Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Наврус уявӗ ячӗпе саламлани

Хаклӑ туссем!

Сире ҫурхи Наврус уявӗ ячӗпе саламлатӑп!

Республикӑра ҫак чаплӑ уява ҫулсерен паллӑ тӑвасси ырӑ йӑлана кӗчӗ, Чӑваш Ен ҫынсем хушшинчи туслӑ та ырӑ кӳршӗллӗ ҫыхӑнусемпе мӗн авалтан паллӑ, кунта тӗрлӗ халӑх, тӗн тата культура представителӗсем килӗштерсе пурӑнаҫҫӗ.

Ҫӗнелӗве тата ҫӗнӗ куна савӑнса кӗтнине сӑнарлакан Наврус пире пурне те ырӑ ӗҫсем тума хавхалантарасса, хамӑрӑн ӑс-хакӑлпа шухӑш-кӑмӑла ҫӗнетмелли вӑхӑт пулса тӑрасса, пире пӗр-пӗрне ӑнланас тата пултаруллӑн ӗҫлес тӗллевпе пӗрлештерессе шанса тӑратӑп. Ҫак уявӑн пархатарлӑ ҫути сирӗн килӗрсене ӑшшӑн ҫутаттӑр, шанчӑк, савӑнӑҫ тата телей кӳтӗр. Пурне те ырлӑхпа сывлӑх тата ҫирӗплӗх сунатӑп.

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                                 Олег Николаев



21 марта 2023
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter