Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗн наци гвардийӗн ҫарӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗн наци гвардийӗн ҫарӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Росгвардин Чӑваш Республикинчи управленийӗн

хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ҫар ҫыннийӗсем!

 Сире професси уявӗпе – Раҫҫей Федерацийӗн наци гвардийӗн ҫарӗсен кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

 Ҫак уяв эсир ҫӗршыв хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес енӗпе тӑвакан пархатарлӑ ӗҫӗре тивӗҫлипе сумлани шутланать.

 Сирӗн ӗҫӗре пурнӑҫлама ҫӳллӗ шайри кӑмӑл-сипет тата иксӗлми вӑй-хал, ҫирӗп чун хавалӗпе чӑтӑмлӑх кирлӗ, унпа пӗрлех пӗлӗве тата ӑсталӑха тӑтӑшах ӳстерсе тӑмалла.

Эсир Раҫҫейӗн наци интересӗсене шанчӑклӑн хураллатӑр, граждансен хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтеретӗр тата право йӗркине сыхлатӑр. Сирӗнтен нумайӑшӗ паян та, уяв кунӗнче, постра тӑрать. Ятарлӑ ҫар операцийӗн тӗллевӗсене хастарлӑн пурнӑҫлакан сотрудниксемпе ҫар служащийӗсем уйрӑм тав сӑмахне тивӗҫ. Эсир – чӑн-чӑн паттӑрсем тата ҫӗршывӑмӑр мӑнаҫлӑхӗ!

 Сире ҫирӗп сывлӑх, ырлӑхпа телей тата Тӑван ҫӗршыв ырлӑхӗшӗн тӑвакан   ӗҫӗрте ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем сунатӑп!

 

  

Чӑваш Республикин   Пуҫлӑхӗ                      Олег Николаев 

 



27 марта 2023
11:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter