Экономика ӳсĕмлĕ

Тунтикун ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура экономика аталанăвĕн министрĕн пĕрремĕш çумĕ Надежда Столярова экономикăн тĕрлĕ отраслĕ кăрлач-нарăс уйăхĕсенче мĕнле ĕçленипе паллаштарчĕ. Кăмăллă пулма сăлтав пур. Иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан промышленноç производстви 11% хушăннă. Надежда Юрьевна ăнăçлă ĕçлекен предприятисене асăннă май «Элара», ЧЗСА, В.Чапаев ячĕллĕ пĕрлешÿ, «Химпром», «Лента», «Чăвашторгтехника» импорта хамăрăн продукципе улăштарас енĕпе тăрăшуллине палăртрĕ. Канаш тата Çĕмĕрле хулисенчи предприятисем тиесе ăсатнă промышленноç продукцийĕн калăпăшне виçĕ хут ытла пысăклатма пултарнă. Строительсем пушшех маттур: отраслĕн пĕтĕмĕшле кăтартăвĕ 30% хушăннă, пурăнмалли çурт-йĕр тăвасси вара 48% ытла ÿснĕ. Çурт-йĕр тенĕрен, Канашра хута янă тăваткал метрсен калăпăшĕ 13 хут /!/ пысăкланнă, çавăн пекех Çĕнĕ Шупашкар, Улатăр кăтартăвĕсем темиçе хут ÿснĕ. Тĕп капитала хывакан инвестицисен ÿсĕмĕ те курăмлă. Тата — ĕç укçи хăпарни: 18,5% хушăнса унăн уйăхри вăтам виçи 42,6 пин тенке çитнĕ. Ку енĕпе лидер улшăнман — информаципе çыхăну сфери. Унта шалу асăннă вăтам виçерен 1,5 хут пысăкрах.

Финанс министрĕ Михаил Ноздряков пысăк пĕлтерĕшлĕ об±ектсен строительствине укçапа тивĕçтерес тĕлĕшпе чăрмавсем çуккине çирĕплетрĕ. Çав шутра — Шупашкарти «Волга» стадион реконструкцийĕ, кăнтăр енчи районсене шывпа тивĕçтермелли водовод, Çĕнĕ хулари тăрăллă каток, медицина, вĕрентÿ, культура учрежденийĕсен строительстви... Министр наци проекчĕсемпе çыхăннă об±ектсем тĕлĕшпе уйрăмах тимлĕ пулма чĕнсе каларĕ. Нацпроектсене пурнăçламашкăн кăçал пĕтĕмпе 14 миллиард тенкĕ уйăрма палăртнă — иртнĕ çулхинчен самай нумайрах. Чи пысăк тăкаксем — «Хăрушлăхсăр паха çулсем» /4 миллиард тенкĕ/ тата «Демографи» /3 миллиард/ проектсем валли.

Правительство республика бюджетне тÿрлетесси çинчен калакан саккун проектне хатĕрленĕ, ăна Патшалăх Канашĕн çак эрнере иртмелли сессийĕнче тишкермелле. Михаил Геннадьевич бюджетăн тупăш пайĕ 7 миллиард тенкĕ хушăнассине пĕлтерчĕ. Çапла вара тупăшăн пĕтĕмĕшле виçи 90 миллиард тенкĕ урлă каçĕ. «Çакă, паллах, кăмăла çĕклет, çав вăхăтрах яваплăх та хушăнать: пысăк укçапа май пур таран тухăçлă усă курмалла», — терĕ Михаил Ноздряков. Олег Николаев вара асăрхаттарчĕ: «Кăçал вăл е ку ĕçе каяраха куçарас йăларан пăрăнмалла: мĕнле палăртнă — çав вăхăтра пурнăçламалла».



Хыпар
21 марта 2023
08:19
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter