Кашни ача тĕрĕс ҫул-йĕрпе пыни питех те пĕлтерĕшлĕ
Чăваш Енре Телейлĕ ачалăх ҫулталăкне савăнăҫлă лару-тăрура уҫнă. Чăваш Республикинчи мĕнпур районсемпе хуласенчен пиллĕк пине яхăн ача хутшăннă. «Столицăри пĕр кун» ятпа пулнă форума республикăн тĕп хулинче йĕркеленĕ. Шкул ачисемпе ҫамрăк яш-кĕрĕм пĕтĕм кăмăлтан хапăл туса пуҫтарăннă.
«Ачасем – пирĕн пуласлăх. Кашни ача хăйе валли тĕрĕс ҫул-йĕр шыраса туптăр. Кун пек пулма пирĕн вĕсене валли хăтлă условисем туса пама пĕлмелле. Ăнăҫлă ача ҫемйешĕн те, Тăван ҫĕршывăмăршăн та пĕлтерĕшлĕ. Ҫитĕнекен ăрăва лайăх аталанса пыма чаплă условисем туса парассипе кулленех ĕҫлесе пырăпăр. Ҫамрăксемпе ачасем, аслисем, вĕрентекенсем пĕр-пĕринпе тачă ҫыхăнса, пĕр-пĕринчен ыррине вĕренсе пырсан, пуласлăх лайăх пуласси те куҫ кĕретех. Ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ пуҫаруллă проектсем те туххăмрах пурнăҫа кĕрсе пыма пуҫлĕҫ, ачасем хăйсене валли паха ĕҫсем суйласа илме вĕренĕҫ», – тесе сăмаха пуҫланă республикăра форума пухăннă ҫамрăк ачасене саламланă май Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.
Палăртма кăмăллă, Телейлĕ ачалăх ҫулталăкне халалласа ирттернĕ савăнăҫлă форумĕн старчĕ Телей кунĕпе тӳр килсе тăни те ăнсăртран мар пулĕ, апла пулсан, ӳлĕмрен тата та лайăхрах мероприятисем пурнăҫа кĕрсе пырассине шансах тăрасса каланă регион Пуҫлăхĕ. Мĕн вăл телей темăпа ҫыхăнса тăракан ыйтусене ачасем хапăл тусах хăйсем ăнланнă пек савăнăҫлă хурав пани те ҫакнах ҫирплетет. «Эпир ачасене хамăр енчен яланах пулăшу пама хатăр, вĕсене кăсăклантаракан проектсемпе паллашма хавас», – тенĕ Олег Николаев.
«Пĕрремĕшсен юхăмĕ» представителĕсем, ача-пăча, ҫамрăк яш-кĕрĕм, шыравҫăсен юхăмĕнче тăрăшакансем, пĕр сăмахпа каласан регионти мĕнпур ҫамрăк, вĕренӳре пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрнисем – форума килсе ҫитнĕ. Ятарлă ҫар операцийĕсене хутшăнакан ҫемйесенче ҫитĕнекен ачасем те самай пуҫтарăннă паллă пулăма. Форум программипе килĕшӳллĕн тĕрлĕ мастер-классем, квестсем, интелектуаллă вăйăсем, уҫă калаҫусем ирттернĕ. Ҫамрăк ачасем тĕрлĕ предприятисемпе организацисенче пулнă, вĕсен ĕҫĕсемпе кăсăкланнă. Республикăри чи пысăк организацисене ҫитсе килнĕ, вĕсен ушкăнĕсемпе, таварĕсемпе паллашнă, предприятисенчи условисене курса ĕненнĕ. Телейлĕ ачалăх ҫулталăкне халалланă мероприятисене регионта 100 пин ытла ачана явăҫтарма тĕллев лартнă. Ача-пăчасене аталантарма, вĕсене кăсăклантаракан мероприятисене шута илсе, мĕнпур проекта пурнăҫа кĕртме палăртнă.
Хушма пĕлӳ илме кăмăл тăвакан ачасене валли те условисем хатĕрлесси кулленхи ыйтусенчен пĕри шутланать. Спорта ҫӳреме, культура мероприятийĕсене ирттерме, инфратытăма вăй илтерсе пыма тĕрлĕ план пăхса хăварнă. Ачасене мĕн пĕчĕкрен тимлĕх уйăрмалла, ун пек чухне вĕсем ҫитĕнсем пысăк кăтартусемпе палăрасси куҫ кĕретех пулĕ. Кун пирки пĕрре мар ҫирĕплетсе каланă специалистсем.
«Эпир мĕнпур сферăпа тачă ҫыхăнса ĕҫлеме тăрăшăпăр. Сирĕн пултарулăха аталантарма, спортри ҫитĕнӳсем туса пыма хăтлă условисем йĕркелĕпĕр. Тавра курăмлăха аталантарса пыма та кăсăклă мероприятисем пăхса хăварăпăр. Пĕрне-пĕри пулăшса тата та хăватлăрах аталанса пырассине те пĕлсех тăратпăр». – тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ.
Пирĕн регионта ачасене вăй илсе пыма, пултарулăха аталантарса пыма тĕрлĕ условисем ҫителĕклĕ, ҫакна ачасем те тата вĕсен ашшĕ-амăшĕсем, вĕсене вĕрентекенсем пĕрре мар ҫирĕплетсе каланă.