Чăваш Республики черетлӗ гуманитари пулăшăвӗ ăсатнă

Чăваш Республики черетлӗ гуманитари пулăшăвӗ ăсатнă

Ятарлă ҫар операцине пурнăҫлакансем валли Чăваш Енрен черетлĕ гуманитари пулăшăвӗ ҫула тухнӑ.  Ку хутĕнче ӑна регион Правительстви тата Чăваш Енри «Пĕрле» фонд пулӑшнипе, унпа пӗрлех ҫар ҫыннисемпе ҫар чаҫӗсен командирĕсен ыйтăвĕсемпе сĕнĕвĕсене шута илсе пухса хатĕрленӗ. 

Пурĕ ултă автомашина ҫула тухнă. Ҫар ҫыннисене куллен кирлĕ таварсем: апат-ҫимĕҫ, вăрман материалĕсем, квадрокопсем тата ытти те чылай пухнă.

«Хамăрăн ентешĕмĕрсем валли черетлĕ гуманитари пулăшăвӗ  пухса  ăсататпăр.  Ятарлă хатĕрсем ҫар тивĕҫне тухăҫлăн пурнăҫлама  витӗм кӳрессе шанса тӑратпӑр.  Ҫĕнтерӳ пирĕн енче пулать!»,  тесе каланă колоннăна старт панă чухне Олег Николаев.

Вăл гуманитари пулăшăвне пухма хутшăннă мĕнпур ҫынна,  Чăваш Республикин Сывлăха сыхлас ĕҫ министерствине, Шупашкар хула администрацине, Чăваш Республикинчи Муниципаллă пĕрлӗхсен канашне, Чăваш Ен аталанăвĕн «Пĕрле» фондне, «ЭЛАРА» НПК» акционерсен обществине, республикăри муниципаллă округсенче пурăнакансене  тав тунă.   

«Эпир хамӑр халăхăн хастарлăхне, ҫынсем пĕр-пĕрне ялан пулăшма хатĕррине,  вӗсен патриотлӑх туйăмĕ пысăк пулнине куратпăр. Ку хутĕнче промышленноҫ предприятийĕсенчен пулăшу парас текенсем чылай пулчĕҫ. Йывӑр вăхăтра ахаль ҫынсем, ырă чунлисем, хапăл тусах пулăшаҫҫĕ, вĕсенчен кашниех ҫав  пĕлтерĕшлĕ ӗҫе хастар хутшăнасшăн»,  тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ. 

Гуманитари пулăшăвне ăсатма Раҫҫей Федерацийĕн Оборона министерствин  Генеральнăй штабĕн запасри полковникĕ Павел Литвиненко хутшăннă. «Ҫĕнтерӗве пирĕн ентешĕмĕрсем малти ретре туптаҫҫӗ,  ăна ҫывхартассишĕн  кунти хастар ҫынсем те ырми-канми вăй хураҫҫĕ. Пирĕнтен кашни ҫар ҫыннисене мĕнпе те пулин пулăшас тесе тăрăшать», тенĕ вăл.

Черетлĕ гуманитари пулăшăвне ăсатни пĕрлехи ӗҫ кăтартăвĕ. Ҫар ҫыннисене пулăшма тӑрӑшни, вӗсене тимлĕх уйăрни халĕ темрен те паха. 

 

Максим Васильев, «Советская Чувашия»



28 марта 2023
15:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter