Ачасен канăвне йĕркелемелле

Хыçра – виçĕ чĕрĕк. Çу уйăхĕн вĕçĕнче ачасен çуллахи канăвĕ пуçланать. Кăçал каникул тапхăрĕнче 43 000 ытла вĕренекен канма, сывлăхне çирĕплетме пултарĕ. Вĕсене хула тулашĕнчи 16, çавăн пекех шкулсен çумĕнче йĕркелекен лагерьсем йышăнĕç. Правительство çуртĕнче иртнĕ канашлура ачасен çуллахи канăвне йĕркелес ыйтăва сӳтсе яврĕç.

Кану лагерĕнчи 1-мĕш смена çу уйăхĕн 29-мĕшĕнчех уçăлмалла. Ашшĕ-амăшĕнчен ачисене лагерьсене яма ыйтса çырнă заявкăсене йышăнма пуçланă та ĕнтĕ. Хула тулашĕнчи лагерьте 21 кун канмалли путевка хакĕ 18887 тенкĕпе танлашĕ. Ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксен ачисем валли çăмăллăх пулĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Хушăвĕпе килĕшӳллĕн вĕсем çулталăкне пĕр хутчен тӳлевçерех лагерьте канма пултараççе. Çакна валли республика хыснинче 19 миллион тенкĕ майлă пăхса хăварнă. Олег Николаев ачасен канăвне йĕркеленĕ май пĕлтĕрхи йăнăша тума юраманни çинчен асăрхаттарчĕ. Иртнĕ çул перекетпе сăлтавласа тренерсене каникул вăхăтĕнче ĕçрен хăтарнăччĕ. Олег Алексеевич ачасем валли çуллахи тапхăрта та спорт мероприятийĕсем йĕркелемелли, спорт сооруженийĕсемпе туллин усă курмалли çинчен каларĕ, эппин, тренерсен те çине тăрсах ĕçлемелле. Канашлура культурăпа çыхăннă ыйтусене те хускатрĕç. Пуш уйăхĕн 31-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери балет фестивалĕ пуçланать. Ăна Чăваш Республикин Пуçлăхĕн гранчĕпе усă курса хатĕрленĕ «Нарспи историйĕ» балетпа уçаççĕ.

СВЕТЛАНА КАЛИКОВА: «Анисим Асламас темиçе çул каяллах музыкальный материалне хатĕрленĕ пулнă. Паян вара çак балета оперăпа балет театрĕн сценинче курма пултаратпăр. Унсăр пуçне пирĕн патне Башкиринчен, Санкт-Петербургран, Киргизирен хăнасем килеççĕ. Паллах та, эпир вĕсен спектакелĕсене, вĕсен ăсталăхне курса савăнма пултаратпăр. Ачасем валли те уйрăм программа хатĕрленĕ. Пирĕн республикăна Перьмри училище хăйсен спекткальне илсе килет. Унсăр пуçне хамăр ачасем валли шалусăр тĕрлĕ программа хатĕрленĕ».

Фестиваль ака уйăхĕн 9-мĕшĕнче гала-концертпа вĕçленет.



НТРК
29 марта 2023
08:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter