Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ
Паян Чăваш Енре йăлана кĕнĕ пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Правительство тытăмĕн ĕçченĕсем тĕрлĕ ял-хулана çитсе халăхпа тĕл пулчĕç, çивĕч ыйтусене тишкерчĕç. Хальхинче калаçу – Раççей Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне янă çыру тавра пулчĕ. Çавăн пекех информаци ушкăнĕн ертӳçисем Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2022-мĕш çулти ĕçĕ-хĕлĕн пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарчĕç.
Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕн лапамĕсенчен пĕри – Чăваш Енĕн тĕп хулинче «Салют» культура керменĕ пулчĕ. Пултарулăх ушкăнĕпе тĕл пулма унта Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Юрий Васильев çитрĕ. Вăл Раççей Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне янă çырăвĕн тĕп шухăшсем çинче чарăнса тăчĕ, çавăн пекех 2022-мĕш çулта регионта ăнăçлă пурнăçланă проектсем çинчен каласа пачĕ. Тĕслĕх вырăнне тĕплĕ строительство ĕçĕсем ирттернĕ 35 объекта илчĕ. Вĕсен шутĕнче 6 ача сачĕ, 13 фельдшерпа акушер пукнчĕ тата ытти те. Шупашкарти транспорт тата строительство технологийĕсен техникумĕнче вĕренекенсемпе вĕрентекенсем патне информаци тĕл пулăвне Шупашкар хула администрациĕн социаллă ыйтăвĕсемпе ĕçлекен пуçлăхĕн çумĕ Ольга Чепрасова çитрĕ. Вăл тĕрев мелĕсен тĕсĕсене тата вĕсене еплерех тивĕçмеллине каласа пачĕ.
ВАЛЕНТИНА СЕМЁНОВА: «Ман шутпа, çак информаци кунĕсем питĕ усăллă. Вĕсем пирĕн вĕрентекенсен тавра курăмне пысăклатаççĕ, пирĕн студентсене нумайрах информаци пама, вĕсен тавра курăмне улăштарма пулăшаççĕ».
Мелпе усă курса вĕрентекенсем те çивĕч ыйтусене хăçан татса парассипе кăсăкланчĕç. Тĕпре – Шупашкар урамĕсенче çул юсасси.
НИКОЛАЙ ЗОЛОВ: «Ашмарин урамне реконструкци туса çĕнетессипе ыйту патăм. Хуравĕ питĕ вырăнлă пулчĕ, мĕншĕн тесен кăçалхи çул çак урама çĕнетесси пирки пĕлтерчĕç».
Информаци кунĕ еплерех иртнине Интернет уçлăхĕнче, техникумăн сайтĕче тата социаллă тетелĕнче те курма пулĕ. Ку енĕпе – медиа ушкăн яваплă. Хастар калем ăстисем республикăн кашни кĕтесĕнчех çак пулăма çутатаççĕ. Шупашкар тăрăхĕнче те информаци кунне анлă ирттернĕ. Хальхинче унта Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов çитсе килнĕ. Тĕл пулура çул ыйтăвне, килсĕр чĕр чунсенчен хӳтĕленмелли майсене тата Кӳкеç лицейĕнче профессиллĕ занятисем ирттермелли медицина класĕсене уçассипе çыхăннă сĕнĕве тишкернĕ. Пăлапа Юхма тăрăхĕнче вара информаци ушкăнĕ çул çӳреве те лекрĕ. Хăнасем «Çăкăр музейне», архива тата ача-пăча ӳнер шкулне çитсе килчĕç. Вĕсене малашне ăнăçлă аталантарас пулсан хăш-пĕр çивĕч ыйтусене татса памалла. Сăмахран, архив пӳлĕмĕнче вырăн сахал иккен, музейре вара юсав ĕçĕсем ирттерсе лаптăка пысăклатасси çинчен ĕмĕтленеççĕ. Информаци ушкăнĕн ертӳçисем кашни мунипалитетри çивĕч ыйтусене хăйсен тимлĕхне илеççĕ. Малашнехи ĕçсенче вĕсене татса парас енĕпе тăрăшĕç.