифра экономики валли кадрсем» проектсем уйрăмах тĕслĕх пулса тăнине каланă вăл.