Чӑваш Енре спортпа туслисен шучĕ 52 процента çитнӗ

Ун пирки Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев паян «Шупашкар-Арена» пӑр керменĕнче ЧР Спорт министерствин анлă коллегийĕнче каларӗ.

«Массăллă спорта аталантарни спорт çулĕ çине тăркансен йышне ÿстерме пулăшать. Тĕрлĕ шайри ăмăртусем ирттерни çамрăксене сывă пурнăç йĕркине тытса пыма хавхалантарать, – терĕ регион ертÿçи.

Спорт министрĕ Василий Петров 2022 çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕ, çĕнĕ тĕллевсем палăртрĕ. Акă пĕлтĕр чăваш спортсменĕсем тĕрлĕ ăмăртура 1200 медаль çĕнсе илнĕ, çĕршыври пĕрлештернĕ командăсен йышне 239 ентеш кĕнĕ. Виçĕ çулта пирĕн республикăра 41 спорт объекчĕ çĕкленĕ тата реконструкциленĕ. Кăçал «Атăл» стадиона, Çĕнĕ хулара Пăр катокне, Çĕнĕ Шупашкарти спорт шкулне хута ярĕç. Кăçалах роллерлă йĕлтĕр трассине тума пуçланă.



28 марта 2023
19:38
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter