Юмансар ялĕнче çĕнĕ те хăтлă культура çурчĕ уçăлнă
Регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Канаш муниципаллӑ округӗнчи Юмансар ялне ҫитсе курнӑ, унта вăл ҫӗнӗ Культура ҫурчӗн ӗҫĕпе паллашнă. Канаш тăрăхĕнчи Юмансар ялĕнче çĕнĕ те хăтлă культура çурчĕ уçăлнă. Ялта пурӑнакансене саламланӑ май ҫӗнĕ Культура ҫурте халăх хапăл тусах ҫӳрессине шанса каланă.
Вырăнти халăхшăн чи илĕртӳллĕ кермен тесен те йăнăшах мар пулĕ ҫакă.
«Юмансар ялӗнче ҫакӑн пек Культура керменĕ уҫӑлни пирӗншӗн пӗрлехи уяв. Республикӑра культура объекчӗсен шучӗ ӳссе пыни хавхалантарать пурсăмăра та. Культура ҫурчӗсем, клубсем, вулавӑшсем, ҫав шутра тĕслĕх вулавӑшсемпе ӳнер шкулӗсем ҫитĕнекен ăрăва туллин тӗрлӗ енлӗн аталанса пымалли тĕп базăсем пулса тăраҫҫĕ», – тесе палăртнă вăл хăйĕн ум сăмахĕнче.
Вӑл каланӑ тӑрӑх, ҫакӑн йышши кашни объект вӑл – Чӑваш Республикин территорийӗнчи «Культура» наци проектне пурнӑҫа кӗртессипе ҫыхӑннӑ пысăк калăпăшлă ӗҫ. Ҫавӑн пекех регионӑн культура пайне аталантарма пулӑшакан патшалӑх программин ытти енӗсене те витĕм кӳрет. Вӑл Чӑваш Енре пурӑнакансемшӗн культура сфери аталанни пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнӑ.
Аса илтеретпӗр, республикӑра ял хутлӑхӗнче клуб тытӑмне тумалли тата юсамалли харпăр хăй регион программи ӗҫлет. Ӑна пула 2026 ҫулччен 25 клуб туса лартма тата 55-шне юсама палӑртнӑ.
«Эпир 5 ҫул хушшинче пӗтӗм республикипе клуб тытӑмӗн объекчӗсене тӗпрен ҫӗнетме плана кĕртнĕ. Ҫынсен пуҫаруллă проекчĕсене пурнăҫа кĕртсе пыма тĕрлĕ условисем хатĕрленччĕр, пултарулăхĕсене аталантарса пыма майсем уҫăлччĕр, пĕр-пĕр кăсăклă ыйтăва пĕрле пухăнса кирлĕ пек йышăнусем тума та пултарайччĕр», – тесе ҫапларах каланă Олег Николаев.
Икĕ хутлă кермен пĕр харăс 100 ытла çынна йышăнма пултарать. Ҫурта наци проекчӗн «Культура» регион проектне пурнӑҫланӑ шайра тунӑ. Культура çуртĕнче куракансен залĕ, вулавăш, ăсталăх лаççисем ирттермелли лапам тата сăрланмалли пӳлĕм пур. Хальхи хореографи кружокӗсем, ҫамрӑксен вокал ансамблӗ, фитнес-клуб тата ытти тĕрлĕ енпе ҫынсен ăсталăхне аталантарса пыма условисем хатĕрленĕ. Малашне культура çуртĕнче аэробика хăнăхтарăвĕсене тума вĕренме те пулĕ. Фитнес-клуб çамрăксене те аслисене те пĕрлештерессе шанаççĕ вырăнти халăх.
Унти мĕнпур ĕçе пурнăçлама патшалăх тата республика хыснисенчен пĕтĕмĕшле 35 миллион тенкĕ ытла укçа тăкакланă, федераци енчен – 19, 2 миллион тенкӗ пулăшу панă. Культура çуртне паянхи пурнăç ыйтăвĕсене тĕпе хурса çĕкленĕ. Пӳлĕмсем илемлĕ те хăтлă.
Савнăҫлă лару-тăрура, уява пухăннисене саламланă май, Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ иртнӗ ҫул «Чӑваш Ен тӗрӗллӗ картти» ҫӗршывĕпех анлă сарăлнине асăннă, ăна тĕрлеме ытти регионсенчен те ăстаҫăсем хастар хутшăннине каланă. «Чӑваш Енĕн тӗрӗллӗ картти» интерактивлӑ пазлĕсене вăл культура ҫуртне асăнмаллăх парнелесе хăварнă.