Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Чӑваш Енри халӑхӑн йӑла ыйтӑвӗсене тивӗҫтерес ӗҫӗн тата пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӑн ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Чӑваш Енри халӑхӑн йӑла ыйтӑвӗсене тивӗҫтерес ӗҫӗн тата пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӑн хисеплӗ ӗҫченӗсем!

 Сире професси уявӗ ячӗпе саламлатӑп!

 Пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тата халӑхӑн йӑла ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен предприятисен коллективӗсем, пысӑк яваплӑхпа тата ырми-канми тӑрӑшулӑхпа палӑрса тӑраканскерсем, мӗнпур ҫыншӑн кирлӗ ӗҫ тӑваҫҫӗ.

Чӑваш Енӗн йӑлари пулӑшу ӗҫӗсен сфери лайӑхлансах пырать. Наукӑпа технологисем аталанса пыни сервис отраслӗсене кал-кал аталантарма, информаци, финанс, ҫыхӑну енӗпе паракан пулӑшу ӗҫӗсен тӗрлӗ тӗсне тата ытти инноваци пулӑшӑвне йӗркелеме май уҫать.

Паян коммуналлӑ инфратытӑма, пурӑнмалли ҫурт-йӗр фондне ҫӗнетме, вуншар ҫул хушши юсаман объектсене модернизацилеме, картишсен территорийӗсемпе вӗсен патне пымалли ҫулсене, обществӑлла хутлӑхсене тирпей-илем кӗртме пысӑк укҫа-тенкӗ яратпӑр. Эпир пӗчӗк хуласемпе ял поселенийӗсенче коммуналлӑ инфратытӑма, шывпа тивӗҫтермелли тата шыва юхтарса кӑлармалли сетьсене ҫӗнетес енӗпе 2021 ҫулта пуҫланӑ тытӑмлӑ ӗҫе ӑнӑҫлӑн малалла тӑсатпӑр.

Ҫак тата ытти тӗллеве туллин пурнӑҫлас тесен ҫитӗнӳсемпе лӑпланса  лармалла мар, ҫынсен нушисемпе ыйтӑвӗсем ҫине тата та тимлӗрех пӑхмалла, кирек мӗнле ӗҫе те тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫламалла.

Професси уявӗн кунӗнче сире пурсӑра та тӑрӑшуллӑ ӗҫӗршӗн ӑшшӑн тав тӑвас тетӗп. Ветерансене – уйрӑм тав сӑмахӗ, вӗсем ырӑ йӑла-йӗркене сыхласа упраҫҫӗ тата ҫамрӑк специалистсене хӑйсен пуян та паха опытне параҫҫӗ.

Сывлӑх, пур тӗрлӗ ырлӑх тата професси ӗҫ-хӗлӗнче ҫитӗнӳсем сунатӑп!   

Чӑваш Республикин

            Пуҫлӑхӗ                                                                                                     Олег Николаев

 



19 марта 2023
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter