Юмансар ялĕнче çĕнĕ культура çурчĕ уçăлчĕ

Кĕтнĕ уяв. Канаш тăрăхĕнчи Юмансар ялĕнче çĕнĕ те хăтлă культура çурчĕ уçăлчĕ. Унти мĕнпур ĕçе пурнăçлама патшалăх тата республика хыснисенчен пĕтĕмĕшле 35 миллион тенкĕ ытла укçа тăкакланă. Икĕ хутлă кермен пĕр харăс 100 ытла çынна йышăнма пултарать. Ял çыннисем хăйсен савăнăçне пирĕн ĕçтешпе Юлия Адюкова репортёрпа та пайларĕç.

Çĕнĕ культура çурчĕ Юмансар сăн-сăпатне улăштарса илем кӳртекен кермен пулса тăчĕ, çапларах хак параççĕ фольклор ушкăнне çӳрекен кинемейсем. Чăн та, ялта 1994-мĕш çултанпа клуб пулман. Çавăнпа та чунпа канма халăха ятарлă вырăн кирлех пулнă. Культура çуртне паянхи пурнăç ыйтăвĕсене тĕпе хурса çĕкленĕ. Пӳлĕмсем илемлĕ те хăтлă. Юрлама, ташлама, аталанма хавхалану парнелеççĕ. «Юманлăх» фольклор ансамблĕ çĕнĕ культура çуртне уйрăмах кĕтнĕ. Тинех ĕнтĕ репетицисене урамра е лавккара ирттермелле мар, шӳтлеççĕ кинемейсем.

ЛЮДМИЛА КУДРЯШОВА: «Фольклор ушкăнĕ пур, ватăрах хĕрарăмсем, арçынсем çӳреççĕ. Çамрăк хĕрарăмсем те кăмăл турĕç, юрлама çӳреççĕ, вăл ĕнтĕ «Илем» ушкăн ятлă. Тата пирĕн ташă ушкăнĕ, шкул ачисем пур. Чи кĕçĕнни вĕсенчен 6-ра, садик ачи. Современный танец теççĕ, хип-хоп, вок направленисемпе. Вăй тапса тăрать, хĕрарăмсем-арçынсем калаççĕ ĕнтĕ, юрланă чухне ни ура та ыратмасть, пуç та ыратмасть, давлени те ӳсмест теççĕ».

Культура çуртĕнче куракансен залĕ, вулавăш, ăсталăх лаççисем ирттермелли лапам тата сăрланмалли пӳлĕм пур. «Клуб кĕтесĕсене шутласси малалла-ха», палăртать Юмансар ялĕнче пурăнакан Иван Егоров. Вăл малашне кунта концертсем курма килес ĕмĕтлĕ.

 ИВАН ЕГОРОВ: «Республика шайĕнчен кунта, пирĕн патне килме интерес пур, çакăн пек илемлĕ клуба. Наверно, килсех çӳреççĕ пуль тесе шутлатпăр. Хамăр та вĕсем килсен хавас тухса курма. Çынпа курса калаçма та, хамăр ентешсемпе курса калаçма та кунта самый кăмăллă вырăн».

Малашне культура çуртĕнче аэробика хăнăхтарăвĕсене тума вĕренме те пулĕ. Фитнес-клуб çамрăксене те аслисене те пĕрлештерессе шанаççĕ.

– Культура тата досуг учрежденийĕсене ял тăрăхĕсенче самаях нумай туса пыратпăр, калăпăр, пĕлтĕр, çак ĕçсене туса пыма 578 миллион укçа тăкакланă пулсассăн, кăçал 604 миллион ытла çак ĕçсене тума палăртса хунă. Паллах, çак пăлăртса хунă укçа вăл нумайланма та пултарать, мĕншĕн тесен çулталăк пуçланчĕ кăна-ха. «Культура» наци проекчĕ пулăшнипе кăçал Куславкка тăрăхĕнчи Илепар салинче те строительство ĕçĕсем пуçланмалла. Çĕнĕ кермен çитес çулах ял çыннисене савăнтарасса шанаççĕ. 



НТРК
24 марта 2023
09:19
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter