Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗпе «Раҫҫей Ача-пӑча фончӗн» председателӗ «Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе» марафона старт панă

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗпе «Раҫҫей Ача-пӑча фончӗн» председателӗ «Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе» марафона старт панă

«Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе» марафон пирĕн республикăра 1995 ҫултанпа пуҫласа иртет.  Телейлĕ ачалăх ҫулталăкĕнче ку уйрăмах питĕ пĕлтерĕшлĕ мероприятисенчен пĕри пулса тăрать тесен те тен йăнăшах мар пулĕ.  Раҫҫейри Ача-пăча фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕ кăҫалхипе марафона 35-мĕш хут ирттерет. Тĕлĕнмелле чаплă проект. Халăх ăна хапăл тусах хутшăнни те ҫакнах ҫирĕплетсе парать пулĕ.  

«Мĕн авалтан чăвашсем пĕрне-пĕри пулăшса, тимлĕх уйăрма тăрăшнă, йывăр чухне те яланах алă пама пĕлнĕ.  Пурне те марафона хутшăнма чĕнсе калатăп. Ачасене пулăшу пани, каяллах ырăпа таврăнассине пурсăмăр та лайăх пĕлсе тăратпăр. Вĕсем пирĕн пуласлăх тен.  Ырă пурнăҫпа пурăнма кашни ача тивĕҫлĕ, ҫак ăнлава пурин те асра тытмалла», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев  «Раҫҫейри Ача-пăча фончĕн» председателĕпе Дмитрий Лихановпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ вăхăтра.  

«Пухмача пуҫтарăннă мĕнпур укҫа-тенкĕ пĕтĕмпех ачасене валли тăкакланать. Йывăр лару-тăрăва лекнĕ ачасене валли социаллă пулăшупа тивĕҫтерме укҫа-тенкĕ уйăрĕҫ, сусăр ачасене витĕм кӳрĕҫ.  Ачасем ҫакна питĕ лайăх туяҫҫĕ», - тесе каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.   Сăмах май, пухăнакан мĕн-пур укҫа-тенкĕн калăпăшĕ уҫăмлă пуласси те паллă.  Кашни ҫын вĕсемпе тĕплĕнрех паллашма пултарайрать. Куар-кодпа та вуласа пĕлме меллĕ.  Çынсем ятарлă QR-кодпа усă курса укçа куçарма пултараççĕ. Çак çĕнĕлĕхĕн ырă енĕ вăл - куçарнă укçа уйрăм мероприяти ирттерме е пĕр-пĕр проекта пурнăçа кĕртме кайĕ.  

35 ҫул хушши пурнăҫа кĕрсе пыракан проект ачасемшĕн питĕ усăллă пулнине каланă Дмитрий Лиханов.  Вĕсем туххăмрах йывăр лару-тăрăва лекнисене пулăшма пикеннине те асăннă сăмаха малалла тăснă май.  «Калăпăр, ятарлă ҫар операцийĕ пынă тапхăрта ачасене гуманитарлă пулăшу пама  75 млн тенкĕ уйăрнă», - тесе сăмаха малалла тăснă  «Раҫҫей Ача-пăча фончĕн» председателĕ.   Ҫĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче Мускавра Ачасене хӳтĕлемелли куна халалласа ирттерекен мероприятине ятарлă ҫар операцийĕсене хутшăнакан ҫемьесенче ҫитĕнекен ачасене, йывăр лару-тăрăва лекнисене, 50-шне уява йыхравланине хыпарланă.

Фонд Ертӳҫи  программăпа Чăваш Ен Пуҫлăхне паллаштарнă.  Вăл пулăма республика Правительствине хутшăнма  сĕннĕ.  «Ырă ĕҫсен мили» программа пирки сăмах пуҫарнă май, сахал тупăшлă ҫемйесенче ҫитĕнекен сусăр ачасене сыватма тĕрев паракан проект пулнине асăннă вăл. «Пурнăҫ сасси» проект вара камăн хăлха питех лайăх илтмест, вĕсене реабилитаци тухма пулăшăшассине асăннă. Чăнласах та, питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ проектсем.   

«Чăваш Республикин Вĕренӳ министерствинчен ҫирĕп ыйтăп, кашни ĕҫе комплекслă туса пыма хушăп. Мĕнпур программăсене тимлĕх уйăрмалла, вĕсемпе тĕллевлĕн ĕҫлесе пыма тăрăшмалла. Ачасене аталанса вăй илсе пыма хăтлă условисем йĕркелесе парас ыйту та кулленех кун йĕркинче пулмалла», - тесе сăмаха ҫавăрса каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  

Паллă, программăсем пур, апла пулсан, вĕсене тĕпе хурса ятарлă тухҫлă план йышăнса хăварни вырăнлă тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  



21 марта 2023
09:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter