Чӑваш Ен инвестицисене ӳстерес енӗпе Раҫҫейри ТОП-10 регион йышне кĕнĕ
Республикăн социаллă пурнăҫĕпе экономикине малтанласа палăртса хунă тăрăх пĕтĕмлетессипе ҫыхăннă ыйтăва, кашни эрнере пулакан планеркăра, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕпе Олег Николаевпа пĕрле пăхса тухнă, кăҫал епле аталанса пырса вăй илсе пыни пирки канашланă.
Промышленность пайĕнче кăҫал ҫулталăк пуҫламăшĕнче ӳсĕм пурри куҫ кĕретех тесе палăртнă хăйĕн сăмахĕнче Олег Николаев. Строительство пайĕнче, халăха ĕҫ укҫипе тивĕҫтерессинче те кăтартусем аванах пулса пынине асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май.
«Инвестици ӳсĕмлĕхĕпе Чăваш Ен Раҫҫейи ТОП-10 регионсен йышĕнче . Инвестици хывассипе ытларах пысăк предприятисенче пулни сисĕнет», – тесе сăмаха малалла тăснă Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн министрĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Надежда Столярова.
Кăҫал икĕ уйăх хушшинче промышленность производствин калăпăшĕ самай ӳснĕ. Кăтартăва пĕлтĕрхипе танлаштарас пулсан, малтанласа палăртса хунă тăрăх, 111,2 процента ҫитнĕ.
Промышленность комплексĕн организацийĕсем харпăр хăй таварĕсене пĕтĕмĕшле 50 млрд тенкĕ чухлĕ калăпласа кăларнă. 2022 ҫулхи 1-мĕш кварталпа танлаштарас пулсан, 26 процент пысăк пулни сисĕнет. «Уйрăмах электротехника, машинăсем тăвакан тытăмра, хими комплексĕнче ӳсĕм курăнать», – тесе палăртнă Надежда Столярова.
«Строительство» ĕҫ-хĕлне тишкерес пулсан, 2023 ҫулта кăрлач-нарăс уйăхĕсенче малтанласа палăртса хунă тăрăх, 7,5 млрд тенкĕ чухлĕ ĕҫ пурнăҫланă. Мĕнпур ҫăлкуҫсенчен кĕнĕ укҫа-тенкĕпе пурĕ 267,7 пин тăваткал метр чухлĕ лаптăк ҫинче ҫурт-йĕр хута янă.
Кăҫал нарăс уйăхĕнче вăтам ĕҫ укҫине илес пулсан, вăл 42,6 пин тенкĕпе танлашнă. Ку тĕлĕшпе те ӳсĕм пурри куҫ кĕретех.
Республикăра ĕҫсĕрисен шучĕ нумай мар, пĕлтĕрхи шайра. Ку тĕлĕшпе кăтарту лайăх пулни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Ӗҫсӗрлӗх шайӗ пӗлтӗрхипе танлаштарсан (0,8 процент) улшӑнман, ӗҫсӗр граждансен хисепӗ ӗҫпе тивĕҫтерекен служба органӗсенче учетра тăракансем сахал. Ҫав вăхăтрах, предприятисемпе организацисенче специалистсем ҫителĕксĕртерех пулни сисĕнет – 11913 ҫын кирлĕ, ку пӗлтӗрхи ҫавнашкал кӑтартуран 98,9% танлашать.