Чӑваш Енре граждансен ҫăхавĕсенчен 50 проценчӗ рекламӑпа ҫыхӑннӑ

Чӑваш Енре граждансен ҫăхавĕсенчен 50 проценчӗ рекламӑпа ҫыхӑннӑ

Кун пирки Чăваш Республикин Пуҫлăхĕпе Олег Николаевпа Чăваш Енри федерацин монополипе хирĕҫ кĕрешессипе ĕҫлекен Управленийĕн ертӳҫи Валерий Котаев ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ вăхăтра хыпарланă.  

Вăл каланă тăрăх,чи малтанах саккунсăр майпа килекен рекламăсем, смс- рассылкăсем, шăнкăравсем. Мĕнпур йĕркесĕрлĕхрен вĕсен пайĕ 50 процент йышăнать.  Нумай чухне халăх тимлĕхе ҫухатнине пула ҫакă пулса тухать.  Тепре чухне ултавҫăсем финанс тĕлĕшĕнчен ҫынсем пуянах маррине туххăмрах  ҫирĕплетеҫҫĕ. Харăсах пĕр самантрах мĕнпур хыпарсене хăйсем пирки пĕлтерни те ҫакнах ҫирĕплетет пулĕ.   

Регионта финанс пĕлĕвне ӳстерме витĕм кӳрекен центр пуррине пĕлтернĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев. Вĕсем тăтăшах халăхпа уҫă калаҫусем ирттереҫҫĕ, вĕсен тавра курăмлăхне ӳстерме пулăшса пыраҫҫĕ.  «Ку тĕлĕшпе мĕнпур вăя пĕрлештерни аван. Ĕҫе пĕрле йĕркелесе пыма тăрăшмалла.  Палăртма кăмăллă, Чăваш Республикинче пĕлтĕрхи ҫул ҫĕнĕ вĕренӳ ҫулĕ пуҫламăшĕнчен ачасене финас пĕлĕвне вĕрентме пуҫланă. Ятарлă урока программăна кĕртнĕ.  Ку енпе калас пулсан, халăхпа та уҫă уроксем ирттерсенмпитĕ кăмăллă пулнă пулĕччĕ», - тесе сăмаха тăснă вăл.  Чи пахи – халăхăн ҫакна лайăх ăнланмалла. Ҫынсен ытларах пуҫаруллă пулма тăрăшмалла, ăс-тăн тĕнчине пуянлатассипе ҫине тăрсах ĕҫлемелле.   

Регионта конкуренцине аталантарассипе ĕҫленĕ пирки сăмах пуҫарнă май, пĕрлехи туса пыракан проектсем пирки те чарăнса тăнă.  Вак тата вăтам предпринимательлĕх пайĕ валли кирлĕ пек хăтлă условисем хатĕрлесе парасси  ыйту та кун йĕркинчех тăнине асăннă ертӳҫĕсем. Пахалăх тата стандарт ҫине тимлĕх кăна уйăрса пыни ҫителĕксĕртерех тесе палăртнă вĕсем.

 2022 ҫулта Раҫҫей ФАСĕн Чăваш Енри Управление 321 заявлени пуҫтарăннă имĕш, кăтарту тата та маларахри ҫултан, 2021-мĕшĕнчен 30 процент сахалтарах.

Валерий Котеев лайăх кăтартусем пирки те чарăнса тăнă. Республика Правительстви витĕм кӳнине кура, хăш-пĕр ҫитĕнӳсем туса пыма май килнине те каланă вăл. Калăпăр, кирлĕ пек таварсене централизациленĕ майпа туянни, уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ тесе хакланă ертӳҫĕ. Кунта йĕрке пăснă тĕслĕхсем пачах та ҫук тесен те юрать тенĕ вăл. Калăпăр, 2021 ҫулта 500 ҫăхав пулнă, 2022 ҫулта вара пурĕ те 230 ҫăхава шута илнине асăннă вăл. Пуласлăхри ĕҫсене ҫакнашкал ҫирĕп йĕркепе туса пырсан, кăтартусем тата та ырă енне улшăнса пырассине шансах тăратпăр тенĕ вăл.

2022 ҫулта патшалӑх тата муниципалитет заказчикӗсем енӗпе таварсем, пулӑшу ӗҫӗсем туянассин консолидированнăй калӑпӑшӗ пӗлтӗрхи шайран 27 процент пысăкрах, 45 миллиард тенкӗпе танлашнӑ. Бюджет тухӑҫлӑхӗ 1,8 миллиард  ҫитнĕ.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Раҫҫей ФАСĕн представителӗсене пур муниципалитетсенче те кулленхи йӗркепе туяну ӗҫ-хӗлне йӗркелес енӗпе вӗренӳ мероприятийӗсене кӗртме сӗннӗ.  



17 марта 2023
15:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter