Олег Николаев Чӑваш Енри Росгвардин ĕҫченĕсене патшалăх наградисене парса чысланă
Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Росгвардин Чӑваш Республикинчи управленийӗн ӗҫченӗсемпе ветеранӗсене професси уявĕпе саламланă. «Сире професси уявӗпе – Раҫҫей Федерацийӗн наци гвардийӗн ҫарӗсен кунӗ ячӗпе саламлатӑп», – тенĕ вăл.
«Эсир Раҫҫейӗн наци интересӗсене шанчӑклӑн хураллатӑр, граждансен хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтеретӗр тата право йӗркине сыхлатӑр. Сирӗнтен нумайӑшӗ паян та, уяв кунӗнче, постра тӑрать. Ятарлӑ ҫар операцийӗн тӗллевӗсене хастарлӑн пурнӑҫлакан сотрудниксемпе ҫар служащийӗсем уйрӑм тав сӑмахне тивӗҫ. Эсир – чӑн-чӑн паттӑрсем тата ҫӗршывӑмӑр мӑнаҫлӑхӗ!», – тесе каланă Олег Николаев.
Ҫавӑн пекех Олег Алексеевич ведомствăра ĕҫлесе хисепе тивĕҫнĕ ветерансене тав тунă, ҫамрăк ĕҫтешӗсене хăйсен паха ĕҫ опытне вĕрентсе хăварассишĕн ырми-канми тăрăшнăшăн мухтанă. Ҫитĕнекен ăрăва тивĕҫлĕ воспитани парас ӗҫе ветерансем хастар хутшăннине каланă вăл сăмаха малалла тăснă май. «Ветерансем, ҫар тивĕҫне пурнăҫлакансем ҫитĕнекен ăрăва хыпарсене тĕрĕс те туллин пĕлтерсе тӑнин пĕлтерĕшĕ пушшех те витĕмлĕ. Ҫапла майпа эпир лăпкă пуласлăха, ҫĕршыв аталанăвне тивĕҫтерейрĕпĕр», – тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.
Росгвардин Чӑваш Республикинчи управленийӗн пуҫлăхĕ, полицин генерал-майорĕ Дмитрий Расчетов хăйĕн сăмахĕнче ятарлă ҫар операцине хутшăнакан паттăрсем хăйсен тивĕҫне чыслӑн пурнăҫланине асăннă. Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ палăртнă тĕллевсене туллин пурнăҫа кĕртсе пынине те каланă вăл сăмаха малалла тăснă май. Вĕсенчен чылайăшне патшалăх наградисене парса чысланине те хыпарланă ведомство етӳҫи. Отрядсем лартнӑ задачӑсене малалла та пурнăҫлаҫҫӗ.
«Искра» СОБР сотрудникӗсем 2022 ҫулта Чăваш Республикинчи Шалти ĕҫсен министерствинче тăрăшакансене тĕрлĕ оперативлă мероприятисене ирттерме пулăшнине каланă. Йĕрке пăсакансене тытса чарма пулӑшнине, халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерес тесе ырми-канми вăй хунине палăртнă вăл.
Ведомство тулашĕнчи хурал ӗҫӗнче тăрăшакансем кулленех 8 пине яхăн объекта сыхлаҫҫӗ. Хĕҫ-пăшалпа саккунсăр майпа усă куракансене туххăмрах тытса чараҫҫĕ, йĕрке пăсакансене явап тыттарма пулӑшаҫҫӗ.
«Хамӑрӑн ӗҫтешсене, Чӑваш Республикин ертӳлӗхне пур енлӗн пулӑшса пынӑшӑн тав тăватăп, пирӗн пӗрлехи ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн ырлатăп», – тесе каланă Дмитрий Расчетов.