Чӑваш Республикин наркотиксемпе кӗрешекен комиссин ларӑвӗ иртнӗ

Чӑваш Республикин наркотиксемпе кӗрешекен комиссин ларӑвӗ иртнӗ

Наркотиксемпе наркăмăшланнисене  реабилитаци тума ятарлă ĕҫе пуҫарса яма Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерствипе Чăваш Республикин Ĕҫлев министерствине хушнă Наркотиксемпе кĕрешес енĕпе ĕçлекен комиссин ларăвĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ  Олег Николаев.

Паллă, паллах ĕҫ йĕркине Федерацин саккунĕсене пăхăнса йĕркелесе пымаллине те асăрхаттарнă вăл. Май пур таран, чирлисене, наркăмăшран пăрса тӳрĕ ҫул ҫине тăма кирлĕ пек условисем туса памаллине палăртнă вăл. Пĕр сăмахпа каласан, пурнăҫăн илемлĕхне туйма вĕрентмеллине каланă. Сывă пурнăҫ йĕркине пăхăнса пурăма ăс пани те вырăнлă пулассине асăннă Ертӳҫĕ.  

Чăваш Республикинчи наркотиксене хирĕҫ кĕрешессипе ĕҫлекен комиссийĕн йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн, ҫӳлерех палăртнă ведомствăсене чирлисене сыватма, реабилитаци тухма ятарлă учреждени валли вырăнне тупса палăртмалла. Кун пек ĕҫе  туса пымаллин ҫирĕп йĕрки пулмаллине те асăннă.

Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министрĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫласа пыракан  Владимир Гладнев калаҫăва малалла тăснă май,  ятарлă специалистсем 2022 ҫулта наркăмăшпа алхасакансене – 3 пин ытла ҫынна,  ăс-хакăл тĕнчине ырă енне куҫарса пыма витĕм кӳнине каланă.  Сывă пурнăҫ йĕркине тытса пыма, ăна тĕпе хурса пурăнма 1352 ытла тĕрлĕ мероприятисем ирттернине палăртнă вăл. Ҫемйесемпе тата вĕсен тăванĕсемпе тăтăшах уҫă калаҫусем ирттернине асăннă вăл. Культура мероприятисене явăҫтарма тăрăшнине каланă  ведомствăн ертӳҫин тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫласа пыракан, пĕлтĕр пĕтĕмпе стационарлă майпа реабилитаци тухма пурĕ 296 ҫынна пулăшнине пĕлтернĕ.

Паянхи куна калас пулсан, наркăмăш аллисене лекнисене ятарлă реестра кĕртсе пынине, наркотиксемпе усă куракансене  уйрăм тимлĕх уйăрнине палăртнă Владимир Гладнев. Чирлисене сыватсан, вĕсене ĕҫпе тивĕҫтересси ыйту та кун йĕркинчех тăнине палăртнă вăл. 2022 ҫулта пурĕ 22 ҫынна ĕҫпе тивĕҫтернине асăннă министрăн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан.

Ыйту кун йĕркинче ҫивĕч тăнине кура, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Чăваш Республикин Вĕренӳ министерствине регионти муниципаллă тата хула  округĕсенче, ҫула ҫитменнисене валли, енчен те вĕсем наркăмăшпа хăйсен сывлăхне аптратнă пулсан, реабилитаци тухмалли ятарлă харпăр хăй программине пăхса тухса йышăнса хăварма чĕнсе каланă.  Ахальтен мар ĕнтĕ çул çитменнисем тĕлĕшпе тимлĕх пысăк.

Наркотиксемпе кĕрешес енĕпе ĕçлекен комиссин Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче кун йĕркине кĕртнĕ мĕнпур ыйтăва тĕплĕн пăхса тухнă, кашнинпе тивĕҫлĕ йышăнусем туса хăварнă.

Наркоманипе чирлекенсене социаллӑ реабилитаципе тивӗҫтересси тӗпре пулнине палăртнă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев  лару ĕҫне пĕтĕмлетнĕ май.



23 марта 2023
08:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter