Малтисен йышĕнче

Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен хушшинче Чăваш Ен наци проекчĕсене пурнăçлассипе 24-мĕш вырăн йышăнать. Ун пирки Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев стратеги аталанăвĕн канашĕн ларăвĕнче пĕлтерчĕ.

Кăçал Чăваш Енре 48 проект пурнăçа кĕртме палăртнă. Вĕсем валли хыснара 14 миллиард тенкĕ ытла пăхса хăварнă. Вĕсенчен пĕри «Экологи» наци проекчĕ. Чăваш Енре ăна пурнăçлама пĕлтĕр 423 миллион тенкĕ уйăрнă. Çак программăпа килĕшӳллĕн 5 тасатакан сооружени тунă. «Таса çĕршыв» регионти проектра Етĕрнери çӳп-çап купине рекультивациленĕ. Ку çак тăрăхра пурăнакан 8 000 ытла çыннăн пурнăç пахалăхне лайăхлатма пулăшнă. Çумăр кӳленчĕкĕсене тата ытти каяшсен шыв юххисене пухакан хатĕрсене Шупашкарта тата Пăрачкавра вырнаçтарнă. Хытă каяшсемпе ĕçлекен проектпа килĕшӳллĕн çӳп-çапа тирпейлекен 3 комплекспа хута янă. Кашни 30 000 тоннăран кая мар тĕрлĕ хатĕр-хĕтĕре йышăнма пултарать. 



НТРК
16 марта 2023
07:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter