Ыйту кăçал татăлать

Чăваш Енре 1998-2014 çулсенче пая кĕрсе улталаннисен ыйтăвне çулталăк вĕçĕччен татса парĕç. Вĕсене пурăнмалли вырăнпа тивĕçтерĕç е укçапа саплаштарĕç. Ку йышăнăва Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев ирттернĕ ятарлă ларура сӳтсе яврĕç.

Пая кĕрсе улталаннисем вун виççĕн. Вĕсем республикăри чăрмавлă объектсен пĕрлехи реестрĕнче тăмаççĕ. Пая кĕнĕскерсем 25 çул ĕмĕтленнĕ хваттере илеймеççĕ. «Çынсем шанăçне те çухатнă, паллах. Эпир вĕсен ыйтăвне татса пама пултарни савăнтарать», – палăртрĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев. Пая кĕрсе улталаннисен ыйтăвне татса пама «3-мĕш Стройтрест» пĕрлешӳпе килĕшӳ çырĕç. Предприяти çынсене хваттерпе тивĕçтерет е укçапа саплаштарать. Палăртмалла, çурта кăçал виççĕмĕш кварталта хута яраççĕ. Вăл Короленко урамĕнче вырнаçнă. Укçа илекенсене пĕр тăваткал метрне 72 952 тенкĕпе саплаштараççĕ. Строительство пĕрлешĕвне пая кĕрсе улталаннисен ыйтăвне татма пулăшнăшăн «Благовещенский» микрорайонĕнче нумай хваттерлĕ çурт çĕклеме çĕр лаптăкĕсем тара парĕç. «Кăçал е тепĕр çул пĕрлехи реестрти чăрмавлă объектсемпе ĕç-пуçа вĕçлĕпĕр. Республикăра пая кĕрсе улталаннисен ыйтăвĕ пулмĕ», – терĕ Олег Николаев. 



НТРК
20 марта 2023
09:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter