Олег Николаев ҫӗр ĕҫченĕсене кашни гектар ҫӗр лаптăкĕпе тухӑҫлӑ усӑ курма чӗнсе каланӑ

Олег Николаев ҫӗр ĕҫченĕсене кашни гектар ҫӗр  лаптăкĕпе  тухӑҫлӑ усӑ курма чӗнсе каланӑ

Ял хуҫалăхӗнчи уй-хир ĕҫĕсемпе ҫыхăннă ыйтусене Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ кашни эрнере ирттерекен планеркăра пăхса тухнă.

Плана кĕртнине туллин пурнăҫламаллине каланă Олег Николаев.  Кĕрхи тухăҫа лайăх пухса илес тесен ҫуркунне тăрăшуллăрах ĕҫлемелле. Кун пирки те асăрхаттарса каланă вăл.  

«Кашни гектар ҫĕр лаптăкĕпе тухăҫлă усă курмалла, территорисен ресурсĕсем тӗлӗшӗпе  тĕрĕс план тумалла», – тесе палӑртнӑ республика Пуҫлӑхӗ.

Тĕп ыйтусенчен пĕри – усă курман ҫĕр лаптăкĕсене пусă ҫаврăнăшне кĕртесси. Чăваш Республикин Ял хуҫалăх министерстви пӗлтернӗ тăрăх, 2025-мĕш ҫулччен ял хуҫалăх валли уйăрнă, анчах та усă курмасăр выртакан 27 пин гектар ҫĕр лаптăкне пусă ҫав-рăнăшне кĕртме палăртса хунă, ку республикăри ял хуҫалăх валли уйăрнă мĕнпур лап-тăкӑн 3,7 проценчӗ шутланать. 2015-мĕш ҫултанпа республикăра усă курмасăр выртакан 127,9 пин гектар ҫĕр лаптăкне пусă ҫаврăнăшне кĕртнĕ. Кăҫал планпа килĕшӳллĕн, 10,1 пин гектар ҫĕр лаптăкне йӗркене кӗртме палăртнă.    

Чăваш Енре ҫӗр ĕҫченĕсем ҫурхи ĕҫсене пуш уйăхĕн 20-мĕшĕнче пуҫланă. Чăваш Республикин вице-премьерĕ, ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов пĕлтернĕ тăрăх, кăҫал Чăваш Енре акса хăвармалли ҫĕр лаптăкĕсен калăпăшĕ 550 пин гектарпа танлашать, пĕлтĕрхи пекех кăтарту пысӑкланни сисĕнет. Кĕрхи культурăсене 2022 ҫулта 81,6 пин гектар ҫĕр лаптăкĕ ҫинче акса хăварнă.

«Ӳсен-тăрана апатлантарассипе ҫĕр ĕҫченĕсем республикăри 3 муниципалитетра хастар тăрăшаҫҫĕ, вĕсем: Улатăр, Пăрачкав, Шăмăршă округӗсем. Кĕрхисене 825 гектар ҫĕр лаптăкӗ ҫинче им-ҫамсемпе апатлантарма та ĕлкĕрнĕ», – тесе хыпарланă Сергей Артамонов.     

 Ҫурхисене акса хăварма вăрлăх республикăра ҫителĕклĕ хатĕрленĕ.

Ҫурхи уй-хир ĕҫӗсене пурнӑҫлама ял хуҫалăхӗнче тăрăшакансем техника таврашне 98 процент таран хатӗрлесе ҫитернӗ.  Ҫунтармалли-сĕрмелли материалсене 50 процент ытла туяннă. 

«Кĕрхи культурăсем лайăх хĕл каҫнă.  Ҫурхисене акса хăварма чăрмавсем пулмĕҫ. Пурлăхпа техника никӗсӗ ҫурхи ĕҫсене вăхăтра пурнăҫлама витĕм кӳрессе шанатпăр. Плана кĕртнĕ ĕҫсене кĕске вăхăтрах туса пĕтерĕпĕр», – тенĕ Сергей Артамонов.

Кăҫал пуш уйăхĕн 22-мĕшĕ тĕлне республикăри ял хуҫалăх предприятийĕсем 14,6 пин тонна минераллă удобренисем туяннă, ҫакӑ вӑл палăртнин 73,2 проценчӗ.  Ку ĕҫе ял хуҫалăх ĕҫченĕсем малалла та йĕркелесе пыма палӑртаҫҫĕ. 

 



27 марта 2023
14:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter